Моргаушский муниципальный округ

Газ кĕртнĕшĕн пысăк тав

 

Юлашки çулсенче Чăваш Республикин ертÿçисем ялсен социаллă аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх палăрать. Акă, ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа 2004 çулта ялсене «кăвак çулăм» çитерессине хăвăртлатрĕç. Çапла вара пĕлтĕр Турай ял администрацийĕнче Çуткÿл, Çаран çырмипе Мăн Токшик ялĕсене çут çанталăк газĕн ырлăхĕ çитрĕ. Мăн Токшикра çу каçипех газ кĕртессипе ĕçлекенсем алă уссă лармарĕç. Подрядчиксем çумăлрă-пылчăклă кунсене пăхмасăрах пысăк, пĕчĕк пăрăхсене çырма-çатраллă вырăнсене парăнтарса хурса палăртнă вăхăта ял çыннисен килĕсене «кăвак çулăма» çитерчĕçех: ноябрĕн малтанхи кунĕсенче ялти 20 ытла килте пăрăхпа пыракан газпа усă курма пуçларĕç. Çĕнĕ çул тĕлне газ ырлăхне 70 килте туйса илчĕç. Ял çыннисем Çĕнĕ çул парнипе пурте кăмăллă та савăнăçлă пулчĕç. Çынсем хатĕрленсе çитнине кура ялта килсене газ кĕртесси малалла пырать.

Пирĕн яла газ çитерессипе ответлăха туйса ĕçленĕ «Спецмонтажгаз» обществăн «Моргаушская» колоннин, «Чувашсетьгаз» акционерлă общестăн «Моргаушрайгаз» филиалĕн ертÿçиĕсене, объектра ĕçленĕ В.Д. Дмитриев водительпе В.Г. Васильев масетра, Е.В. Семенов, М.М. Петров, А.Л. Павлов, А.Н. Петров слесарьсене ял çыннисем паян çĕре çитит пуç тайса тав тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 января 2005
00:00
Поделиться
;