Моргаушский муниципальный округ

Малтанхи хаçатăмăр

 

Пирĕн шкулта пурнăç вĕресе тăрать. Кашни кун тенĕ пекех çĕнĕрен те çĕнĕ, малтанхи кунран интереслĕрех ĕçсем пулса иртеççĕ. Час-часах тĕрлĕрен мероприятисем, ăмăртусем, тĕл пулусем шкул ачисене савăнтараççĕ, вĕсен интересĕсене аталантараççĕ, пĕлÿ шайне те ÿстереççĕ. Пулса иртнĕ пулăмсем çинчен манса каяс мар тесе, пурне те вĕсем çинчен пĕлтерес тесе эпир шкул хаçачĕ кăларма шут тытрăмăр. Вăл В.Н. Николаева çамрăк вожатăй тăрăшнипе тухса тăма тытăнчĕ. Ку хаçат пирĕншĕн питĕ хаклă, мĕншĕн тесен вăл пĕрремĕш. Малтанах ăна валли эпир питĕ тĕплĕн материалсем пухрăмăр, мĕнле ярăмсем пулассине  сÿтсе яврăмăр. Хаçата «Жемчужина» ят пама шутларăмăр.

Малтанхи страницăра эпир пурне те шкул историйĕпе паллаштаратпăр, мĕншĕн тесен декабрĕн пĕрремĕшĕнче вăл 120 çул тултарчĕ. Ăна 1884 çулта Шарпаш ялĕнче уçнă. Çак çулсенче шкул çĕр-çĕр ачана пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Тепĕр ярăм вара шкулти вĕрентекенсем çинчен каласа парать. Вĕсем пирĕн 30 ытла, кашниех лайăх воспитани тата тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. Учитель кунĕ тĕлне эпир «Учитель – ачасен куçĕпе» ыйту-хурав ирттернĕччĕ. Чуманкасси шкулĕнче «чи ăслă», «чи юратнă», «чи ырă», «чи хастар», «чи пултаруллă» тата ытти вĕрентекенсем пур.

«Ыранхи шкул» ятпа йĕркеленĕ ыйту-хурав та питĕ интереслĕ пулчĕ. Мĕне кăна ĕмĕтленмеççĕ-ши шкул ачисемпе вĕрентекенсем: компьютерлă, бассйнлă пуласшăн, столовăйра кашни кунах шоколад çиесшĕн...

Хаçатра ачасен пултарулăхне кăтартакан страница та пур, мĕншĕн тесен шкулта талантлă вĕренекенсем йышлă.

«Канса илер-и?» ярăм та пур пирĕн хаçатăмăрта. Кунта пурте анекдот вуласа савăнма, викторина ыйтăвĕсем çине хуравласа парне илме пултараççĕ.

Часах пирĕн хаçатăн иккĕмĕш номерĕ те тухать. Ку çĕнĕ çулхи кăларăм пулĕ. Шанатпăр, ку номер та пурне те питĕ килĕшĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 января 2005
00:00
Поделиться