Моргаушский муниципальный округ

Хастар йĕлтĕрçĕсем

 

Ытарайми илемлĕ хĕл кунĕсем... Кăкăра уçăлтаракан сипетлĕ сывлăш, вĕл-вĕл юр пĕрчисен вылявĕ, илĕртÿллĕ асамлăх... Çутçанталăкăн вăхăчĕ çапла: çитет те иртсе каять сисĕнмесĕр. Кулленхи тĕркешÿре  киленсе те юлаймастпăр ун илемĕпе. Ярапайкассинчи шкул ачисене вара ăмсанмалла çеç. Уроксем хыççăн та, канмалли кунсенче те вĕсене уçă сывлăшра курма пулать.

Шкул умĕнчи стадион ачасен ĕçлĕ шавĕпе тулнă. Куçа йăмăхтаракан шап-шурĕ юр йĕлтĕр йĕрĕпе çырăннă. Йĕлтĕрçĕсен секцине çÿрекен ачасен çулĕ вара Милютакасси сачĕ йĕри-тавра выртать.Э.А. Гордеев тренер хăйĕн ĕçне чунтан юратса тимленипех çамрăк йĕлтĕрçĕсем районта çеç мар, республикăра та çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тăваççĕ.

Наталья Алексеева, Наталья Жирнова, Олимпиада Ядыкова – йĕлтĕр спортĕнче палăрнă ятсем. Çамрăк ăрури Люда Скворцова, Ирина Васильева, Гуля Антонова тата ыттисем те малашне те çĕнтерÿпе савăнтарĕç. Шкулти йĕлтĕр спортне аталантарассинче А.В. Люцев физкультура учителĕн тÿпи те пысăк. Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе  килĕштерсе ĕçлени хăйĕн çимĕçне парать те ĕнтĕ. «Куллен йĕлтĕрпе чупни – сывлăха çирĕплетни», - теççĕ хастар йĕлтĕрçĕсем.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 января 2005
00:00
Поделиться