Моргаушский муниципальный округ

Шкултан хыпарлаççĕ

 

Пархатарлă ĕçĕшĕн тав

Кашни ачанах юратнă вĕрентекенĕ пур пулĕ. Манăн та пур вăл. Пирĕн шкулти географипе истори предметне вĕрентекен Нина Валерьяновна Обручникована чунтан кăмăллатăп эпĕ. Унăн предметне тăрăшсах вĕренетĕп, нумай пĕлме тăрăшатăп. Питĕ интереслĕ иртеççĕ унăн урокĕсем. Тĕрлĕрен кроссвордсем, вăйăсем ирттерсе пуянлатать вăл урокĕсене. Çĕнĕрен те çĕнĕ кăткăс материалсем, тĕлĕнмелли шарадăсемпе ребуссем туптарать, хамăра та çавсене тăвас ĕçе хăнăхтарать. Унăн урокĕсенче пурте тимлесе итлесе лараççĕ, татах та нумайрах пĕлес тесе тăрăшаççĕ. Кашни ачанах Нина Валерьяновнаран тĕслĕх илмелли нумай.  

Шкулти повар

Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул столовăйĕнче повар пулса ĕçлекен Ольга Аверкиевна Григорьева ачасене тутлă апат-çимĕçпе савăнтарать. Илемлĕ кулăпа, ăшă кăмăлпа кĕтсе илет вăл вĕренекенсене. Апатлану тăхтавĕнче тав сăмахĕсемпе янăраса кăна тăрать вара столовăй.

Эпир, çак шкулта вĕренекенсем, чун-чĕререн тав тăватпăр тутлă апат-çимĕç ăстине, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Малашне те пире тутлă апат-çимĕçпе сайласса шанса тăратпăр. Вăй-халĕ çитсе пытăр унăн ĕçре те, пурнăçра та.

Люба Вишнева, 8 класс.

     Шатракасси шкулĕ.   

     Манăн юратнă кукамай

Кукамай... Мĕнле хисеплĕ те чаплă сăмах. Кукамай пулман пулсан çĕр çинче анне те пулас çук. Анне пулман пулсан, паллах, эпĕ те...

Манăн кукамая Зиновия Федоровна Кузьмина тесе чĕнеççĕ. Вăл 1927 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Исетерккĕри чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Вĕсен 7 ача пулнă: 4 пиччĕшĕ, 2 аппăшĕ, кукамай - чи кĕçĕнни. Вăл 78 çулта пулин те, тирпейлĕ, ăслă çын. Кукамай хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратать. Шкултан таврăнсан, иккĕн нумайччен шкулти пурнăç çинчен калаçатпăр. Манран кашни кунах миçе паллă илнине ыйтать, мĕншĕн тесен кукамай шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Кукамай 8 класлă шкула "5" паллăсемпе вĕренсе тухнă. Унăн Мухтав грамоти халĕ те упранать.

"Эпĕ 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăрçă пуçланчĕ, - аса илет кукамай. - Вăй питти арçынсене пурне те вăрçа илсе кайрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ тăван яла таврăнаймарĕç. Манăн та пĕр пичче Сталинград патĕнчи хаяр çапăçура пуçне хунă. Унăн виç кĕтеслĕ çырăвĕ халĕ те упранать. Эпĕ 6-мĕш класра чухнех сухине те тунă, кунтăк йăтса тыррине те акнă, авăнне те çапнă, салтаксем валли алсиш-чăлхине те çыхнă. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне хама валли алăпа кĕпе çĕлесе тăхăнтăм", - тет. Çапла вара йывăрлăхсене пăхмасăр Чуманкасси шкулĕнчен вĕренсе тухать кукамай. Муркаш шкулне вĕренме кайма шутлать. "Çумăрне, çил-тăманне пăхмасăр, Муркаш вăрманĕ витĕр кашкăрсенчен хăра-хăра утаттăмччĕ, - калаçăва тăсать кукамай. - Хăш чухне атте, куçсăр пулин те, мана ăсататчĕ". Çапла асап курса вĕренни усăсăр ан пĕттĕр тесе Шупашкарти учительсем хатĕрлекен шкула кĕрет, анчах та çимелли, тăхăнмалли çуккипе унăн вĕренме пăрахма лекет. Ун хыççăн яла таврăнать те сельсовет секретарĕнче ĕçлеме пуçлать. 1950 çулта хăйсен ялнех качча тухать. Кукаçипе иккĕшĕ вĕсем 4 ача пăхса çитĕнтереççĕ, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Унăн ачисем: Галя - манăн анне - ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерет, Витя - тракторист правине алла илет, Зоя - кофтăсем машинăпа çыхма вĕренет, кĕçĕнни вара - Роза - кукамай профессине суйласа илет, халĕ Çĕрпÿ районĕнчи Туçи шкулĕнче вĕрентет.

Вăхăт иртет... Кукамай колхозра та вăй хурать, юлашки вăхăтра вăл госстрах агентĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать, Ĕç ветеранĕ ята илме тивĕçлĕ пулать. Кукаçипе кукамай мăшăрланни 50 çул çитнине чысласа сельсовет ĕçченĕсем ылтăн туй туса параççĕ. Эпĕ те ун чухне вĕсене "Кукамипе кукаçи" юрра юрласа парнелерĕм.

Ачисем тăван килĕнчен тĕрлĕ çĕрелле салансан, кукаçи çĕре кĕрсен, кукамайăн пирĕн патра пурăнма лекрĕ. Килшĕн, кукаçшăн питĕ тунсăхлать вăл. Кукаç вил тăпри çине, вăрçă ветеранĕ пулнă май, палăк лартса пачĕç. Кукамай пĕррехинче çапла калать: "Çав палăкăн кантăк пур-ши; - тет. - Çав кантăк хушшине манăн пĕр виç-тăватă сăмах çырса хĕстерес килет", - тет. Вăл вара хăйĕн сăмахĕсене мана каласа пачĕ. Акă унăн вырăсла йĕркисем:

"Куда стремились, карие глазки;

Мне вас больше не видать.

Куда вы скрылись, удалились,

Навек заставили страдать.

Мы страдаем,

Страдать будем день и ночь,

Лишь тебя мы не забудем,

Помнить всегда  будем".

Ку сăвă йĕркисем хыççăн кукамайăн куçĕсем шывланчĕç. "Ан хурлансам, ан кулянсам, кукамайăм. Эпир сана юрататпăр, сана йывăрлăхра нихăçан та пĕччен хăвармастпăр. Эс пурришĕн эпир савăнатпăр", - лăплантартăм эпĕ ăна  унпа юнашар вырнаçса ларнă май.

Николай Илларионов, 6 класс.

Сосновка шкулĕ.  

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 декабря 2004
00:00
Поделиться