Техосмотра вăхăтра хатĕрленĕр
Йăлана кĕнĕ тăрăх, автортранспорт хатĕрĕсем çул çине юсавлă та йĕркеллĕ тухчăр, çул-йĕр çинче инкек-синкексене ан лекчĕр тесе çулленех техосмотр иртет. Автотранспорт паркĕшĕн яваплă çынсен хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласси çине пысăк витĕм кÿрет çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти.
Çитес çулхи февраль уйăхĕнче иртекен техосмотра çаксене вăхăтра хатĕрленсе çитме ыйтатăп: район администрацийĕн халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕ, финанс пайĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ, культура пайĕ, Раççей Федерацийĕн финанс министерствин федераллă казначействин районти уйрăмĕ, «Страхлакан больница касси» муниципаллă предприяти – февралĕн 8-мĕшĕнче, «Росгосстрах-Чувашия» ОАО, «БТИ» МУП, ДФГСЗН районти уйрăмĕ – февралĕн 15-мĕшĕнче.