Моргаушский муниципальный округ

Семинар-канашлу иртет

 

Район администрацийĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи декабрĕн 28-мĕшĕнче «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-племзаводра  ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен семинар-канашлăвĕ иртет. Унăн ĕçне предприятисемпе организацисенчи ĕç хăрушсăрлăхĕн инженерĕсем, ĕç сыхлавĕшĕн яваплă пулса тăрăкан специалистсем хутшăнаççĕ.

«Свобода» хуçалăхра, «Моргаушкорм» ОООра ĕç сыхлавĕ мĕнле шайра пулни çинчен асăннă предприятисенчи яваплă специалистсем пĕлтереççĕ. Ку тĕлĕшпе районти пĕтĕмĕшле  лару-тăрупа район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Э.Ф. Иванова паллаштарать. Семинар-канашлура пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те сÿтсе яваççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 декабря 2004
00:00
Поделиться
;