Малти вырăнта – ялсен социаллă аталанăвĕ
Пирĕнтен кашниех кирлĕ чухне тĕрлĕ ĕçсемпе çула тухать. Такăр, тикĕс çул çинче автобуссемпе те, ытти транспортпа та çÿреме меллĕ. Ялсем патне çул пулни вара кунти халăхшăн меллĕ анчах мар, çав тери кирлĕ те. Малалла пăхакан çыннăн строительство ĕçĕсене те тумалла, ытти ĕçсене те пурнăçламалла. Юлашки вăхăтра çулсене тытса тăма та, çĕнĕрен тума та çăмăл мар. Çитес çул ăçта çулсем тума палăртнă, камсем тăваççĕ вĕсене; Çак ыйтусем тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе В.Г. Никитинпа тĕл пулнă май.
- Владимир Германович, 2005 çулта ăçта тата миçе километр тăршшĕ çулсем тума палăртнĕ?
- Çитес çул валли вырăнта автоçулсене тума палăртнă программăпа килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 4,6 километр чухлĕ çĕнĕ çулсем тумалла. Çакна валли 23,3 млн тенкĕ уйăрнă. Маршручĕсемпе калас пулсан, ĕçсем çапларах. Тяпакасси-Куçкăн çула (0,6 км) кăçал тунă, анчах та укçине çитес çул кăна тÿленĕ пирки вăл 2005 çул программинче тăрать. Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕр-Кармăш (0,6 км), Муркаш-Малиновка (1,4 км), Исетерккĕ-Анаткас Апаш (1,0 км), «Волга»-Чурикасси-Çĕлеменкасси (0,3 км), Вăрăмой-Милютакасси (0,3 км) тата Хорнуй ялĕ патне (0,4 км) çулсем тумалла. Унта ытла çулсем тума укçа-тенкĕ тивĕçмест.
- Вăл çулсене камсем тăвасси паллă-и?
- Иртнĕ ытлари кун çулсем тăвакан строительство организациййĕсемпе конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ пулчĕ. Унта 8 организаци хутшăнчĕ. Вĕсенчен 6-шĕ кашни çула тума заявкăсем панă, тепĕр иккĕшĕ – 2-шер çул тума. Вĕсем лартнă условисемпе (мĕн вăхăтра, мĕнле хакпа çул тунине, мĕн чухлĕ гаранти панипе шута илсе) тĕплĕн паллашса хăш организаци районшăн меллĕрех, çавна суйласа илмелле. Çулсем тума «Чувашавтодор», «Чебоксарское» ДРСУ, «Волгодорстрой», «Дорисс», «Дорсервис», «Дорстрой», «ПГС-1» тата ПМК «Водстрой» строительство организацийĕсем заявкăсем тăратнă.
- Ку енĕпе урăх мĕн калама пултаратăр?
- Хальхи вăхăтра районти 177 ялтан 44-шĕ патне çити çулсем çук. Пирĕн тĕллев - çитес çулсенче чи малтанах ялсем патне асфальтлă çул çитересси. Ялсем хушшипе çитес вăхăтра ниепле те çулсем сарма май çук, çул тăвас пулсан та тĕп усадьба патне çити кăна çул сарĕç. Çитес çул вăл Анаткас Апаш ялĕ патне çити пулĕ. Тем пек кĕтсен те, кăмăл пулсан та, укçи-тенкĕ урăх тивĕçмест.