Чăрăшсене упрасчĕ
Пурте кĕтнĕ савăнăçлă уяв - Çĕнĕ çул çитиччен пĕр эрне кăна юлчĕ. Çĕнĕ çул умĕн пурте килĕсене чăрăшсем лартса илемлетесси тахçанах çирĕп йăлана кĕнĕ. Илемлетнĕ елка ачасене те, çитĕннисене те савăнăçлă кăмăл парнелет.
Анчах та Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн унта та: кунта та мĕскĕннĕн йăваланса выртакан чăрăшсене курсан чăннипех чун ыратать. Мĕнпе айăплă-ха çак илемлĕ йывăçсем пирĕн умра? Мĕншĕн темиçе кунлăх савăнăçшăн вĕсен пурнăçне татса çут çанталăк илемне пĕтеретпĕр-хп эпир?
Çак ыйту Муркашри «Солнышко» ясли-садра ĕçлекенсене те тахçантанпах канăç паман.
Çавăнпа та вĕсем декабрь уйăхĕнче «Берегите елочку – зеленую иголочку» ятлă акци ирттерме йышăннă. Хăйсем те кăçал Çĕнĕ çул валли искусствăлла елка илнĕ. Нимрен те япăх мар вăл, хитре илĕртÿллĕ, унпа ĕмĕрĕпех усă курма пулать. Çут çанталăк илемĕ те пĕтмест.
«Солнышко» ясли-садра ăĕçлекенсем çак акцие ирттерме ятарласа мероприятисен планне хатĕрленĕ, ăна вĕрентÿ пайĕ те ырланă.
Виçĕм кун çак садикра районти ача сачĕсен ертÿçисен канашлăвĕ пулчĕ. Унта аслă тата вăтам ушкăнсен воспитателĕсем Г.А. Кириллова тата В.Г. Никитина çут çанталăка, чĕр чунсене сыхлассипе çыхăннă уçă уроксем кăтартрĕç. Ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле чăрăшсене упрамалли пирки ÿкерчĕксем тунă, вĕсен конкурсне ирттернĕ. Çак ÿкерчĕксене вĕсем ятарлă плакатсем çине çыпăçтарса халăх йышлă çÿрекен вырăнсене çакаççĕ. Уçă уроксем те ятарлă сценарипе иртрĕç. Унта лесник та, мулкачă та, вăрманçă (лесовик) пулчĕç.
Çитес çул, «Солнышко» ача садне уçнăранпа 30 çул çитет. Ку садик экологи темипе 15 çул ытла ĕçлет. Кунта «чĕрĕ çут çанталăк эрнисем те иртеççĕ. Ачасене тăван тавралăхпа, унăн илемĕпе паллаштарасси, ăна упрама вĕрентесси садикра тĕп вырăнта тăрать. Уçă уроăксенче те ачасем çакăн пирки хăйсемех пĕтĕмлелÿсем турĕç. Аслă ушкăнра «Çут çанталăкпа килĕштерсе» ятлă темăпа ĕçлеççĕ. 15 çул хушшинче çак темăпа сахал мар альбомсем, вăйăсем, плакатсем хатĕрленĕ, экологи темипе юмахсем те пухнă. Экологи ыйтăвĕнче чи кирли ачасене вĕрентесси мар, нравственноç, кăмăл-сипет енĕсене çирĕплетесси тесе шутлаççĕ кунта ĕçлекенсем.
Канашлăва хутшăннă ясли-садсен ертÿçисем çак акцие хутшăнса вырăнсенче те чăрăшсене упрама хăнăхтарассипе ĕçлеме йышăнчĕç. Чăрăшăн пĕлтерĕшĕ те çут çанталăкра пысăк. Вăл чĕр чунсене сивĕре хÿтĕлет, сывлăша тасатать, тавралăха илем кÿрет.