Моргаушский муниципальный округ

Çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе – конкурс

 

Пĕлетпĕр-куратпăр, юлашки çулсенче ял хуçалăх культурисене çитĕнтерсе пысăк тухăç илесси йывăрлансах пырать. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр пулăхлăхне  ÿстерессипе те тÿреммĕнех çыхăннă. Лару-тăрăва ырă еннелле улăштарас тĕллевпех ĕнтĕ район администрайцийĕ çитес çул çĕр пулăхлăхне лайăхлатмашкăн çак ĕçсене пурнăçлакан ятарлă предприятисемпе организацисем хушшинче конкурс ирттерет. Унта хутшăнакансен хăйсен професси пĕлĕвĕсемпе квалификацийĕ тивĕçлĕ  шайра пулнине, шанса панă ĕçе пурнăçламашкăн кирлĕ техникăпа оборудовани, специалистсен ĕç опычĕпе пултарулăхĕ лайăх шайра пулнине т. ыт. те ĕнентерсе çирĕплетмелле.

Конкурс комиссине участниксен тивĕçлĕ документсем тăратмалла. Комисси заявкăсене хаçатра пичетленнĕ хыççăн 45 кунран кая юлмасăр пăхса тухать.

Уçăмлатмалли-пĕлмелли ыйтусемпе район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленине 2-14-15, 2-13-33 номерсемпе шăнкăравласа пĕлмелле, çыхăну тытмалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 декабря 2004
00:00
Поделиться
;