Моргаушский муниципальный округ

Волейболла вылярĕç

 

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри çамрăксен командисем баскетболла вылярĕç. Вăл «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци шучĕпе иртрĕ. Асăннă ăмăртăва пирĕн район команди те хутшăнчĕ. Р.И. Потапов тренер ертсе пынă шкул ачисен команди 3 вырăн йышăнчĕ. 1 тата 2 вырăнсене чăваш патшалăх педуниверситечĕпе Мускаври коопераци институтчĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсен командисем йышăннине шута илсен, ку япăх мар кăтарту. Спорт ăмăртăвĕсенчен баскетбол çĕнĕ йышши ăмăрту пулнине  шута илсен те. Муркаш баскетболисчĕсем чи лайăх командăсемпе тĕл пулса вăй виçрĕç, хăйсем те ыр ята тивĕçлине çирĕплетрĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 декабря 2004
00:00
Поделиться
;