Моргаушский муниципальный округ

Машинăшăн-пурнăç.

 

           Хăйсем вĕлернĕ водительсенчен пĕрне Муркаш каччисем чĕрĕллех чавса чикнĕ.

    «Хăшĕсем чаплă иномаркăсемпе çÿреççĕ, тутлă çиеççĕ, ырă курса пурăнаççĕ, манăн вара нимĕн те çук. Эпĕ мĕнрен катăк;»- çакнашкал шухăшпа хĕмленекенсем сахал мар. Шухăшлаççĕ, çавна май çаврăнăçуллă пулма ăнтăлаççĕ-тĕк-аван. Анчах çапла шутласа-кÿренсе преступлени çулĕ çине тăракансем те пур. Самана улшăнчĕ: халĕ вĕт-шакăр пурлăхшăн та пуç касма пултараççĕ. Усал шухăшпа авăрланнă çынсем куç хывнă объект автомашина пулсан- хуçи чĕрĕ юласси пушшех иккĕленÿллĕ.

    Вĕт-шакăршăн та пусма хатĕр.

    Юлашки çулсенче такси водителĕсене, кăштах укçа тăвас хавхапа хăйсен машинипе пассажирсене илсе çÿрекенсене тапăннă тĕслĕхсем йышланчĕç.Кăçал кăна ЧР Аслă сучĕн уголовнăй ĕçсене тишкерекен коллегийĕ асăннă йышши тăватă ĕçе пăхса тухнă. Район сучĕсенче те унашкаллисене пĕрре кăна мар тишкернĕ. Çак кунсенче вара Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури каллех такси водительне хурахла тапăннă ушкăн пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Телее, ку хутĕнче темиçе хут çĕçĕпе чикнĕ пулин те, водитель чĕрĕ юлнă.

    Прокуратура кунашкал тĕслĕхсемпе судра преступниксем тĕлĕшпе хаяр айăплавпа усă курма ыйтать. Ытларах чух суд та çирĕп яваплăх палăртать. Калăпăр, Аслă суд кăçал О.Платонова 22 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнчĕ.      Ăна уйрăм режимлă колоние ăсатма йышăннă. Приговорĕ- преступление кура. Хăрушă ĕç кăçалхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулнă. 15 сехет тĕлнелле Платонов Канашран Шупашкара кайма  çула тухнă. Усал тĕллевĕ малтанах пулнă- хĕçпăшал илнĕ. Шупашкара çитсен Шумилов урамĕпе Эгер бульварĕ хĕресленнĕ вырăнта такси тытнă, хыçалти ларкăч çине вырнаçнă. Хăй асăннă адреспа çитсе чарăнсан водителе хыçалтан пуçран пенĕ. Руль умĕнчи çын, паллах, çакăн хыççăн чĕрĕ юлма пултарайман- вырăнтах вилнĕ. Платонов вара водителĕн сотовăй телефонне тата автомагнитола -( çакă çеç)- илнĕ те, тарса çухалнă.

    Паян эпир вулакана паллаштарма шут тытнă тепĕр тĕслĕх вара уйрăмах тискер. Тĕрĕссипе, тискер икĕ преступлени пулнă, 21 çулти икĕ каччă тунă.

    Çынсене çĕр çăтнă тейĕн.

    Таксистсене тапăннă тĕслĕхсем республикăра иртнĕ çуркунне пушшех çине-çинех пулчĕç. Муркаш каччисем Артемий Николаевпа Валерий Мхайлов тунă çак преступленисем те пуш уйăхĕнче пулнă.

    Шупашкарта пурăнакан А.Храмов хăйĕн ВАЗ-2110 автомашинипе такси пек усă курнă. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче каçхине «ĕçе» тухса кайнă. Килне таврăнман. Мăшăрĕ ăна çав çĕр те, тепĕр çĕр те кĕтсе илеймен. Пĕлĕшĕ В.Лаврентьев пуш уйăхĕн 5- мĕшĕнче  18 сехет тĕлнелле Храмова  «Шупашкар» пасар патĕнче курнă. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче те «Богданкăра» унăн машинине асăрханă. Анчах автомобиль рулĕ умĕнче ун чух Храмов мар, куçлăхлă палламан каччă ларнă. Çапах Лаврентьевăн ун чух апла-капла иккĕленÿ çуралман-ха. Храмов «урхамахне» вăхăтлăха пĕлĕшне панă пуль тесе шутласа илнĕ. Анчах çав кунах 20 сехет тĕлнелле Храмовăн арăмĕ, канăçне çухатнăскер пынă та, мăшăрĕ çухални çинчен пĕлтернĕ те- хыпăнса ÿкнĕскерсем пĕр тăхтамасăр кун пирки милицие евитленĕ.

    Икĕ эрнерен вара Андрей Константинов çухалнă. Вăл та Шупашкар çынниех. Шăллĕ С.Константинов ăна юлашки хут пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче курнă. Пиччĕшĕ унăн ВАЗ-2110 машинипе кайнă. Тепĕр кунне ирхине тĕл пулма калаçса татăлнă. Анчах ирхине пиччĕшĕ сас паман. С.Константинов амăшĕпе çыхăннă: Андрей килте çĕр каçман иккен. Тен, машина автостоянкăра; Шăллĕ унта кайса пăхнă : ВАЗ стоянкăра çук. Пиччĕшне те çĕр çăтнă тейĕн.

    Шырава милици кÿлĕннĕ. Машинăна пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче тупнă. Вăл Горький проспектĕнчи 27-мĕш çурт çывăхĕнче ларнă. Салона пăхнă та- автомобиль ларкăчĕсем юнпа вараланнă иккен, автомагнитола çухалнă. Халь ĕнтĕ иккĕленÿ юлман: Андрей инкеке лекнĕ. Тем тесен те ăна вĕлернĕ.

    Право хуралĕнчи органсен сотрудникĕсем ку преступленисене мĕнле уçса пани , паллах, интереслĕ, çапах ку вăрттăнлăхах пулса юлтăр. Çакна çеç калар: çине тăрса ĕçленĕ. Ăнăçу вăрах кĕттермен:ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, хăйĕн çуралнă кунĕ умĕн – Николаева, тепĕр кунне Михайлова тытса чарнă.

    Вĕсемпе çывăхрах паллашар. Артемий Николаев 1983 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Милютакасси ялĕнче çуралнă, профпĕлÿ илнĕ, авланман, ниçта та ĕçлемен, тăван ялĕнче пурăннă. Валерий Михайлов та 83-мĕш çулхиех. Çут тĕнчене Муркаш районĕнчи Çатракассинче килнĕ. Авланман, Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕн 4-мĕш курсĕнче вĕреннĕ, тĕп хулари Элмен урамĕнчи хваттерте пурăннă.

    Пĕрремĕш тапăну.

    Ентешсем, тантăшсем, пĕр-пĕрне лайăх паллаканскерсем- эппин, вĕсене каварлă тĕллевпе пĕр чĕлхе тупма йывăр пулман. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Артем Валерие сĕнÿ панă: пĕр-пĕр водителе тапăнас та машинине туртса илсе сутас. Илĕртÿллĕ сĕнÿ: самантрах пуйма пулать вĕт. Хăçанччен мĕскĕнленсе пурăнмалла; Валерий килĕшнĕ.

    Хатĕрленме пуçланă. Пули-пулми ĕç мар-çке. Машина чарăпăр, Муркаш районне леçме, çул çинче водительтен чарăнма ыйтăпăр, ăна салонран кăларса ывăтăпăр та хамăр машинăпа Шупашкара таврăнăпăр... Малтанах пĕтĕмпех палăртса хунă планпа пынă. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 21 сехет тĕлнелле тĕп хулари «Шупашкар» лавкка çывăхĕнче вĕсем ВАЗ-2110 автомобиле тытса чарнă. Чухларăр пуль, ку машина рулĕ умĕнче А.Храмов ларнă. Каччăсем хăйсене Муркаш районĕнчи Рыкакассине леçме ыйтнă. Водителе 350 тенкĕ укçа тÿленĕ, çула тухнă. Чарăнма ыйтмашкăн та тивмен. Милютакасси патне çитсен Храмов хăех чарăннă. Водитель те, пассажирсем те салонран шăма тухнă. Храмов çине кĕтмен çĕртен сиксе ÿкнĕ, чышса ÿкернĕ. Тапнă, çапнă.Водитель кĕçех хускалми пулнă. «Вилчĕ»,- шутласа илнĕ туссем. Кĕлеткине кунтах хăварсан преступлени пирки часах пĕлĕç, вилле чавса чиксен вара- пĕтĕмпех «шиттă-крыттă» пулĕ. Çак шухăшпа авăрланса вĕсем Храмов ÿтне машина багажникне хунă, Николаевăн тăван Милютакасси ялне кайнă. Артем килне еĕрсе кĕреçе илсе тухнă, ВАЗ Кÿстерек еннелле çул тытнă. Унта çырма пур, вилле чавса пытарма меллĕ.

    Çтинĕ, багажника уçнă. Вăт сана ме, водитель вилмен иккен, хускалать, хăйĕншĕн читлĕх пулса тăнă багажникран тухасшăн. Çук, халь текех каччăсем каялла чакмĕç ĕнтĕ: кĕреçепе Храмова пуçĕнчен темиçе хут çапнă. Малтан- Артем, унтан- Валерий. Тинех водитель хускалми пулнă. Çырмара шăтăк чавнă. Храмов ÿтне иккĕшĕ пĕрле сĕтĕрсе аннă, тăпрапа витсе хунă.

    Машина хуçин паспортне, ытти документне çавăнтах çунтарса янă: иккĕленÿ çуратма пултараканни нимĕн те ан юлтăр. Питĕ асăрхануллă пулнă. Каялла таврăннă чух Николаев машинăран тухса юлнă. Михайлов тĕп хулана пĕчченех таврăннă. «Трофейсем»-çĕлĕк, куртка, сотовый телефон тата 400 тенкĕ укçа. Машина вара вĕсене пуйтарайман. Кайран саппас пайсем валли тесе сутса яма палăртнăскере Михайлов вăхăтлăха  Граждан урамĕнчи кафе çывăхĕнче лартса хăварнă. Темиçе кунран вара вăл ...çухалнă. Вăрланăскерех такамсем вăрласа кайнă пулас.

    Иккĕмĕш тапăну.

    Пирвайхи сунар çапла усламсăр вĕçленни çамрăксене пушшех вĕскĕртсе янă ахăр. Вăрах кĕтмесĕр тепре  каварлашнă. Хальхинче водителе тÿрех вĕлерме тĕв тунă. Ку хутĕнче те «ĕçе» çĕрле тухнă. Пĕрле пăяв татăкĕ илнĕ, хăюллăрах пулма эрех ĕçнĕ. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ,23 сехет. Мускав проспектĕнчи «Элара» чарăнăва пырса тăнă. Ку хутĕнче те «десятка» чарăннă. Каччăсем хăйсене Кăнтăр поселокне леçме ыйтнă. Андрей Константинов водитель леçме килĕшнĕ.

    Николаев- хыçалти ларкăч çине, Михайлов водительпе юнашар вырнаçнă. Палăртнă вырăна çитсе чарăннă кăна- Артем малтанах хатĕрлесе хунă  хайхи пăявпа Андрее мăйран явса илнĕ, пăвма пуçланă. Малтан калаçса татăлнипе килĕшÿллĕн Валерин çак самантра водитель аллисене тытса тăмалла пулнă- хирĕç тăрасран. Анчах кĕтмен çĕртен Константинов çĕçĕ туртса кăларнă, унпа Валерие чикме тăнă. Çапах çĕçĕпе усă курма мехел çитереймен, Михайлов ăна туртса илме ĕлкĕрнĕ, унпа руль умĕнчи çынна хăй темиçе хут чикнĕ- пуçĕнчен,кăкăрĕнчен... Николаев та мăйкăча вĕçертмен.Водитель часах сывлама пăрахнă.

    Халĕ ĕнтĕ вĕсем йĕрсене çухатма пĕлеççĕ- опыт пур. Вилле кайри ларкăч çине пăрахнă. Тĕрмешнĕ чух водитель алăка уçса зажигани уççине айккинелле ывăтса яма ĕлкĕрнĕ. Анчах Михайлов ăна часах тупса килнĕ. Машинăна хускатнă та аэропорт еннелле вĕçтернĕ. Унта вăрман тăрăхĕ пур. Андрей ÿтне юрпа витсе хăварнă. Паспортне те çакăнтах çунтарса янă. Машинăпах хулана таврăннă. Автомобиле Горький проспектĕнчи общежити умне лартса хăварнă. Кунта машина ларни иккĕленÿ çуратмĕ, ăна кайран сутса ярăпăр тенĕ. Андрей ÿчĕ патне тепĕр кунне çĕрле каллех таврăннă: ăна шăтăк чавсах пытарнă.

    Айăплав.

    Милици тытса чарнă хыççăн вилле ăçта пытарнине вĕсем хăйсемех кăтартнă. Константинов кĕлетки çинче эксперт чикнипе-каснипе пулнă сурансем кăна 18 пулнине палăртнă. Храмовăн та чĕрĕ вырăн юлман: сылтăм енчи 4 аяк пĕрчи хуçăлнă, пуçĕ çинче- каснă 7 суран. Кĕреçепе пуç купташки арканмаллах пĕр шелсĕр çапнă- çке. Анчах экспертизăн тепĕр пĕтĕмлетĕвĕ пушшех çÿçентерет: Храмов çав сурансене пула мар, сывлайманнипе вилнĕ. Урăхла каласан, хăйне çĕрпе хупланă чух вăл чĕрĕ пулнă. Путсĕрсем ăна чĕрĕллех чавса чикнĕ.

    Прокурор, патшалăх айăплавçи, Николаевпа Михайлова пурнăç тăршшĕпех ирĕклĕхсĕр хăварма ыйтнă. Суд вара кăшт çемçерех приговор палăртнă: 23 çул. Артемпа Валерий преступленисене уçса пама пулăшнине, следстви пĕлмен самантсене уçăмлатнине, айăпне йышăннине, ÿкĕннине, халиччен правăна хирĕçле ĕçсем туманнине шута илнĕ. Малтанхи преступленишĕн  Уголовнăй кодексăн 162 статьин 4 пайĕн «в» пункчĕпе (хурахла тапăнса çыннăн сывлăхне йывăр сиен кÿни)-11, 105 статьян  2 пайĕн «ж,з» пункчĕсемпе (пайта курас шутпа ушкăнпа каварлашса хурахла тапăнса çынна вĕлерни)-15, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнчи преступленишĕн 162 статьян 4 пайĕн «в» пункчĕпе-11, 105  статьян «д,ж,з» пункчĕсемпе (ку тĕслĕхре çÿлерех калани çумне «уйрăмах тискеррĕн» текен пункт хутшăннă)-15 çул.Иккĕшĕн те пĕрешкел сроксем. Çапла иккĕшĕн пĕтĕм срокне пĕрле хушас-тăк 104 çул пулать. Анчах йĕрки çапла: пысăкрах срок пĕчĕккин пĕр пайне хуплать те- суд пĕтĕмпе  23- шер çул палăртнă. Çак вăхăта Николаевпа Михайлов çирĕп режимлă колонире ирттерĕç. Унсăр пуçне вĕсенчен Храмов арăмĕ, ашшĕсĕр юлнă икĕ ача амăшĕ, пурлăх енчен тÿснĕ сиене (çухалнă машина тата ытти япала хакĕ-166 пин тенкĕ), шыраса илме йышăннă. Çавăн пекех Артемпа Валерий хĕрарăма кăмăл-сипет енĕпе сиен кÿнĕшĕн 100 пин тенкĕ тÿлĕç.

    ЧР Аслă сучĕн çак приговорне кăçалхи утă уйăхĕнчех вуласа панăччĕ. Анчах вăл айăпланакансен кассаци çăхавне пула ун чух вăя кĕрейменччĕ. РФ Аслă сучĕн суд коллегийĕ Нумаях пулмасть кассацие тишкернĕ, республика сучĕн приговорне улăштармасăр хăварнă, вăл саккунлă вăя кĕнĕ.

 

 

 

 

    

                                                   



"Хыпар"
18 декабря 2004
00:00
Поделиться