Мăн Сĕнтĕрпе Мăн Хураçка ял администрацийĕсен - çĕнĕ пуçлăхсем
Район администрацийĕн пуçлăхĕ 2004 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнчи 581 № Хушăвĕпе Мăн Хураçка ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулма София Дмитриевна Шенчелована çирĕплетнĕ.
С.Д. Шенчелова 1963 çулта Мăн Хураçка ялĕнче çуралнă, вăтам шкулта Мăн Сĕнтĕрте пĕтернĕ. Ун хыççăн Çĕрпÿ хулинче ПТУра вĕреннĕ, Мăн Сĕнтĕрти Йăла çуртĕнче, Мăн Хураçкари çĕвĕ цехĕнче закройщицăра, 2001-2004 çулсенче каллех Мăн Сĕнтĕрте приемщицăра ĕçленĕ. С.Д. Шенчелова мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтерет.
Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ 2004 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнчи 594 № хушăвĕпе Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Геннадий Петрович Мазикова çирĕплетнĕ.
Г.П. Мазиков 1953 çулта Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Шупуç ялĕнче çуралнă.
Г.М. Мазиков 1975 çулта Шупашкарти строительстыо техникумне пĕтернĕ, хыççăн 11 çул Муркашри юсавпа техника предприятийĕнче инженер-строительте ĕçленĕ, район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн специалисчĕ пулнă, «Хăмла» компанин районти филиалĕн ертÿçинче тăрăшнă. Юлашки çулсенче Г.П. Мазиков – Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятин ертÿçи. 2001 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче ăна 9-мĕш Шупуç округĕпе депутатсен районти Пухăвĕн депутатне суйланă. Мазиковсем виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.