Кашни çырурах - çынсен шăпи
Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар. Çынсен те татса памалли ыйтусем тупăнсах тăраççĕ. Тепĕр чух кашнинех вырăнта татса пама май килмест. Çынсем кун пек чухне пулăшу ыйтса район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕсене килеççĕ. Кунта вара çырусемпе ĕçлеççĕ, вĕсене регистрацилесе вăл е ку пайра татса параççĕ е вырăна тухса тĕрĕслеççĕ т. ыт. те.
Кăçал районта граждансен çырăвĕсемпе епле ĕçленĕ, мĕнле ыйтусемпе ытларах килеççĕ çынсем район администрацине; Çакă тата ытти ыйтусемпе кăсăкланнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕпе А.В. Красновпа тĕл пулнă май.
- Александр Валерианович, çырусемпе ĕçленĕ чух эсир мĕне тĕпе хуратăр?
- Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2001 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсенче тата вырăнти самоуправлени органĕсенче граждансен çырăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» 327 № Саккун йышăннă. Çак саккунпа килĕшÿллĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕ 2001 çулхи августăн 9-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Муркаш районĕн администрацийĕнче граждансен заявленийĕсемпе сĕнĕвĕсене тата çăхавĕсене пăхса тухмалли йĕрке» çинчен 201 № ятарлă постановлени йышăннă. Унпа район администраци пуçлăхĕн заместителĕсем, пайсен ертÿçисем паллашнă, ку йĕркене пурте лайăх пĕлсе тăраççĕ. Урăхла каласан, граждансен çырăвĕсемпе, заявленийĕсемпе ĕçленĕ чух эпир çак документсене тĕпе хуратпăр.
- Кăçал район администрацине çырусем нумай килчĕç-и?
- 2004 çулхи вунпĕр уйăхра район администрацине граждансен çырăвĕсемпе заявленийĕсем тата сĕнĕвĕсем пĕтĕмĕпе 72 пынă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çырусемпе, заявленисемпе килекенсен хисепĕ 28 процент чухлĕ ÿснĕ (2003 çулта 51 пулнă).
- Граждансем район администрацине мĕнле ыйтусемпе ытларах пыраççĕ?
- Район администрацине çынсем тĕрлĕрен ыйтусемпе пулăшу ыйтса килеççĕ. Вĕсен шутне пурăнмалли çурт-йĕр, строительство, ĕç сыхлавĕн, финанс, пенси, алкоголь шĕвекĕсене сутнин, çĕр, шывпа тивĕçтерессин, йывăçсем лартассин ыйтăвĕсене кĕртмелле.
Кăçал пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕпе тата укçан пулăшу ыйтма пыракансен хисепĕ ÿсрĕ. Çынсем çурт лартма кредит е субсиди илесшĕн. Ыйтусене ушкăнсем çине пайласа çапла калама пулать. 2004 çулта çурт-йĕр ыйтăвĕпе килекенсен хисепĕ 27 процент чухлĕ, тĕрлĕрен социаллă пулăшу ыйтакансем – 19 процент, строительство ыйтăвĕпе 12 процент пулнă, ытти ыйтусемпе сахалтарах пынă.
- Район администрацине çырусемпе заявленисем хăш администрацисенчен ытларах килеççĕ?
- Мĕн пур çырусене тĕплĕн тишкерсе çапла каламалла. Граждансем район администрацине ытларах Москакасси (16 процент), Çатракасси (11 процент), Шурча (8 процент), Муркаш (8 процент) ял администрацийĕсен территорийĕсенчен килнĕ. Йÿçкасси, Хорнуй, Мăн Хураçка ял администрацийĕсенчен пĕрер çыру та пулман. Акă, сăмахран, Москакасси ял администрацийĕн территоринчи ялсенчен 10 çыру килнĕ пулсан, вĕсенчен 5-шĕ – пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕпе, 2-шĕ – шывпа тивĕçтерессипе, 2-шĕ - компьютер ыйтăвĕпе, 1 ыйту субсиди илессипе пулнă.
Çакна та каламалла. Чи актуаллисен шутĕнче паян та хваттер илес, çурт-йĕр лартас, ăна валли субсиди илес ыйтусем тăраççĕ. Пулăшу ыйтма килекенсем те нумаййăн. Ялсенчи çынсене çул тăвасси, шыв пăрăхĕсене улăштарасси, шывпа тивĕçтересси те канăçсăрлантарать. Район администрацине вăл е ку енĕпе йĕркелĕхе пăснăшăн уйрăм çынсем пирки те çăхавсем килеççĕ. Сăмахран, спирт, сăмакун сутни, кÿршĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни т. ыт. пирки те.
Района килнĕ мĕн пур çырусемпе заявленисем 62,5 проценчĕ (45 çыру) ЧР президенчĕн администрацийĕ урлă килнĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта 27 çыру – 52 процент пулнă).
- Пур çырусене те вырăнтах татса пама май килет-и?
- Каларăм ĕнтĕ, çырусемпе ĕçлеме ятарласа çирĕплетнĕ йĕрке пур. Унпа килĕшÿллĕн, район администрацийĕнчи яваплă çынсем граждансен ыйтăвĕсене хăйсен компетенцийĕнчен иртмесĕр вăхăтра татса пама тăрăшаççĕ. Ăна валли ятарлă сроксем те пур. Енчен те, граждансен заявленийĕсемпе çăхавĕсене регистрациленĕ хыççăн пĕр уйăхран кая юлмасăр пăхса тухмалла пулсан, вырăна тухса тĕрĕслемесĕр тÿрех татса пама май пур ыйтусен срокĕ 15 кунран иртмелле мар.
- Çав çырусемпе мĕнле ĕçлесе пыратăр?
- Граждансен район администрацине килнĕ çырăвĕсене, заявленийĕсене ятарлă журналта регистрацилеççĕ. Çынсен кашни ыйтăвĕпе регистраципе тĕрĕслев карттине çыраççĕ, вĕсене мĕнле татса панине çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Граждансен ыйтăвĕсемпе çыхăннă мĕн пур информацие компьютер çине кĕртеççĕ. Унта çырăва регистрациленин номерĕ, вăл хăçан килни, ыйту мĕн пирки пулни, çыннин хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, ăна пурнăçлама кама панă, мĕнле пурнăçланă, унăн срокĕсем – пĕтĕмпех пур.
Çакна та палăртмалла: район администрацийĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене те журнала çырса хураççĕ. Çав ыйтусене пăхса тухмалли сроксене пăснă тĕслĕхсем пулман.
Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Муркаш район администрацийĕн çуртĕнче, 119-мĕш пÿлĕмре РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн Чăваш Республикинчи представительствин Муркаш районĕнчи территори обществăлла йышăну пункчĕ уçăлчĕ. Унта районти граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе федераллă службăсен районти уйрăмĕсен, районти тĕрлĕ службăсен ертÿçисем йышăнаççĕ. Кирлĕ чухне ыйтăва татса пама район администрацийĕн пай ертÿçисене те явăçтараççĕ.
Йышăну графикне кашни уйăхрах район администрацийĕн пуçлăхĕ çирĕплетет.
- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?
- Мĕн пур ыйтусене тишкерсен çакă паллă. Çынсен хăш-пĕр ыйтăвĕсене района килмесĕрех татса пама май пур. Вырăнти администрацисен граждансен ыйтăвĕсем çине тимлĕрех пăхмалла, çынсем хушшинче вĕсене кăсăклантаракан ыйтусемпе ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. Урăхла каласан, ял çыннисен пурнăçне лайăх пĕлсе тăрса вĕсен ыйтăвĕсене ытдларах тимлĕх уйăрмалла. Район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем малашне те граждансен çырăвĕсемпе заявленийĕсене вăхăтра пăхса тухса татса пама май килнĕ таран пулăшма тăрăшĕç. Мĕншĕн тесен, кашни çыру çынсен шăпипе çыхăннă.