Хăнара – юратнă артистсем
Кашмаш тăрăхĕнче ĕçлеме пултаракан, культурăллă канма пĕлекен çынсем пурăнаççĕ. Çавна шута илсех пулĕ ĕнтĕ, Кашмашри Культура çуртĕнче К. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх академи драма театрĕн филиалне уçрĕç. Унтанпа вăхăт нумаях иртмерĕ пулин те, çак тапхăрта театр артисчĕсем ял çыннисене нумай спектакльсемпе савăнтарчĕç.
Иртнĕ эрнере те вĕсем кунта «Парнеллĕ туй» ятлă икĕ пайлă камит кăтартрĕç. Артистсем хăйсен ăсталăхĕпе куракансене тыткăнларĕç, култарчĕç, савăнтарчĕç. Пурте хăйсен ролĕсене çав тери витĕмлĕ вылярĕç.
Спектакле ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ И.И. Иванов лартнă, тĕп администраторĕ – Г.Г. Трофимова.
Хăнасене килсе хисеп тунăшăн район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А,Е, Андреева, Çатракасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ф. Корнеева тав турĕç, Муркаш районне час-часах килсе çÿреме чĕнчĕç. Кашмашсемшĕн, юнашар ялсемшĕн çакă чăннипех Çĕнĕ çул парни пулчĕ.