Белоруссем малаллах ăнтăлаççĕ, эпир вара...
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Ударник» ОПХ хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов пуçарăвĕпе кăçалхи ноябрĕн 28-мĕшĕ – декабрĕн 4-мĕшĕсенче пирĕн район делегацийĕ ял хуçалăх отрасльне ăнăçлăрах аталантарса пырас тĕллевпе Белоруссире пухнă опытпа паллашмашкăн çак çĕршывра пулнă. Делегаци йышĕнче вĕсемсĕр пуçне çавăн пекех Ильич яч. хис., «Сундырский», «Лидер», «Чемеево» хуçалăхсен ертÿçисем И.В. Николаев, А.Н. Пихтеров, Э.В. Мочалов, Н.Н. Петров, «Агропромснаб» ООО ертÿçи И.В. Туритов пулнă.
Белоруссире мĕн курни, ăша хывăнни, асра юлни, унта пулнинчен мĕнле пĕтĕмлетÿсем туни пирки каласа памашкăн Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçине И.В. Николаева ыйтрăмăр.
- Игорь Васильевич, юлашки вăхăтра ял хуçалăх отрасльне аталантарас ыйтусенче тăтăшах Белорусси опычĕ çине таянатпăр. Çакă мĕнпе çыхăннă?
- Белоруссен çак отрасльти ÿсĕмĕсене, тăнăçлă лару-тăрăвне пĕлсе тăни тата ăша хывни, хамăр патра усă курма ăнтăлни пĕртте ытлашши мар. Эпир, унта пулса курнисем, çакна курса ĕнентĕмĕр: маларахри çулсенче çирĕпленнĕ лайăх йăласене, ырă ĕç-пуçа, паха опыта пĕр самантрах сирсе-сулласа пăрахăçлани нимĕн ырри патне те илсе пымасть. Акă, хамăр районта та 1990 çултан тытăнса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре те, ÿсен-тăран продукцийĕ туса илессинче те маларах хăйсене чи лайăх енчен кăтартнă технологисем манăçаççĕ, çавна май икĕ отраслĕ те хăйсен ÿсĕм çулне çухатса пыраççĕ. Çĕрĕç культури япăхрĕ, тăпра пулăхлăхне лайăхлатасси çине алă султăмăр, пусă çаврăнăшĕсене йĕркелесе çитерессинче малалла туртăнни сисĕнмест.
Белоруссем вара, кăнтаммăнрах каласан, Совет влаçĕн çулĕсенчи опыта, çирĕп йĕркене сыхласа хăварма тăрăшни сисĕнет. Çавăнпах ĕнтĕ ку тăрăхра кашни гектартан çуллен вăтамран 60-80 центнер таран тĕш-тырă, 400-450 центнер çĕр улми туса илекен, кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 5-6 пин е ытларах та килограмм сĕт суса илекен хуçалăхсем сахал марринчен тĕлĕнме те кирлех мар пулĕ.
- Белоруссенчен ырă тĕслĕх илмелли самантсенчен сирĕн шутпа мĕнре пек?
- Вĕсем нумай,кĕске калаçура пурне те асăнма май çук. Çирĕп дисциплина, йĕркелĕх, тирпейлĕх – унта тĕп вырăнта тăракан критерисем. Эпир ăна хамăр куçсемпех курса ĕнентĕмĕр. Могилев облаçĕнчи пĕр районти Орловский (çак хуçалăха нумай çулсем хушши йĕркеллĕ тытса тăнă ертÿçĕ) ячĕллĕ «Рассвет» ял хуçалăх производство предприятийĕнче пулса унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашни ăна тепĕр хут çирĕплетрĕ кăна.
Пĕтĕмĕшле илсен, Белоруссире çĕнĕ технологисемпе, чи малтанах энергорессурсене перекетлекен технологипе, тупăшлă ĕçлекен хуçалăхсене патшалăх пулăшса тăрать. Япăх кăтартуллă хуçалăхсене вăйлисемпе пĕрлештерсе агрофирмăсем туса хунă, ку вара тĕпсĕр авăр умне çитсе тăнă хуçалăхсене те ура çине тăма май парать.
Çĕр улмин çĕнĕ, перспективлă сорчĕсем туса кăларас (чи малтанах чир-чĕрсене парăнман, крахмал хисепĕ пысăк, иртерех пулса çитекен, пысăк тухăç паракан) енĕпе ĕçлекен институтра пулса курни те асрах юлчĕ. Кунта та тивĕçлĕ ĕçшĕн патшалăх пулăшăвĕ пурри пĕлтерĕшлĕ. Минскри трактор завочĕн конвейерĕнчен паян уй-хирте ĕçлеме меллĕ, çĕнĕ модификациллĕ тракторсем куллен 200-шер штук тухаççĕ. Çав тракторсене туянса хамăр хуçалăхсенче ĕçлеме явăçтарни хăйĕн хакне тивĕçлипех кăлармалла пек.
Тата çакна та палăртса хăварасшăн. Белоруссире ял хуçалăх предприятийĕсем конкретлă, тĕллевлĕ программăпа ĕçлесе пыраççĕ (выльăх ашĕ туса илесси, ял хуçалăх культурисем çитĕнтересси т. ыт. те). Эпир вара хамăр хуçалăхсенче пур енĕпе те (выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕнче те, ÿсен-тăран продукцийĕ туса илес енĕпе те) тапаçланма хăтланатпăр, тĕрĕссипе нихăш отрасльте те ĕç-пуçа кирлĕ пек йĕркелесе пыраймастпăр. Кирлĕ кирлĕ маршăнах укçа-тенкĕне тĕллевсĕр пĕтеретпĕр, производствăна аталантарнинчен тупăш илейместпĕр те.
- Эсир пулса курнă хуçалăх пирки мĕн калама пултаратăр?
- Пирĕнпе танлаштарсан, вĕсем ырлăхра пурăнаççĕ. Анчах çак ырлăх çÿлтен татăлса анман, ăна хуçалăх ертÿçи, тĕп специалистсем, производствăра вăй хуракансем хăйсем тимленипе тунă. Пирĕн патра фермăсене пырса кĕнĕ çĕрте, территорире пылчăк çăрăлать, тислĕк айне путнă. Белоруссире ку енĕпе çав тери тирпейлĕ, выльăх усракан çуртсенче те таса та тирпейлĕ. Кашни специалист хăйĕн ĕçне лайăх пĕлсе тăрать, ăна кирлĕ пек пурнăçлать те. Ĕне выльăхсене витере сăнчăрта кăкарса тăратмаççĕ. Вĕсем апата мĕн çиес килнĕ чухлĕ çиеççĕ. Тислĕке бульдозерпа тĕксе кăлараççĕ, пирĕн пек транспортерсемпе нушаланмаççĕ.
Фермăсенче вăй хуракансен ĕç кунĕ 8 сехет. Çак вăхăтра пулнă хыççăн вĕсем килсене каяççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйăхра вăтамран 6 пин тенкĕ ĕçлесе илет: çурри – укçан, çурри – продукципе. Вăтам сăвăм çулталăкра 5 пин килограмран кая мар. Фермăсенче алă вĕççĕн пурнăçлакан ĕç çукпа пĕрех, пĕтĕмпех автоматизациленĕ, компьютер системи çине куçса пыраççĕ. Калăпăр, 550 пуç мăйракаллă шултра выльăха 2 çын пăхать. Кормораздатчик мĕн пур апата выльăхсем умне ытлă-çитлĕ парса тăрать.
Производствăна аталантарас, хуçалăхра вăй хуракансен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе питĕ тимлĕ. Хуçалăх ертÿçи вырăнта ларма-тăма та пĕлмест-тăр. Çулленех Польшăра, Германире, ытти çĕршывсенче пулать, специалистсене те пĕрле илсе çÿрет, унти паха опытпа вырăнта кирлĕ пек усă курассишĕн хыççăн вĕсенчен çирĕп ыйтать те. Хуçалăхра çĕр улмине алăпа кăларса пуçтармаççĕ, Германире туяннă комбайнсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Кăларса пухнă продукцине ятарлă хранилищĕсене тирпейлĕ вырнаçтараççĕ: вăрлăхлăх тата сутмалăх.
Сахал тăкаксемпех продукци нумайрах илесси тĕп вырăнта тăрать, ку енĕпе ку чухнехи технологисене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çине кулленхи тимлĕх уйăрни те ырă палăрăмах. Хуçалăх территорийĕнче хăйсен продукцийĕнчен хатĕрлекен çăкăр завочĕ пур, магазинсем урлă та çынсене тĕрлĕ продуктсене йÿнĕрех хакпа сутма тăрăшаççĕ. Ялсенче те таса та тирпейлĕ, çулсем хĕррипе пирĕн патри пек çум курăк ашкăрмасть.
- Игорь Васильевич, Белоруссире пулса курнă хыççăн тăван ене таврăнсан чун хĕссе ыратмарĕ-и; Эпир вĕсен шайĕнче ĕçлес-пурнă- шанчăк пур-и?
- Кăна эпĕ кăна каламастăп, анчах Раççейре те, республикăра та, районта та юлашки вунă çул ытларахри тапхăрта ял хуçалăх производстви, аталанăвĕ чаксах пырать. Мĕнле тавăрмалла çак çухатусене – кун пирки шутламалли пурах. Çĕршыв Правительстви ял хуçалăх отраслĕ çине малашне те алă сулать пулсан, тепĕр 3-4 çултан пирĕн районта та тупăшлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсем юлмаççĕпе пĕрех.
Çав вăхăтрах хуçалăхсенче ĕçлекенсен психологине улăштармасан та пирĕншĕн малашлăх çук. Ку вара кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăрăшуллăрах, хастартарах пулмалли çинчен калать. Мускав еннелле, Шупашкар еннелле алă тăсса тăнипе эпир малалла аталанаймастпăр. Белоруссен шайĕнче ĕçлес-пурнас тесен пирĕн хамăрăн çине кăна шанмалла. Шанăç тÿрре тухасси вара хуçалăхсенчи кашни отрасльте вăй хуракан çын, специалист хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырса тăрăшуллă ĕçленинчен килет. Ял хуçалăх предприятийĕсен пурăнаслăх-аталанăвĕ пĕрлехи, мал туртăмлă ĕçре.