Моргаушский муниципальный округ

Дзюдо мелĕпе кĕрешсе

Декабрĕн 5-мĕшĕнче (1990-1992, 1993-1996 çулсенчи çуралнă) шкул ачисем хушшинче дзюдо мелĕпе кĕрешсе Горномарийски районĕнче мала тухассишĕн уçă ăмăрту пулса иртрĕ. Унта «Муркашри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ» хушма вĕрентÿн муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн воспитанникĕсем те хутшăнчĕç.

В. Самушков (1996 çулхи), 24 килограмлă, Е. Терентьев (1994 çулхи) 46 килограмлă, В. Буронов (1990 çулхи) 38 килограмлă, Н. Романов (1990 çулхи) 55 килограмлă, Е. Никитин (1990 çулхи) 60 килограмлă виçе категорийĕсенче 3 вырăн йышăнчĕç. Унта Козьмодемьянскри, Шупашкарти, Волжск хулинчи командăсемпе Кулаков, Микряков, «Марки» клубĕсен членĕсем хутшăннине шута илсен, ку япăхах мар кăтарту.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
15 декабря 2004
00:00
Поделиться
;