Моргаушский муниципальный округ

Çамрăксен ыйтăвĕсене татса пама

Иртнĕ ытлари кун Шупашкарти ĕçлекен çамрăксен республикăри форумĕ пулнă. Ăна ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ – тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче ĕçлекен çамрăксем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси, çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, пултарулăхне аталантарма мĕн пур условисене туса парасси, право пĕлĕвĕсене çирĕплетесси Форум ĕçне тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем хутшăннă.

Пирĕн районтан унта Муркашри тĕп больницăри çамрăксен канашĕн ертÿçи А.П. Афанасьев, Муркаш райповĕнчен А.Ю. Корольков, Муркашри вăтам шкулти тренер-преподаватель С.Д. Паладьев, вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн представителĕсем пулнă. Форумра çамрăксен пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, практикăлла занятисем те пулнă. Çакăн пек форума ĕçлекен çамрăксемпе пирĕн районта 2005 çулта ирттерме палăртнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
15 декабря 2004
00:00
Поделиться
;