Парнелесчĕ чун ăшшине
Чун тăвăлса çитнĕ чухне кампа та пулин калаçса кăмăла пусаратпăр. Кăмăл-туйăм лайăх, чĕре хăпартланса тапнă вăхăтра та ăшра мĕн пуррине те çывăх çынна, юлташа, ĕçтеше пĕлтерес килет. Çак сăмахсене инвалидсем пирки те каланă пулăттăм: шăпа пÿрнинчен иртеймĕн теççĕ. Çăмăл мар вĕсене хальхи пурнăçра. Хăш енĕпе, тейĕ вулакан; Чи пĕчĕк шалу илекенĕ те, ĕçлеме кирлĕ условисĕр тертленекенĕ те... Ку медалĕн пĕр енĕ тейĕпĕр (тĕрĕссипе тÿнтер енĕ). Пит енне те пĕлетпĕр – нимле нишлĕхе, ахăр сапана пăхмасăр инвалидсем пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ... Ĕçлеççĕ çеç мар, çĕнĕрен çĕнĕ утăмсем тăваççĕ.
Декабрĕн 3-мĕшĕ – Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Çак кун Матьăкри вулавăш çуртне инвалидсем йышлăн пухăнчĕç. Кунта ятарласа инвалидсем валли хатĕрленĕ курав ĕçлерĕ. Унăн ячĕ «Парнелесчĕ чун ăшшине».
Тĕл пулăва Людмила Ивановăпа Татьяна Петрова библиотекарьсем уçрĕç. Çак кун асăннă категорие кĕрекенсемшĕн пирĕн тăрăшмаллине, вĕсене пулăшмаллине, хÿтлĕхсĕр хăвармалла марри пирки асаилтерчĕç вĕсем. Ун хыççăн «Ударник» хуçалăхăн Матьăк уйрăмĕн ертÿçи И.М. Шивирев сăмах илчĕ. Вăл юлашки çулсенче пурнăç лайăх енне нумай улшăннине, инвалидсем те саккунпа килĕшÿллĕн, хăйсене тивĕçекен çăмăллăхсемпе туллин усă курнине пĕлтерчĕ. Савăнăçлă, хĕвеллĕ кунсем ытларах пулччăр тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне.
Инвалидсен те пурнăçра татса памалли ыйтусем тупăшсах тăраççĕ. Вĕсене ку тĕлĕшпе «Ударник» хуçалăх дирекцийĕ тата Йÿçкасси ял администрацийĕ тĕрлĕ енлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ.
Тĕлпулу, тен, ытти вырăнсенчи пекех иртрĕ пулĕ. Çапах та инвалидсем хăйне евĕрлĕ, пысăк туйăмлă, сисĕмлĕ, нумай пĕлме ăнтăлакан халăх пулнине палăртмалла. Çавăнпа та калаçу та пĕр енлĕ мар, ыйту-хурав майлă пулса пычĕ темелле.
Инвалидсене çак тĕл пулу, калаçу тем пекех кирлĕччĕ. Ытти районсенчи инвалидсен шăпи пирки пĕлме те, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравсем тупма та... Юлашкинчен инвалидсем пĕрле пухăнса вĕри чейпе сăйланчĕç, калаçса кăмăлĕсене уçрĕç.