Мĕнле усă курмаллине пĕлсе тăмалла
Çĕршывра пыракан çĕр реформи çăмăллăн иртмест. Унăн тĕп тĕллевĕ - çĕрпе усă курассинче патшалăх монополине пĕтересси. Ку тĕлĕшпе хальлĕхе ăнлансах пĕтмелле мар, тавлашуллă самантсем сахал мар, вĕсене уçăмлатмашкăн район администрацийĕн пурлăха тытса тăракан пай ертÿçине О.И. Тимофеева ыйтрăмăр.
- Олег Иванович, çĕрĕн харпăрлăх хуçи кам пулма пултарать тата çĕр участокне харпăрлăха епле илмелле?
- Раççейре çĕрсен тĕп пайĕ патшалăх харпăрлăхĕнче. 2002 çулхи январĕн 21-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ «Çĕрпе усă курассин патшалăх харпăрлăхне чикĕлесси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, коммерци тĕллевĕпе усă курма юрăхлă патшалăх çĕрĕсен ытларах пайĕ патшалăх, муниципаллă тата уйрăм çынсен харпăрлăхне куçмалла.
Çĕрпе усă курассин патшалăх харпăрлăхне чикĕличчен патшалăх çĕрĕсемпе усă курас ыйтăва вырăнти самоуправлени органĕсем татса параççĕ. Çавăнпа та мĕнпур çĕр ыйтăвĕсем пирки районсемпе хуласен администрацийĕсене пымалла.
Çĕрĕн харпăрлăх хуçи кам пулма пултарать-ха; РФ Çĕр тата Гражданла кодексĕсемпе килĕшÿллĕн, харпăрлăх прависем федераллă, республика харпăрлăхне, муниципаллă йĕркеленÿсен, юридически лицосемпе уйрăм çынсен çĕрĕсем тĕлĕшпе юридици тĕлĕшĕнчен пĕр танах. Çĕр участокĕсем «хуçасăр япаласем» статуслă пулма пултараймаççĕ.
Çĕр кодексĕ вăя кĕнĕ хыççăн çĕре сутас-туянас ыйтусенче те палăрăмлă улшăнусем пур. Кодексăн 28 статйипе килĕшÿллĕн, патшалăх харпăрлăхĕнче шутланакан çĕр участокĕсене укçалла сутаççĕ. Çĕр участокĕн конкретлă виçи мĕн чухлĕ пулассине вырăнти администраци хăйĕн майĕсене кура палăртать.
Çĕр участокĕсене харпăрлăха илнĕ граждансемпе юридически лицосем. Вĕсем ытти граждансемпе юридически лицосене сутма пултараççĕ (харпăрлăх правине хăçан илнине пăхмасăр). Çĕр участокне сутасси-туянассине договорта çырса çирĕплетеççĕ. Çакăн чухне харпăрлăх прави пĕр-пĕр çынтан тепĕр çынна куçнине патшалăх регистрацийĕ урлă ĕнентермелле. Патшалăх кадастр учечĕ витĕр тухнă çĕр участокĕсене кăна сутма-туянма юрать.
- Çĕре сутма-туянма пулать-и? Енчен те вăл ял хуçалăхĕнче усă кураканскер пулсан?
- Çĕр участокĕсене сутас-туянас ыйтусене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе нормативлă право акчĕсем йĕркелесе тăраççĕ. Çĕр кодексĕ вăя кĕнĕренпе çурт-йĕрсемпе сооруженисене приватизациленĕ чухне вĕсем вырнаçнă çĕр участокĕсене те пĕрлех приватизацилемелле. Чăваш Республикин саккунĕпе 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсене приватизацилеме чарнă.
«Ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» федераллă саккунăн (2003 çулхи февральтен вăя кĕнĕ) 8 статйипе килĕшÿллĕн, ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсен çĕр участокне сутнă чухне РФ субьекчĕ е вырăнти самоуправлени органĕ çав участока сутуçă çирĕплетнĕ хакпа чи малтан туянма пултараççĕ (торгсенче сутнă тĕслĕхсемсĕр пуçне).
Çакăн чухне сутуçăн РФ субьекчĕн патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органне, ун хыççăн вырăнти самоуправлени органне çĕр участокне сутасси пирки çырупа пĕлтермелле, хакне тата ытти палăрăмлă условисене кăтартмалла. Енчен те РФ субьекчĕ е вырăнти самоуправлени органĕ çĕр участокне туянма килĕшмест е ăна туянасси пирки сутуçăна пĕр уйăх хушшинче пĕлтермест пулсан, сутуçă çав çĕр лаптăкне çулталăк хушшинче малтанхи хакран чакармасăр тепĕр туянакана сутма пултарать. Çĕр участокне малтан çирĕплетнинчен йÿнĕрех хакпа сутнă чухне тата договорăн ытти условийĕсем улшăнсан сутуçăн кун пирки çĕнĕ извещенире пĕлтермелле.
- Мĕн вăл чикĕ туни (межевани)?
- Çĕрсене чикĕ туни – вăл е ку вырăнта çĕр участокне палăртас, çĕнĕрен йĕркелесе тухса çирĕплетеес, вăл ăçта вырнаçнине тата лаптăкне палăртас тĕллевпе туса ирттерекен çĕр йĕркелÿ ĕçĕсен комплексĕ.
Çĕрсене чикĕлемелли геодези никĕсĕсем çаксем:
- Патшалăхăн геодези сечĕн пункчĕсем;
- чикĕ сечĕсен тĕрев пункчĕсем;
- чиккĕн тĕрев паллисем (бетонлă пилон), тăватă хысаклă пирамида евĕрлĕ бетон монолит, çÿлти пайĕнче çырмалла туса хатĕрленĕ тимĕр пластинăпа шăратса çыпăçтарнă тимĕр труба, йывăç юпа, тин çеç каснă йывăçран çырса хума хатĕрленĕ тунката, цемент ирĕлчĕкĕпе хытарса çирĕплетнĕ марка, шĕвĕртнĕ тимĕр е болт).
Чикĕ тăвас-палăртас ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн çакăн пирки ятарласа тĕрлĕ документсем çырса хатĕрлеççĕ (мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки т. ыт. те).
- Хальхи вăхăтра çĕре арендăна парасси-илесси çинчен нумай калаçаççĕ, кун пирки мĕн калама пултаратăр?
- Аренда хальхи вăхăтра çĕрпе усă курмалли формăсенчен пĕри. Çакăн чухне çĕр хуçи (ăна арендăна параканни) çĕр участокне тивĕçлĕ хакпа вăл е ку вăхăта тепĕр çынна (арендатора) тĕллевлĕ усă курма парать. Кирек епле физически лицо е уйрăм çын та арендатор пулма пултарать. Арендăна илнĕ çĕршĕн арендатор çĕрпе усă курма паракан аренда тÿлевĕпе тивĕçтерет. Унăн виçине вĕсем çырура çырнă договорта çирĕплетеççĕ. Аренда тÿлевĕн виçи çак никĕс çинче пулмалла: пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлнинче, рынок хакĕсемпе е РФ, Чăваш Республикин е муниципаллă харпăрлăхра шутланакан çĕрсем тĕлĕшпе вырăнти самоуправлени органĕсем çĕршĕн çирĕплетнĕ аренда ставкисемпе килĕшÿллĕн. Аренда договорне çулталăк ытларах вăхăтлăха туса çирĕплетнĕ пулсан ăна Регистраци палатинче регистрацилемелле.
Аренда тÿлевĕн виçине, йĕркине, условийĕсемпе вăхăтне РФ Правительстви, РФ субьекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсем, вырăнти самоуправлени органĕсем çирĕплетеççĕ.
Çĕре арендăна параканни (арендодатель) пуçарăвĕпе арендăна панă çĕр участокĕпе усă курмашкăн çак тĕслĕхсенче чарма-пĕтерме пултараççĕ:
1) çĕр участокĕпе тĕллевлĕ усă курмасан;
2) çĕр участокĕпе усă курнă чухне ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсен пулăхлăхĕ палăрмаллах пĕчĕкленсен е экологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру палăрмалах япăхлансан;
3) çĕр тĕлĕшĕнчен право йĕркине юриех пăснине тÿрлетмесен (удобренисене, ÿсен-тăрансене ÿсмелли стимуляторсене, ядохимикатсене, хими тата биологи пĕлтерĕшлĕ хăрушă веществосене упранă, усă курнă тата турттарнă чухне тăпран пулăхлă сийне пăснă е пĕтернĕ пулсан, çавна пула çын сывлăхĕ тата тавралăх сиенленнĕ пулсан);
4) ял хуçалăх производстви, пурăнмалли çурт-йĕр е ытти çурт-йĕр валли усă курма палăртнă çĕр лаптăкĕпе 3 çул хушши усă курмасан (ытларах вăхăта федераллă саккунра е çĕр участокĕн аренда договорĕнче палăртман пулсан). Кунта çĕр участокне алла илмелли вăхăт, çавăн пекех çут çанталăк инкекĕсене е каçармалли ытти сăлтавсене пула çĕр участокĕпе усă курма май килмен вăхăт шута кĕмест.