Инвалидсем кăмăллă юлчĕç
Декабрĕн 3-мĕшĕнче çулсеренех Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Кăçал та çак кун район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методика кабинетĕнче инвалидсен обществин районти организацийĕн черетлĕ пленумĕ пулчĕ. Унта пуçламăш организацисен ертÿçисем, инвалид-активистсем чылаййăн хутшăнчĕç.
Нумай ыйтусене сÿтсе яврĕç унта. Паян, пурнăç çав тери улшăнса пынă тапхăрта, пĕлмелли, ăнланса илмелли те сахал мар. Çавăнпа та пур ыйту та интереслĕ пулчĕ инвалидсемшĕн.
Пленума кĕске сăмах каласа, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн ертÿçи Н.П. Милютин уçрĕ, çак кунсенче пур çĕрте те инвалидсем пĕрле пухăнса тĕлпулусем ирттернине, çак вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Районти социаллă пурнăç аталансах пырать. Строительство ĕçĕсем те чарăнмаççĕ. Кун пирки пленумра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин тĕплĕн чарăнчĕ. Вăл районта çулсем тăвас, газ кĕртес, шывпа тивĕçтерес, çурт-йĕр лартас ĕçсем епле пынипе паллаштарчĕ. Сăмахран, кăçал çулталăк вĕçлениччен 1200 киле газ çитмелле пулсан, хальхи вăхăтра 830 киле «кăвак çулăм» çитнĕ т. ыт. те. Владимир Германович районăн экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕ çинче те чарăнчĕ. Промышленноç предприятийĕсенчен кăçал Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ тата Москакассинчи «Çеçпĕл» предприяти уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Ял хуçалăхне аталантарас тесен çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстермелле.
Çитес çултан пуçласа тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курассинче улшăнусем пулса иртмелле. Инвалидсене те кăсăклантарать ку ыйту. РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, çынсене мĕнле пулăшу пани çинче чарăнчĕ. Çитес çул çăмăллăхсемпе епле усă курасси пирки каларĕ, нумай ыйтусем çине хуравларĕ. Уйăхсерен укçан паракан тÿлевсене 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса илме пуçлаççĕ. Унăн виçи кашни категорин расна пулать. Вăл çав виçесемпе те паллаштарчĕ.
«Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, инвалидсем хăйсене тивĕçтерекен çăмăллăхсемпе туллин усă кураççĕ. Ку енĕпе хальхи вăхăтра йывăрлăхсем çук. Унсăр пуçне, çак кунсенче района инвалидсен ячĕпе хушма укçа та килнĕ: эмелсем илме тата шăл протезĕсем тума.
Медицина пулăшăвĕ парассине те сывлăх хуралçисем тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Районти тĕп врачăн çумĕ Е.Н. Семенова пĕлтернĕ тăрăх, медицина учрежденийĕсенче уçă алăксен эрнине ирттернĕ, çав вăхăтра сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме тата сиплеме инвалидсем чылаййăн пынă. Малалла инвалидсем патне шăлсене сиплеме киле çÿреме пуçлĕç.
Инвалидсем те пирĕн пек çынсемех. Вĕсен те пурăнас, савăнас килет, çынсемпе хутшăнас килет. Нумай ыйтусем хускатрĕç вĕсем пленумра. Кашниех хăйĕн кăмăлне тивĕçтерекен хурав илме пултарчĕ.
Пленума хутшăннисем районти историпе краеведени музейĕнче пулса курчĕç, хыççăн шашка, шахмат, дартс енĕпе ăмăртусем ирттерчĕç.
Калас пулать, инвалидсем хушшинче пултаруллисем сахал мар. Акă, дартс енĕпе Ярославкăри Н. Мрчеев, Хорнуйĕнчи В. Димитриев, Ярапайкассинчи В. Осипов чи пултаруллисем пулчĕç. Шашкăлла Шаптакри Г. Васильевана, шахматпа Ю. Николаева (Йÿçкасси) çитекенни пулмарĕ. Çав кунах инвалидсем республикăри ăмăртăва та хутшăнчĕç, япăх мар кăтартусемпе таврăнчĕç. Сĕтел çи тенниспа выляса Муркашри С. Магаев 2 вырăн йышăнма пултарнă. Шашкăлла вылясси А. Ермолаев виççĕмĕш вырăнта пулнă (Йÿçкасси).