Моргаушский муниципальный округ

Депутатсен районти Пухăвĕ

 

2005 çул бюджетне йышăнчĕç.

Ĕнер депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 26-мĕш ларăвĕ ĕçлерĕ. Ăна районти самоуправлени пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине çирĕплетрĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа районăн 2005 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвăн прогнозне итлерĕç.

Унтан районăн 2005 çулхи бюджетне йышăнчĕç.

Депутатсен районти Пухăвĕн 2005 çулхи ĕç планне йышăнчĕç.

2005 çулта çĕршĕн тÿлемелли нормăсене, районти граждансене çĕр участокĕсемпе тивĕçтермелли нормăсене çирĕплетрĕç.

Депутатсем кун йĕркинчи ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Вĕсемпе туллин «Официальная полоса» кăларăмра паллаштаратпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
08 декабря 2004
00:00
Поделиться
;