Çуралакансен хисепĕ ÿсет
2004 çул вĕçленсе пырать. 11 уйăх сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Демографилле лару-тăру тĕлĕшпе мĕнле пулнă çак тапхăр;
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта 335 ача çуралнă (2003 çулта – 273). Çут тĕнчене килекен пепкесен хисепĕ нумайланнă пулсан, вилекенсен хисепĕ те ÿснĕ. Иртнĕ çулхи 11 уйăхра 613 çын ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă пулсан, кăçал çак тапхăрта 651 çыннăн кун-çулĕ татăлнă. Мăшăрланакансен хисепĕ икĕ çулĕнче те пĕр пекех – 188 çемье чăмăртаннă.
Пĕлтĕрхи 11 уйăхра 55 çемье саланнă пулсан, кăçал уйрăлакансем 58 пулнă.
Çуралакансен хисепĕ ÿсни, паллах, савăнтарать, вилекенсен йышĕ чакманни вара канăçсăрлантарать. Пурнăç хакне туйса хамăр сывлăха упрама вĕренесчĕ.