Çамрăк çемьесене – пулăшу
Район пуласлăхĕ – паянхи çамрăксенче. Апла пулсан, районти халăх хуçалăхĕн кашни отраслĕнче пултаруллă çамрăксем – ăста специалистсем ытларах ĕçлеччĕр тесе тăрăшмалла.
Общество аталанăвне хура çамрăксене ĕçлеме те, пурăнма та тивĕçлĕ условисем туса памалла. Чи малтанхи вырăнта вара пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ тăрать. Тин çеç ура çине тăракан çамрăк çемьесене патшалăх çурт-йĕр лартма е хваттер туянма çăмăллатнă условисемпе ипотека кредитне парать.
Пирĕн районта ку тĕлĕшпе лару-тăру еплерех; Мĕнле усă кураççĕ çамрăксем ку кредитпа. Çак ыйтусемпе кăсăкланнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе В.Г. Никитинпа калаçнă май.
- Владимир Германович, юлашки икĕ çул хушшинче çамрăк çемьесем хушшинче çак кредита илекенсем чылай-и?
- «Çамрăк çемье» программăпа çăмăллатнă кредита вырăнти администрацисенче пурăнмалли условисене лайăхлатма черетре тăракан, ача пур, мăшăрĕсем 30 çултан иртмен пулсан, параççĕ. Ку ĕç ЧР Президенчĕн 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» 51 № Указĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. 2002 çулта çак кредита пĕтĕмпе 23 çемье илнĕ пулсан, кăçал 18 çамрăк çемье 3704 пин тенкĕлĕх илме ĕлкĕрнĕ. Унсăр пуçне çăмăллатнă кредита илме тепĕр 30 çемьене яхăн документсем хатĕрлесе тăратнă.
- Хăш ял администрацийĕн территорийĕнче çак пулăшупа ытларах усă кураççĕ?
- Паллах пукр çĕрте ку кăтарту пĕрешкел мар. Унăн сăлтавĕсем те тĕрлĕрен. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен вырăнта çурт лартас кăмăллă, çĕр участокĕ илнĕ çамрăк çемьесем хушшинче ăнлантару ĕçне ытларах пурнăçламалла, çак кредит условийĕсемпе паллаштармалла.
Уйрăммăн илсен, çакна палăртмалла: ку таранччен Мăн Сĕнтĕр тата Ярапайкасси ял администрацийĕсенче 4-шер çемье, Катькас тата Муркаш ял администрацийĕсенче кăçал 3-шер çемье, Çатракасси тата Хорнуй ял администрацийĕсенче 2-шер çемье çăмăллатнă кредит илнĕ пулсан, ытти ял администрацийĕсенче 1 çамрăк çемье те çак пулăшупа усă курмасть. Юлашки çулсенче çĕнĕ урамсем çкленчĕç. Апла пулсан, çак пулăшу пур çĕрте те кирлĕ. Вăл та вĕçĕмсĕр мар.
- Çак кредитпа урăх мĕнле çăмăллăхсем пур-и?
- Ăна 15 çуллăха параççĕ. Малтанхи 3 çулĕнче унăн ставки 5 процент, юлашки çулĕсенче – 10 процент чухлĕ пулать. Анчах та çемьере 3 е унтан та ытларах ача пулсан, е çемьен 1 членĕ ивалид пулсан, ялта пурăнакан çемьен пĕр членĕ аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалист, вăл 5 çултан кая мар ĕçлеме килĕшÿ тунă пулсан, ун пек çемьесене процент ставкисене тÿлесрен хăтараççĕ, çав суммăна республика бюджечĕ салаштарать.