10 çула çитрĕ «Путене»
Иртнĕ эрне кун Муркашри «Путене» ача садĕнче пысăк та мар, пĕчĕк те мар уяв пулчĕ: ача сачĕ 10 çул тултарчĕ. А.А. Никитина ертсе пыракан ача сачĕ ачасене тăван ен, тăван халăх пуянлăхĕ, историйĕ, культури çине таянса воспитани парать. Тăван ене, халăха, йăла-йĕркене хисеплеме вĕрентеççĕ кунта. Унăн пĕрремĕш выпускникĕсем пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ.
Кун пирки ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Забота» обществăлла юхăмăн ертÿçи Е.А. Слепов, «Путенене» саламлама килнĕскер, çапма каларĕ:
- Тĕрĕс воспитани тĕшши ача ача садĕнчех тутанать. Кун пек ача алкоголизм çулĕ çине те, наркомани çулĕ çине те тăмасть, - терĕ вăл, «Путене» ача сачĕм илемĕпе пĕрлех унти ĕçченсен пархатарлă ĕçне палăртса. Хăй те педагог пулнă май учительсемпе воспитательсен йывăрлăхĕсене лайăх ăнланать. Республика правительстви педагогсемшĕн тăрăшнине, çĕнĕ çултан ĕç укçи ÿстерессине палăртрĕ. Çавăн пекех ача амăшĕсене пулăшас тĕлĕшпе те çитес çул ырă улшăнусем пуласси пирки каларĕ. Ача садне вĕрсе хăпартмалли пысăк çурт, ытти пысăк теттесем парнелерĕ.
Ача чухне мар пулсан, хăçан выляс теттесемпе. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов та ачасене теттесем парнелерĕ. Унтан та пысăк парне тунă кăçал районти тĕп больница ача садне: нумаях пулмасть кунта шăл юсамалли пÿлĕм уçăлчĕ.
Хăйĕн сăмахĕнче Владислав Григорьевич ача амăшĕн сывлăхĕ çирĕп пулни мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ: сывă хĕрарăм сывă ача çуратать, сывă ачасем çуралсан общество та сывă пулать. Общество сывă пулсан, амăшĕ те сывă пулать.
Ку тĕлĕшпе лару-тăру хурламаллах мар пулĕ. Акă, Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин палăртнă тăрăх, Муркаш ял администрацийĕн территорийĕнче пĕлтĕр çулталăкра 36 ача çуралнă пулсан, кăçал ноябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне 44 «çĕн кайăк» хăйсен сассине панă ĕнтĕ. Тепрер çулталăкран вĕсем те ача садне çÿреме пуçлĕç-ха. Паян вара «Путенеçĕсем» велотренажерлă (ăна И. Никитин предприниматель парнелерĕ) та пулчĕç.
Районти вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕ телевизор парнелерĕ. «Муркашри çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» видеомагнитофон парнелеме шантарчĕ.
10 çул пурнăç пуçламăшĕ кăна-ха. Çирĕп сывлăха çирĕп утăмсем тутăр малашне те «Путене» ача сачĕ.