Моргаушский муниципальный округ

Пур çĕрте те тăрăшулăхпа палăрнă

 

Çын ĕçпе илемлĕ теççĕ Халăхра. Çаплах пуль. Ялта пурăнакан çыннăн пушшех ĕç нумай. Ĕç вырăнĕнче вăй хунисĕр пуçне кил-тĕрĕш таврашĕнче мĕн тĕрлĕ ĕç çук пуль тата: выльăх-чĕрлĕхĕ, сад-пахчи, стройка таврашĕ т. ыт. те. Ман аттен шăллĕ Юрий Васильевич Зотиков та, кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче 70 çул тултарнине паллă тунăскер, ĕмĕрĕпех тăван «Ударник» хуçалăхра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă, килти ĕçсенче вара халĕ те чунне парсах кăштăртатать.

- Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 7 çулхи ача пулнă, ялти арçынсене вăрçă хирне ăсатнисене лайăх астăватăп. Вырма вăхăтĕнче пире пучахсем пуçтарма хушатчĕç, пĕр пин пучах таран пуçтарсан мухтатчĕç, ăш выртмалăх сĕт ĕçтеретчĕç, - аса илет вăл.

Шкул хыççăн хуçалăхра бригадир хушнă тĕрлĕ ĕçсене тума тивет ăна. Вун ултă çултах жнейка çине ларса виçĕ çул хушши тырă вырать. Хастар комсомолец хисеп грамотине те, парнене те тивĕçет. Ят тухсан Юрий Васильевича Совет Çарне илеççĕ. Малтанах строительствăпа инженери чаçĕнче, хыççăн çыхăну чаçĕнче службăра тăрать.

Ун чухне колхозсенче радиоточкăсем пулнă. Çавăнпа та çартан таврăннă пултаруллă салтака радиомонтерта ĕçлеме сĕнеççĕ. 16 яла пырса кĕрекен радиолинисене юсавлă тытса тăрас тĕлĕшпе вĕсем виççĕн вăй хунă. Анчах та унăн ĕçчен аллисем, чун-чĕри уй-хир еннеллех туртăннă. Малтанхи çул плугарьте ĕçленĕ хыççăн 1964 çулта Советскинчи профессипе техника училищинче вĕренсе тракторист правине алла илет, çур акине хăй тракторист пулса тухать. Çапла вара «хурçă ут» çинче сисĕнмесĕрех тенĕ пек вунă çул иртсе каять. Анчах та, ăна çирĕплетсе панă трактор малтан та çĕнех пулманран, ăна списать тăваççĕ.

Çĕнĕ трактор киличчен вара Юрий Васильевича вăхăтлăха сысна фермине слесарь-скотникра ĕçлеме сĕнеççĕ. Нимĕнле ĕçе те тиркеменскер, хирĕçлесе-турткаланса тăмасть. Арман авăртать вăл кунта, дробилкăпа утă çăнăхĕ хатĕрлет. Сысна витисенчен транспортерпа тислĕк кăларать. Транспортерсем час-часах çĕмĕрĕлеççĕ, уйрăмах хĕллехи вăхăра. Хăш чух чавса таранах тислĕк шĕвекĕнче чакалтанма тивет, ураран вара хĕлĕн-çăвĕнех резина атă каймасть. Анчах чăтнă, нăйкăшман. «Вăхăтлăха» пынă Юрий Васильевич Зотиков сысна ферминче 20 çул иртсе кайнине те сисмест. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тепĕр виçĕ çул тăрăшнă çак «юратнă» ĕçре.

Унăн мăшăрĕ Елена Евдокимовна шăп вăрçă пуçланнă кун çуралнă. Ашшĕ пĕчĕк пепкине юлашки хут курса юлнă, вăрçă хирĕнчен таврăнайман, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Елена Евдокимовна çичĕ класс пĕтерсен пĕр хушă фермăра ĕçлет. Унтан район центрĕнчи столовăйĕнче вăй хурать. Кайран чĕрĕк ĕмĕр Йÿçкассинчи вăтам шкулта техничкăра тăрăшать. Шкул дирекцийĕ те, учительсемпе вĕренекенсем те ĕçре таса та тирпейлĕ пулнăшăн, ăна тĕплĕ пурнăçланăшăн яланах тав сăмахĕсем каланă, кăмăллă пулнă. Çав вăхăтрах вăл çулленех тăван хуçалăхра 200 çутă кунран кая туман.

Мăшăрĕ пирки хĕрхенсе-пăшăрханса калать Елена Евдокимовна.

- Миçе хутчен каларăм фермăран пăрах тесе. Çĕнĕ трактор та парасшăнччĕ, анчах фермăрах юлчĕ. Халĕ, авă, урасăр аптăрать, резина атă мĕн тăвать вăл, - тет хашлатса.

Елена Евдокимовнапа Юрий Васильевич Зотиковсем 36 çул пĕрле юратса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ача çуратса пăхса çитĕнтерчĕç, мăшăрлантарчĕç. Аслă хĕрĕ Ира Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн халĕ районти тĕп больницăра вăй хурать, икĕ ача амăшĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Галя мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтерет, Ильич яч. хис. хуçалăхра дояркăра тăрăшать. Ывăлĕ Коля тăван хуçалăхрах трактористра вăй хурать, икĕ ывăл ача ашшĕ. Уявсенче те, ытти чухне пĕрле  пухăнсан та ачисемпе мăнукĕсем çак кил ăшшипе тараватлăхне туйсах тăраççĕ, чун çывăхне илеççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 декабря 2004
00:00
Поделиться