Моргаушский муниципальный округ

Пенсионерсен союзĕсен канашне йĕркелерĕç

 

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче старейшинăсемпе ветерансен пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ.

Унта тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç. Пирĕн çĕршывра  «Пенсионерсен союзĕ» пĕтĕм Раççейри организаци пур.  Ларура унăн вырăнти уйрăмне туса хучĕç.

РФ Пенси фончĕн Муркаш  районĕнчи управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова пенсионерсен союзне  туса хунин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнчĕ. Унăн тĕллевĕ – пенсионерсене май килнĕ таран пулăшасси. Пенси фончĕ те ватăсене нумай пулăшать. Пирĕн республикăри 16 район çак союза кĕнĕ те ĕнтĕ.

Ларура вырăнти уйрăмĕн канашне суйларĕç. Унта 5 çын кĕчĕ, канаш ертÿçи пулма В.С. Краснова çирĕплетрĕç.

Ветерансемпе старейшинăсем çавăн пекех кулленхи пурнăçпа çыхăннă ытти ыйтусем çинче та чарăнчĕç. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа кĕçех 60 çул çитет. Ăна йĕркеллĕ хатĕрленсе кĕтсе илме ветерансем сĕнÿ парсан та лайăх пулмалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 декабря 2004
00:00
Поделиться
;