Моргаушский муниципальный округ

Йывăрлăхсене парăнман

 

Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнчи ял пурнăçне паянхи саманапа пачах танлаштараймастăн. Ăна астăвакансем те пирĕн вăхăтра сахаллансах пыраççĕ. Халĕ çи-пуçĕ те ун чухнехи мар, апат-çимĕçĕ те вăл вăхăтри мар паян. Кунсерен вутă хутассине, краççын-хăйă çутипе пÿртре ларассине те, радио-телефон итлеме ял Советни çити утассине те манса пыратпăр. Вăрçă вăхăтĕнче çаксем кулленхи чăнлăх пулнă, халăх кунĕн-çĕрĕн, ырми канми Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ĕçленĕ. Кирек епле пулсан та, çынсем канăç курмасăр ĕçлени, выçăпа сивве чăтни усăсăр пулман. Пирĕншĕн, хальхи ăрусемшĕн, ялти кил-çуртри хальхи ырлăхсене, лайăх çул-йĕрпе тĕрлĕ техникăна тата ыттине те, хамăр çĕр çинче мĕн пуррине шăпах вăрçă çулĕсенчи ăру упраса хăварнă.

1941-1945 çулсем пирĕн халăхшăн çăмăл килмен. Колхозсенче вăйпитти арçынсем пулман пирки мĕн пур йывăрлăх хĕрарăмсемпе ватă стариксем, ачасем çине тиеннĕ. Лашасене те фронта ăсатнă пирки вĕсем чаксах пынă. Вăрçăран аманса килнĕ салтаксем те ял çыннисене кил-йыша савăнăç кÿреймен. Сывалма пултарнисене каллех фронта илсе кайнă. Çамрăк каччăсене те çитĕнсе çитмесĕрех çара илнĕ, хăйсен ирĕкĕпе Тăван çĕршыва  хÿтĕлеме каякансем те сахал мар пулнă. Вăрçа чи юлашкинчен 1926-1927 çулсенче çуралнисем лекнĕ. Çара каиччен вĕсем колхозри мĕн пур ĕçсене хутшăннă.

Фронта иличчен çамрăксене районтах пуçламăш çар пĕлĕвĕ панă. Ун чухнехи сăн ÿкерчĕк халĕ те пур, анчах пахалăхĕ чакнă пирки хаçатра пичетлеме май килмест. Сăн ÿкерчĕке 1943-44 çулхи хĕлле Мăн Сĕнтĕр районĕн Культура çурчĕ умĕнче (халь унта чиркÿ) 1928 çулта çуралнă яшсем хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле тунă. Вĕсене, 16 çула çитекен çамрăксене кунта пĕтĕм Сĕнтĕр районĕнчен пухнă, 2-3 эрне хушши çар ĕçне хăнăхтарнă.  Вĕсем унтах çывăрнă, апат-çимĕçĕпе те килтен илсе килнипех пурăннă. Çамрăксене 12 çынлă отделенисем (командирĕсем – аманса килнĕ сержантсем), вĕренÿ взвочĕсем (командирĕсем – кĕçĕн офицерсем) çине пайланă. Вĕсене унта хĕç-пăшалпа  усă курма, стройпа утма хăнăхтарнă, тăшманпа çапăçма, парти политикин çирĕплĕхне вĕрентнĕ.

1928 çулхисем – вăрçа лекеймен пĕрремĕш ăру. Вĕсем вĕренÿре чи çамрăккисем пулнă пулин те, кăçал 77 çула пусрĕç ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри Л.И. Ершов, вăл «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Леонид Иванович Вăрнарти зооветтехникумран, Хусанти финанспа экономика институтĕнчен вĕренсе тухнă.

1945 çулхи март уйăхĕнче вăл призывниксен сборĕнче тепĕр хут пулнă. Ăна Калайкасси ял Советне кĕрекен ялсенчи 17 çула пуснă çамрăксем Катькасра ирттернĕ. кунта вĕсене пĕр уйăх самаях хăваланă. «Уйрăмах сбор старшини пулнă Николай Шадрин (Катькасран) çирĕп ыйтатчĕ, шеллесе тăмастчĕ», - аса илет Л.И. Ершов. Командирĕ Иван Смелов офицер (Яракран) пулнă. Призывниксене ниçта кăлармасăр ялти клубра усранă, колхоз апат пĕçерсе çитернĕ. Çăкăрне çеç килтен илсе килнĕ.  Çулла валли каччăсем фронта кайма хатĕр пулнă.

Тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн Леонид Иванович Мăн Сĕнтюрти райпланра аслă  экономист, Муркаш районĕ тепĕр хут йĕркеленсен, унта райплан ертÿçи пулса тăрăшнă.

Мăн Сĕнтĕрте сбор пуçлăхĕ Иван Егоров пулнă. Вăл Катькас ялĕнчен, унăн пĕр ывăлĕ, Валерий, 1980 çулсен варринче, 4 çул ытла (В.И. Егоров) райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ.

Вĕренекенсем хушшинче Шашкар ял администрацийĕнчи вăрманкассинчи И.П. Пигенешев та пулнă. Вăл 1919 çулта çуралнă, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех окружение лексе Кобрин – Белосток патĕнчен Брянск вăрманĕсене çитнĕ, 1941-1942 çулсенче партизанра çÿреме те ĕлкĕрнĕ. Çавăн пек ун чухне вĕренÿре Катькасран Степан Юлин, Леонид Тямин, Александр Угаров (пĕтĕмпе вуннăн ытла), юнашар ялсенчен те нумаййăн пулнă. Владимир Таймасов (хыççăн вăл тинĕс çар флотĕнче 5 çул хĕсмĕтре тăнă), Эдмунд Воронов, Василий Таймасов та вĕренÿре пулнă. Яракри В.Е. Егоров хăй вăхăтĕнче республикăри тĕп ветврач пулнăччĕ.

Çак çынсем пурте пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Хăйсен ĕмĕрĕнче вĕсем хура-шурне сахал мар курнă, анчах йывăрлăхсене парăнман.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 декабря 2004
00:00
Поделиться