Моргаушский муниципальный округ

Паллă юрăçпа тĕл пулчĕç

 

Виталий Гордеевпа тĕлпулу пулать тесен, ялти клуба халăх йышлăн пухăнма пуçларĕ.

Виталий Ильич пирĕн ялта, Йÿçкасси ял администрацине кĕрекен Вăрманкасси ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ачаранах юрлама юратнă. Ку, паллах, ашшĕ юрлама юратнинчен те килнĕ пулĕ. Çынпа калаçнă чухне те юрласа калаçас килнĕ унăн.

Тĕлпулура В. Гордеевпа пĕрле ЧР тава тивĕçлĕ старстелĕ В.И. Капитонов тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Л.Д. Дмитриев пулчĕç.

Тĕлпулăва Йÿçкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.З. Иванов уçрĕ. Ун хыççăн «Ударник» хуçалăхăн Вăрманкасси уйрăмĕн ертÿçи Г.Н. Афанасьев хăйĕн сăмахĕнче хăнасене хапăл туса кĕтсе илни, çакăн пек туслăх каçĕсене ытларах ирттерме кирли çинчен каларĕ.

Владислав Иванович Виталий Ильичпа чылайранпа туслă пурăнать. Çак тĕлпулу каçĕ туслăх тымарĕсене çĕнелсе вăй илме пулăшасса шаннине палăртрĕ вăл. Тăван ялта çакăн пек тĕлпулу ирттерни паллах пуриншĕн те кăмăллă пулчĕ. Л.Д. Дмитриев вара депутат тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ.

    Çынсем В.И. Гордеева хăйĕн тăван аппăшĕн З.И. Игнатьеван хулара вĕренекен ачисемпе пĕрле тепре тĕлпулăва чĕнчĕç, ăна пултарулăх ĕçĕнче, сцена çинче, пысăк ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх телей сунчĕç. Чунĕсене уçса усăллă каннă хыççăн халăх тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕ.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться
;