Моргаушский муниципальный округ

Пĕрремĕш пушарнăй

 

- Пушар машини 34-мĕш пушара тухса кайрĕ. Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Çĕмĕрткасси ялĕнче пурăнмалли çурт çунать, - пĕлтерчĕ тĕл пулура районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертÿçи С. Митрофанов.Çакăнта ял çыннисен шухăшĕ ума килчĕ: юрать-ха «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме районта хăвăрт çÿрекен пушар чаçĕ пур, ахальлĕн 30-40 çул ĕлĕкрех, пушара вăхăтра çăварлăхлайманран, çулăм тыткăнĕнче пĕр пÿрт-çурт мар, урамсем кĕлленнĕ. Аслăрах ăрури çынсем çак ÿкерчĕксене хăйсем курнăран вĕсен сăмахне хăлхана чикмесĕр çук.

...40 çул. Ахаль асăнмаççĕ вĕсем çак çула. Район 1964 çулта иккĕмĕш хут йĕркеленсен, Муркаш тăрăхĕнче вут-çулăмпа кĕрешес ыйту питĕ çивĕч тăнă - çулталăкне çĕршер пушар алхаснă. Лару-тăрăва каплах хăварма юраманнине ăнланса 1964 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрти пушар чаçне сыхласа хăварса Муркашри пушар чаçне йĕркелеме пуçланă. Çав кун çĕнĕ пушар чаçĕн пĕрремĕш пуçлăхне çирĕплетнĕ. Пушар чаçĕн пĕрремĕш пушарнăйĕн ятне Оринин ял Советĕнчи Пиккикасси ялĕнче 1923 çулхи августăн 17-мĕшĕнче çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă Иван Михайлович Казамбаев тивĕçнĕ.

Часть йĕркеленнĕ хыççăн панă пушар машини – ГАЗ-63 автомашина базинче вырнаçтарнă 950 литр шывлăх ПМГ-19 автоцистерна – пĕрремĕш хĕле урамра майлах хĕл каçнă. Пушар чаçĕн малтанхи водителĕсенчен пĕри Николай Тарасович Тарасов çав йывăр вăхăта çапла аса илет:

- Хĕл кунĕсенче пушар çинчен пĕлтерсен машинăна чĕртсе хĕртнĕ хушăра цистернăна шыв тултараттăмăр та тин çула тухаттăмăр. Пушарĕсем ун чухне питĕ вăйлă ахăратчĕç. Автоцистернăри 950 литр шыв пĕр курка пекех пĕтетчĕ. Пĕрремĕш часть пуçлăхĕ вара хастарлăхĕпе те, ĕçри хăюлăхĕпе асра юлчĕ.

Пушар чаçĕн малтанхи водителĕсем, Н. Тарасовсăр пуçне, Ю. Тутчев, К. Баранов, Н. Николаев пулнă. 1965 çулта пушар машини валли халĕ Пăсăрман магазинĕ патĕнче вырнаçнă хĕрлĕ кирпĕч çурта хута янă. Часть начальникĕ те, районти ĕçтăвком та çакă 20-мĕш ĕмĕрти пушар чаçĕшĕн çителĕклĕ маррине ăнланнă, Муркашра пушар чаçĕн чăн базине тума пуçланă. 1967 çулта ăна хута янă, пушар чаçĕн штатне 4 пушарнăй хушнă. Паян кунти гаражсенче пĕрремĕш чĕнÿпе çула тухма хатĕр хăватлă 4 автомашина хуралта лараççĕ, тепĕр иккĕмĕшĕ – Мăн Сĕнтĕрте.

Пушар чаçĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ И. Казамбаев çырса хăварнинчен: «Муркаш районĕн халăх судне. Справка. Муркашри пушар чаçĕ 1964 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленчĕ. 1968 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Муркаш ял Совечĕн бюджечĕ çине пулчĕ. Ĕç укçине ял Совечĕ паратчĕ. Пушар чаçĕ Пăсăрманта вырнаçнăччĕ. Пушар машинине пăхма пушарнăйсем «Аврора» колхоз гаражĕпе усă куратчĕç. Гараж арендăланăшăн, бензин упранăшăн тата машинăна заправка тунăшăн, гараж патне пыракан çула уçса тăнăшăн, çутăпа та радиопа, телефонпа усă курнăшăн пушар чаçĕ Муркаш ял Совечĕ урлă тÿлев тăватчĕ. Кусемсĕр пуçне Муркаш ял Совечĕ пушар чаçĕнче усă курма кирлĕ сĕтел-пуканпа «Волхов» телевизор, витресем, умывальник, вĕрен, алшăлли, кружка, алă пăчăки т. ыт. те туянма, вутă туянса татма-çурма, Пăсăрманти пушар сарайне юсама 1964, 65, 66, 67 çулсенче 862 тенкĕ те 59 пус куçарчĕ. 1968 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен асăннă инвентаре пушар чаçĕн Етĕрнере вырнаçнă тĕп бухгалтерийĕ учета илчĕ. Муркаш пушар чаçĕн начальникĕ И. Казамбаев. 13.12.1971 ç.»

Паян эпир 21-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр. Пушар чаçĕ те 40 çул каяллахи мар. Çĕршыв ертÿçисем, вырăнсенчи пуçлăхсем пушар хуралĕ çине тимлĕ пăхнăран паян 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн 6 автоцистерна тата пĕр ятарлă техника. Кусемсĕр пуçне районти 24 ял хуçалăх производство кооперативĕнче 27 пушар машини. Çак ÿсĕмре Муркашри пушар чаçĕн пĕрремĕш пуçлăхĕн тата пĕрремĕш пушарнăйĕн Иван Михайлович Казамбаевăн тÿпи пысăк. Ăна паян пушар хуралĕнче тăракансем те пĕлеççĕ, асра тытаççĕ.

Çапла вара районти 37-иĕш пушар чаçĕ, район историйĕн уйрăлми пайĕ, иртнĕ кунсенче 40 çул тултарчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться