Ывăлĕ утаймасть. Операци тумалла. Пулăшсамăр...
- Э-эй-й, вĕсен ма пурăнас мар: килĕнче пенси «карчăкки» пур, инвалид ачишĕн укçа илеççĕ...
Çак сăмахсене илтнех ĕнтĕ эсир те. Мĕншĕн тесен ялти пĕр-пĕр çыннăн шăмми-шаккипе «шĕкĕлчене» чух юратмасăр каланă çак сăмахсем час-часах илтĕнкелеççĕ.
Шухăшласа пăхăр-ха хăвăрах: пĕрремĕшĕнчен ĕмĕрĕпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватă çын пирки çапла калани килĕшÿсĕр çеç мар, хисепсĕр те. Пурте ватăлатпăр.
Инвалид-ачашăн укçа илеççĕ, тени вара пушшех те (тивĕçлĕ сăмах тупаятăп-ши хамăн шухăша пĕлтерме – авт.) чунсăрла хăтланни пулать пулĕ. Çын туйăмлă çын çак сăмахсене калаймастех. Вĕсене калакан хăйне çав инвалид-ачан амăшĕ вырăнне лартса пăхтăр-ха. Кирелх-и ăна çав уйăхсерен паракан 1 пин тенкĕ укçа;! Çав укçапа утайман ачана уттарайнă пулсан... Çук çав. Юмахра та пулмасть пуль ун пек тĕлĕнтермĕш. Хăйĕн мĕн пур пурлăхне парĕччĕ амăшĕ ачине сыватас тесе. Хăйĕн пурнăçне шеллемĕччĕ уншăн. Ачине çакă пулăшать пулсан... Чирлĕ ачи курман чух тăкнă куççÿлĕ, тăван тĕпренчĕке хăй пулăшма пултарайманнипе чунтан кулянакан амăшне, унăн чĕре ыратăвне мĕнпе танлаштарма пулать-ши?
Астăватăп, эпир шăнса чирлесен, анне çапла калатчĕ:
- Эсир чирличчен, луччĕ хамăн чирлемеллеччĕ.
Чăннипех те мĕн тери йывăр иккен вăл амăшĕшĕн ачи чирлени. Инвалид ача амăшĕ вара ĕмĕрĕпех чĕринчи çак йывăр чулпа пурăнать. Мĕн чухлĕ чĕре ăшши, çирĕплĕх, чăтăмлăх, вăй кирлĕ вĕсене.
Шел пулин те, çакăн пек шăпаллă ашшĕ-амăшĕсем пирĕн хушăра та пур çав. Тавах вĕсене çепĕç кăмăлĕпе вĕçĕ-хĕррисĕр çирĕплхĕшĕн. Тренккăра пурăнакан Лариса Тимофеевна Магранина та халиччен те нăйкăшса çÿрени пулман. Ялти ытти çынсем пекех мăшăрĕпе иккĕшĕн те 1 гектар çĕр пур. Утă туса илеççĕ вĕсем унта. 40 соткăйĕ çинче вара çĕрлумипе сад-пахча. Ялти ытти çынсем пекех. выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Кăçал, ак, киле çут çанталăк газĕ кĕртрĕç, мунча пури туянчĕç. Йăлтах хăйсен вăйĕпе. Çав хушăрах 3 ачи валли те чун-чĕре ăшши çителĕклех Лариса Тимофевнан. Нумаях пулмасть вăл хăй те инвалидноç илчĕ. Анчах чĕри ун ачисемшĕн ыратать, вĕсемшĕн çунать. 3 класра вĕренекен чĕвĕл-чĕвĕл хĕрĕсем вăй параççĕ ăна. Халĕ ĕнтĕ иккĕшĕ те хăйсемех шкула çÿреççĕ.
Мĕншĕн ун пек калатăн-ха; Йĕкĕрешсем çуралсан çулталăкран пĕр хĕрачин ури вăйсăрри палăрчĕ. Ача утса каяймарĕ вăхăт çитсен. Ун чĕри мĕн тари хытă ыратнине çак инкеке чĕре витĕр кăларнисем çеç ăнланаççĕ пулĕ. Шкула кайма вăхăт çитсен ăна вăл йăтса çÿрерĕ унта. Мĕн пур укçине пуçтарса пĕлтĕр вăл хĕрачана Тулăна операцие илсе кайрĕ. Вера паян пĕрле вĕренекенсемпе концертра юрланине курсан чун савăнать. Амăшĕн чĕринче çĕнĕ ĕмĕт çуралать: ах, илсе каймаллаччĕ аслă ывăлне те операцие. 7 çулччен утатчĕ-ха Илья. Кайран... Халĕ 17 çулхи ывăл ачи утаймасть çав. Ах, илсе каймаллаччĕ ăна та операцие. Анчах 10-15 пин (Тулăна кайса килме çул укçипе операци унтан кая лармасть) тенкĕне ăçтан тăрук тупас ял çыннин;
Кашни çын çĕр çинче ырă тума çуралать. Эппин, айтăр-ха, камăн май пур, 17 çулхи упаленекен ывăл ачине курсан çурăлас пек чĕри ыратакан амăшĕн хуйхине çăмăллатар-ха. Ывăлне ура çине тăма пулăшар-ха. Районти ура çинче çирĕп тăракан предприятисем те пур вĕт. Пĕри пĕр сумма куçарсан, тепри тепĕр сумма парса пулăшсан – мĕн чухлĕ те пулин пуçтарăнатех вĕт. Кăмăл пуррисене укçа-тенкĕпе Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнче е унăн Мăн Сĕнтĕрти филиалĕнче Лариса Тимофеевна Магранинан çак расчет счечĕ çине куçарма ыйтатпăр: 42307810575140501066.