Моргаушский муниципальный округ

«Хыпар» хаçатпа унăн кăларăмĕсем лавккасен библиотекисенче те пулĕ&

 

    Муркаш районĕнче «Хыпар» хаçатпа унăн кăларăмĕсен кунне ирттернĕ чухне райпо канашĕн председателĕ Борис Васильевич Андреев питĕ кирлĕ пуçару турĕ. «Пирĕн лавккасенче халĕ халăх библиотеки пур. Вĕсенче, ман шутпа, кĕнекесемсĕр пуçне хаçат-журнал та пулмалла. Сирĕн хаçатсене халăх кăмăлланине шута илсе лавккасене «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем çырăнса парăпăр»,-терĕ. Çавăн пекех вăл коллективри çынсене çуралнă кунĕсенче парнепе пĕрле хаçат çырăнса парассине йăлана кĕртме те шантарчĕ.

    Куратпăр ĕнтĕ, Борис Васильевич хăйне евĕрлĕ пуçару турĕ. Республикăри ытти райпосен те унăн тĕслĕхĕпе анлăн усă курасчĕ.

 



"Хыпар"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться
;