Моргаушский муниципальный округ

Чун ăшшипе тимлĕх ытларах пултăр

 

Пурнăç кашни çыннăн пĕр пек килмест. Шăпа пÿрнинчен иртеймĕн теççĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула инвалида тухнисем те сахал мар районта. Вĕсем те пирĕн пек çынсемех. Паян лайăх та, ыран вара мĕн пулать, ăна никам та татса калаймасть.

Мĕнле пурăнаççĕ районта паян инвалидсем; Çак ыйту тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн ертÿçипе Н.П. Милютинпа.

- Николай Панфилович, хальхи вăхăтра районта инвалидсем нумай-и?

- Сахалах мар. Халĕ районта инвалидсем пĕтĕмпе 2208 çын. Çав шутра пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем – 340, иккĕмĕш ушкăн инваличĕсем – 1103, виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем – 765 çын. Инвалид ачасем – 116, ачаран инвалидсем – 310.

Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин членĕсем – 482.

- Районта пуçламăш организацисем миçе?

- Хĕвел пурин çине те пĕр пек пăхать. Инвалидсен те пурнăçра татса памалли ыйтусем тупăнсах тăраççĕ. Вĕсене ку тĕлĕшпе пуçламăш организацисен ертÿçисем пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра районта пуçламăш организацисем – 21, кашнинчех бюро пур, правлени президиумĕнче – 5 çын. Меллĕ самантпа усă курса уйрăмах хастаррисене паян ятранах асăнса хăварас килет. Вĕсен шутĕнче пуçламăш организацисен ертÿçисем: А.Н. Кузнецов (Муркаш, Л.Н. Кожелеев (Оринин), Н.С. Семенов (К. Иванов яч. хис.), А.А. Платонов (Ярапайкасси), В.В. Васильев («Чемеево»). Çавăн пекех районти организацин ертÿçин çумĕ Ю.Г. Щегольков, контрольпе ревизи комиссин членĕсем М.А. Мироновпа А.Д. Михайлова та тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

- Инвалидсемпе мĕнле те пулин мероприятисем ирттеретĕр-и?

- Çапла . Эпир вĕсен нуши-хуйхисене лайăх ăнланатпăр. Кашни кварталтах президиум ларăвĕсене, пленумсене ирттеретпĕр. Кашни çулах июнĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, инвалид ачасене тĕрлĕрен экскурсисене илсе каятпăр. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ инвалидсем хушшинче спорт фестивальне ирттеретпĕр (шашка, шахмат, дартс енĕпе). Кăçал вĕсен шутне пăшалтан перессине те кĕртрĕмĕр.

Районти инвалид-спортсменсен пĕрлештернĕ команди республикăри ăмăртусене те хутшăнчĕ. Çавăн пекех активистсене, юбилярсене те чыслатпăр, алĕçĕсен выставкисене йĕркелетпĕр. Пултаруллă инвалидсем сахал мар пирĕн хушăра.

- Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне районта мĕнле ирттерме шутлатăр?

- Декабрĕн 3-мĕшĕнче е çак кунсенче инвалидсен кунĕ ячĕпе районта та ял администрацийĕсенче те тĕрлĕрен мероприятисем пулаççĕ. Инвалидсем пĕрле пухăнса вĕри чейпе сăйланĕç, калаçса кăмăлĕсене уçĕç. Çак ĕçе вырăнти ертÿçĕсем активлă хутшăнасса, спонсорла пулăшу парасса шанас килет.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?

- Кашни çын çут тĕнчере пĕрре анчах пурăнать, телей курма çуралать. Юлашки çулсенче пурнăç лайăх еннелле нумай улшăнчĕ. Инвалидсем те, саккунпа килĕшÿллĕн, хăйсене тивĕçекен çăмăллăхсемпе туллин усă кураççĕ.

Апла пулин те, юнашар пурăнакансен вĕсен пирки манас марччĕ. Çăмăл мар пулсан та пулăшма тăрăшасчĕ. Тивĕçлĕ органсем те сире пулăшсах тăччăр.Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне пур çĕрте те йĕркеллĕ ирттерессе шанас килет.

Нумай пурăнăр, ан чирлĕр, кун-çулăрсем вăрăм пулччăр, çемьере тату пурнăçпа килĕшÿ хуçаланччăр. Савăнăçлă, хĕвеллĕ кунсем ытларах пулччăр сирĕн пурнăçра.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться