Моргаушский муниципальный округ

Сывлăха упрамалла

 

Сывлăхран хакли çуккине эпир пурте лайăх пĕлетпĕр. Анчах та ытларах чух ăна упрас тĕлĕшпе нимĕн те тумастпăр, чир-чĕр хăй çинчен асилтерме пуçласан çеç хыпкаланма пултаратпăр.

Хамăр сывлăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла. Пурнăç çирĕплетсе панă çак тĕрĕслĕхе районти тĕп больница ĕçченĕсем тепре çирĕплетсе пачĕç. Çак кунсенче унта «Факел» ятпа çĕнĕ клуб ĕçлеме пуçларĕ.

- Эпир çутнă çутă районти ытти клубсен çулне те çутатпăр, - тет ун пĕлтерĕшĕ пирки çак клуба йĕркелекенĕ, поликлиника заведующийĕ Е.Н. Семенова – клуб универсаллă шутланать, чи пĕрремĕш вырăнта пурпĕрех сывлăха упрасси, çирĕплетесси пулать.

- Сывлăхран хакли çуккине эпир, медицина ĕçченĕсем питĕ лайăх пĕлетпĕр. Пирĕн клуб сывă пурнăç йĕркин  центрĕ пулса тăтăр, - тет ку клуб пирки районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов.

Мĕн çинчен калаçаççĕ унта? Мĕн тăваççĕ?

Пĕрремĕш занятире вара кун йĕркинче çак ыйтусем пулнă: гимнастикăпа остеохондроза «хĕнетпĕр», ĕçлĕ çынсене валли кĕске вăхăтрах хатĕрлемелли апат-çимĕç («Долголетие салат»), фиточай.

Пĕрремĕш заняти медицина ĕçченĕсене килĕшрĕ. Малалла вăл кашни юн кун пулать.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 ноября 2004
00:00
Поделиться