Выставкăна килсе курăр
Районти историпе краеведени музейĕн фойинче тĕрлĕ выставкăсем нумай йĕркелеççĕ. Кунта паллă художниксен, алĕç ăстисен ĕçĕсемпе те паллаштараççĕ.
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче унта хамăрăн чаплă ентешĕмĕр, легендарлă космос геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май йĕркеленĕ сăн ÿкерчĕксен выставки уçăлчĕ. Вăл – «Притяжение Родины» ятлă. Çак выставкăна йĕркелемеЧăваш наци музейĕн фончĕн тата В. Исаев, В. Шемаров, Г. Верблюдов, Н. Зверев фотокорреспондентсен хăйсен архивĕсенчи сăн ÿкрчĕксемпе усă курнă. Пĕтĕмпе 55 ĕç. Сăн ÿкерчĕксенче Андриян Николаевăн ачалăхри кунĕсем, космоса вĕçни, Чăваш Республикине тĕрлĕ çулсенче килсе кайни, республика ертÿçисемпе, тăванĕсемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулни – пурте пур. Пĕтĕмлетсе каласан, унăн кун-çулĕпе, пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашма пулать.
СССР летчик-космонавчĕ, авиаци генерал-майорĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, Чăваш Республикин, нумай ют çĕршывсен хисеплĕ гражданинĕ, А.Г. Николаев пирĕншĕн кашниншĕн хăйĕн мухтавлă та паттăр ĕçĕпе, чăн-чăн патриот пулнипе ырă тĕслĕх пулса тăрать. Унăн ячĕпе урамсемпе колхозсем, шкулсем, астрономи объекчĕсем хисепленсе тăраççĕ. Муркаш районĕнчи ача-пăча библиотекине тата Калайкассинчи вăтам шкула ун ятне панă.
Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем çак выставкăна классемпе кунсеренех килсе тăраççĕ, сăн ÿкерчĕксемпе çав тери кăсăкланса паллашаççĕ. Уйрăмах арçын ачасен интересĕ пысăк.
Çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парасси вĕрентÿ вăхăтĕнче те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те кунсерен пулса пымалла. Районта А.Г. Николаев 75 çул тултарнине халалласа ирттерекен сăн ÿкерчĕксен выставки те ку тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх, çирĕп сывлăхшăн тăрăшса умри тĕллевсене пурнăçлани – акă мĕн пулмалла паян малти вырăнта. Уйрăмах çамрăксене çак енсене алла илме хăнăхтармалла, çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсене ÿстермелле. Ачасем А.Г. Николаев тĕслĕхĕпе ÿсчĕр тесен, вĕсен летчик-космонавтăн пурнăçĕпе мухтавлă ĕçне-хĕлне лайăх пĕлсе тăмалла.
Хальхи вăхăтра база шкулĕсене автобуссемпе тивĕçтернĕ. Выставка музейра пĕр уйăх ĕçлет. Çак тапхăрта кашни шкул ачи унпа паллашасса, педагогсем çак ĕçе çирĕп пурнăçласса шанас килет.