Моргаушский муниципальный округ

Республика представителĕсем техника управĕпе паллашаççĕ

 

Ноябрĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕ вĕçленчĕ. Кун тăршшĕ 7 сехет те 59 минут. Ыран Михаил кунĕ. Хĕл ларма вăхăт. Çакна çирĕплетсе юлашки кунсенче çĕр пичĕ те çÿхен шурĕ юрпа витĕнчĕ. Ку таранчченех туман ĕçсем вара юр айне пулса çурхи шывпа юхас хăрушлăх тухса тăчĕ. Кама хăратать, шухăшлаттарать çакă, камшăн вара ик айкки те тăвайкки. Çак виçевпе паллашма иртнĕ юн кун, ноябрĕн 17-мĕшĕнче, районта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин патшалăх техника надзор управленийĕн тĕп специалисчĕсем Анатолий Ильич Ильин тата Андрей Михайлович Столяров пулчĕç. Вĕсем çăвĕпе çĕр ĕçченĕн аллинче пулнă, ĕçленĕ ял хуçалăх техникине юр айне пăрахса хăварас мартан епле ĕçленипе  паллашма «Оринино», «Восток», «Передовик», «Лидер», «Герой», «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе «Моргаушскагропромхими» акционерлă обществăра пулчĕç. Сăмах май, республика шайĕнчи çакнашкал тĕрĕслев пирĕн районтан пуçланчĕ. Тĕрĕслевçĕсем вырăнсенче пулса аякри куçсемпе мĕн курнипе çывăхрах паллашар-ха.

«Оринино». Хуçалăхри ял хуçалăх техники икĕ уйрăмра – Орининта тата Атапайĕнче – вырнаçнă. Тĕп мехпаркра – Патаккассинче – тирпейлĕ управа лартнă техника çивитти айĕнче мар пулсан, Атапайсем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ уй-хир ĕçĕсене хутшăннă техникăна ятарлă çивиттисем айĕнче упраççĕ. Апла-и, капла-и, анчах кашни техникăннех ураписене сăрланă-шуратнă, пиççиххисене пушатнă-вĕçертнĕ, тутăхакан пайсене техника çăвĕ е солидол сĕрнĕ, шлангсене полиэтилен хутпа чĕркесе çыхнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче управа лартса çитереймен КИР-1,5 тата «хир карапĕсен» техника çăвĕ перĕнмен шкифĕсем курăнчĕç пулин те, тĕп паркра пĕтĕм тракторсемпе  автомашинăсем гаражра пулни, комбайнсен жаткисен çĕççисене çулланă хыççăн рубероидпа е резина шиферпа картлани, управа вырнаçтарнă техника таврашĕнче хăш-пĕр çĕрти пек çум е йывăç хунавĕсем пулманни хăнасенче ырă туйăм çуратрĕ.

«Моргаушскагропромхими». Хăйĕн ĕçĕпе республикăра та ырă енчен палăракан предприятире асфальт лаптăкра пĕр ретре ларакан çуса тасатнă тата сĕрнĕ-çулланă пресс-подборщиксемпе плугсем, хире тислĕк сапаламалли тата ял хуçалăх культурисен чирĕсемпе, сăтăрçисемпе кĕрешмелли агрегатсем «Моргаушскагропромхими» ĕçченĕсем кăçалхи ĕçсемпех çырлахманнине, малашлăхпа пурăннине çирĕплетеççĕ. Ытти хуçалăхсенче хальлĕхе тĕл пулаймарăмăр пулсан, кунта техника юсамалли мастерскоя ăшă та янă  ĕнтĕ.

«Передовик». Сывлăшра юр пĕрчисем вĕлтĕртетеççĕ ĕнтĕ. Москакассинчи машинăпа трактор паркĕнче «каях юличчен» тесе-тăр территорие çумран тасатма пуçланă. Ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан çак ĕçре кая юлнă Москакассисем ял хуçалăх техникине те çĕр проценчĕпех ятарлă тĕревсем çине вырнаçтарайман, БДТ та управа ларсах çитеймен. Юсав мастерскойĕ сивĕ. Кунта техникăна юсама куçарса çÿремелли электричество çутипе (переноска) çеç усă курни те юсавçăсем валли ĕç условийĕ çителĕксĕррине кăтартать. Енисей-1200 «хир карапĕн» çутă штокĕсем, резина шлангсене полиэтилен хутпа чĕркеменни техникăна управа лартассипе ĕçсем вĕçленменнине кăтартаççĕ. Çав вăхăтрах управа илемлĕ вырнаçтарнă культиваторсем ĕçлесен ĕç пулнине çирĕплетеççĕ.

«Восток». Техникăна управа лартнипе хуçалăхăн тĕп инженерĕ Ю. Михайлов паллаштарчĕ. «Хуçалăхра йывăрлăхсем умĕнче алă усманни кунта малашлăхпа пурăннине кăтартать», - терĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче А. Ильин. Йывăçсем айне вырнаçтарнă комбайн жаткисем çулçăпа тулса ларнă пулсан та, сеялкăсем патне çитсен... Мулкачкассисем сеялкăсен сошникĕсене вĕçертсе тата сÿресене юсава кĕртнĕ те. Пĕтĕмĕшле юсава кĕртме хатĕрленĕ сеялкăсем те пур. Кунта, тĕрĕсрех каласан, юсав пуçланнă та ĕнтĕ. Культиватор лапписем тĕлĕшпе юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ те. Хуçалăхра юсав ĕçĕсене Çĕнĕ çулччен вĕçлеме тĕллев лартнă. Юсавпа виçĕ çын ĕçлет. Вĕсен ĕç хакĕсем паллă.

«Лидер». Ĕçлекенĕн ĕç лавĕ вырăнта тăманнине кăçал чикĕллĕ яваплăхлă çак обществăра (унччен «Дружба» хуçалăх) яр уççăнах курма пулать. Иртнĕ çулсенче техникăна упрасси пирки маннă Ярапайкассисемпе Сыпайкассисем кăçал çĕнĕ хуçа Э. Мочалов ертсе пынипе çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнă: ытти çулсенче пылчăкран та уйăрмасăрах  юр айне пулнă техника кăçал ятарлă пĕр вырăна пухăннă. Октябрь вĕçĕнче пулнă тĕрĕслевре кунти инженери служби техникăна пĕр çĕрелле пухассине çĕр шăнтсан тума шантарнине шăнтичченех майлаштарма ĕлкĕрнĕ.

- Ку хуçалăхра виçĕ çул каялла тата халĕ пулса курнă тăрăх лару-тăрăва çĕрпе пĕлĕт тесе хаклама пулать. Ярапайкассисем малалла туртăннă пулин те, пурнăçламалли ĕçĕсем те хальлĕхе пайтах: машинăпа трактор паркĕн планĕпе ĕçлемелле, «хир карапĕсен» двигателĕсене юр-çумăр лекесрен витмелле, вĕçертмен-пушатман пиççиххисем, сип-симĕс калчаллă жатка ĕç финишĕ инçетрине кăтартаççĕ, - терĕ машинăпа трактор паркĕпе паллашнă хыççăн ЧР Ял хуçалăх министерствин патшалăх техника надзор управленийĕн тĕп специалисчĕ А. Столяров.

«Герой». Çăмăл автомашина Шурчари машинăпа трактор паркĕ патне çитсе чарăнсанах министерство ĕçченĕсем «Ку паркра йăлтах йĕркеллĕ пулас» терĕç. Тĕрĕсоев куçпа пĕрре пăхсах хак панине çирĕплетрĕ кăна. Шурчасен, пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ, паркра техникăна лартмалли план пур. Çавăнпа ĕнтĕ кунта вăл е ку техникăна шыраса хăшкăлмастăн. Кунсăр пуçне Шурчасен пĕтĕм кăткăс техники çивитти айĕнче çĕкленсе ларать. Ĕçлев узелĕсене тутăхасран сăрланă, пиççиххисене пушатнă е вĕçертнĕ, управа лартнă «хир карапĕсене» хĕл каçа юсама ГОСТпа ыйтнă пек «хывăнтарнă».

- Ку СК-5М-1 комбайн кăçал ĕçлесе-и? - ыйтрĕ министерство тĕрĕслевçи А. Ильин.

- Виççĕмĕш вырма ирттерчĕ, - хуравларĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ В. Леонтьев.

- «Хир карапĕсене» кунашкал тирпейлĕ управа лартни сайра пулакан ÿкерчĕк. Çивиттиллĕ вырăн пысăк лаптăк та йышăнмасть, анчах йăлтах питĕ тирпейлĕ. Авă, çĕр улми копалки магазинри пек ларать. Çак лару-тăру хуçалăхра ертÿçĕ те, инженери служби те, механизаторсем те хăйсен вырăнĕнчине кăтартать, - пĕтĕмлетрĕç министерство ĕçченĕсем А. Столяровпа А. Ильин.

- Лайăх хĕл каçса çур акине йĕркеллĕ тухасчĕ, - терĕ гараж заведующийĕ А. Рыжков. Вăт ку малашлăх, паянхи ĕçсен тĕллевĕ.

«Свобода». Ял хуçалăх техникине тивĕçлĕ упраса унăн ĕмĕрне тăсассине юлашки çулсенче Кашмашсем малти вырăна кăларчĕç. Кунти пĕтĕм техника майлах паян ятарлă гаражсенче упранать. «Çивитти пур тесе вĕсене унта тасатмасăр кĕртсе лартмастпăр. Техникăна упрассине ГОСТпа килĕшÿллĕн тăватпăр. Çулленех 100-шер пин тенкĕ тÿлесе çĕнĕ техника туянса ăна çумăр айĕнче лартса тутăхтарасси-çĕртесси çĕр ĕçченне кирлĕ ĕç мар», - терĕ гаражсем тăрăх илсе çÿренĕ май П. Толикин завгар.

Пĕтĕмлетÿ. Çала çав, техникăна упрама йывăр, анчах ăна çĕнĕрен туянма татах йывăртарах. Çавăнпа техника упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла та. Министерство ĕçченĕсем пулса курнă хуçалăхсенчен Шурчасем, Орининсем, Кашмашсем, «Моргаушскагропромхимисем» çак тимлĕхе хăйсен кулленхи ĕçĕ тесе шутланине тата çав ĕмĕтпе ĕçленине ырларĕç. Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ. Таврара вара юр çăвать, юр çăвать, хура çĕре шуратать...



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
20 ноября 2004
00:00
Поделиться