Пĕтĕмлетÿсем тума, малашлăха пăхма
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе кĕтÿре çÿретме пăрахса витесенче тытса усрама тытăнни, хĕллехи тапхăр рационĕ çине куçарни иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи фермăсем хĕллехи тапхăра пĕр пек шайра тата условисенче кĕмерĕç. Паянхи лару-тăру тата малашлăх та чылай çĕрте уçăмлатусем кĕтеççĕ.
Çитес юн кун, ноябрĕн 24-мĕшĕнче, районта выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕрлĕхлĕ кунне ирттереççĕ. Район администрацийĕн представителĕсем çав кун пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пулаççĕ, фермăсене çитсе курса ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, лару-тăрупа тĕплĕ паллашаççĕ, кăçалхи вунă уйăх итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалли тапхăрта туса ирттермелли мероприятисен комплексне фермăсен ĕçченĕсемпе пĕрле уçăмлатаççĕ.