Район ятне çÿлте тытаççĕ
Районти çар комиссариачĕ юлашки çулсенче РФ Хĕç-Пăшаллă вăйĕсене çар службине контрактпа ярас тĕлĕшпе активлă ĕçлесе пырать.
Çарпа хĕсмĕтре тăрасси кирек хăçан та чыслă та пархатарлă тивĕç пулнă. Вăл арçынсене хăюлăхпа паттарлăха, хăйсем тĕллĕн тĕрĕс йышăнусем тума, палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе вĕçне çитиччен çине тăма вĕрентнĕ. Çар службинче пулни çыннăн дисциплинине вăйлатать, унра патриотизм туйăмне, кирек хăçан та Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пуласлăха çирĕплетет.
Яшсем хĕсметре пулнă хыççăн киле таврăнса ĕçе вырнаçаççĕ. Нчах та, хăшĕ-пĕрисем хăйсен специальноçĕпе килĕшнĕ ĕç тупаймаççĕ. Шăпах вĕсем ĕнтĕ районта ĕçсĕррисен хисепне ÿстереççĕ, ытти регионсене сезонлă ĕçсене кайнипе кăна пурăнкалаççĕ.
Кун пек чух вăхăтлăх ĕç паракансем ĕç кĕнеки çине те ним те çырса хумаççĕ, стаж та пулмасть. Анчах та, çулсем питĕ хăвăрт иртеççĕ, çаплипех пенси çине кайма та вăхăт çитет, ĕç стажĕ кирлĕ пулать. Çамрăксем вара ун пирки шутламаççĕ. Нумайăшне çакă пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ пенси валли ĕç стажĕ çитмест.
Çар служащийĕсен ку тĕлĕшпе лару-тăру пачах урăхла. Контрактпа 20-25 çул службăра пулсан 40-45 çулсенче тивĕçлĕ канăва тухатăн. Кун пек чух пенси виçи те пĕчĕкех пулмасть, çемьене усрама çитет. Анчах та унччен вара çар службинче пулакан мĕн пур йывăрлăхсене (пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿрени, çывăрман каçсем, дежурствăсем, йăлара хăтлăх тивĕçлĕ шайра пулманни) тÿссе ирттерме тивет. Анчах та вĕсем чăн-чăн патриотсемпе хăюллă çамрăксене пĕрре те хăратмаççĕ, пачах урăхла, вĕсен кăмăлне çирĕплетеççĕ кăна.
Муркаш районĕнчен контрактпа çар службине каякансем сахал мар. Акă, пĕр тĕслĕх. А.Н. Филиппов лейтенант Хорнуй ялĕнчен. Çар службинчен таврăннă хыççăн пĕр çулталăк хушши ниçта та хăйĕн специальноçĕпе ĕç тупайман. Авланнă, ачи те пур. Анчах пурăнма вырăн çук. Çемьене тăрантармалла. РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче пулнă чух службăри пулсан та, çав хваттерте пурăннă, мăшăрĕ ĕçленĕ, ачи ясли-сада çÿренĕ. Унтан киле таврăннин сăлтавĕ пирки вăл нимĕн те каламарĕ. Анчах та тепĕр çултан каллех контрактпа çар службине кайрĕ. Халĕ вăл Мускав облаçĕнче, хăтлă хулара унăн çемйи пурăнать, хăй те кăмăллă, районти çар комиссариатне тав туса çырусем çырать. Кун пек тĕслĕхсем пĕрре кăна мар илсе кăтартма пулать. 2003 çулта кăна виçĕ офицер тата пĕр прапорщик контрактпа çар службине кайрĕç.
Я.Л. Яковлев аслă сержант тата Д.В. Осипов рядовой çар службине сержантсемпе салтаксен должноçĕпе контрактпа кайрĕç.
Призыв йĕркипе хĕсмете каякансем те кайран контрактпа малалла службăра тăма юлаççĕ.
Хальхи вăхăтра РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче контрактпа çаксем службăра тăраççĕ: Я.Л. Яковлев аслă сержант, Анаткас Апаш ялĕнчен, вăл контракт срокне виçĕ хутчен тăсрĕ, Чечен тата Таджикистан республикисенчи çапăçусене те хутшăнчĕ* Катăкуйĕнчи Д.В. Осипов рядовой контрактпа çар службинче Чечен Республикинче тăрать. Хăйсен çар тивĕçне чыслăн та пархатарлăн пурнăçлакансене татах та нумай илсе кăтартма пулать.
Паллах, офицера укçа прапорщикран, е сержантран, е салтакран нумайрах тÿлеççĕ. Анчах та, сержантсемпе салтаксене, вĕсем лайăх специалистсем пулсан, хушса тÿлеççĕ. Хальхи вăхăтра контрактпа çар службинче тăракансен ĕç укçин виçи çапла:
- офицерсен – лейтенантран капитана çитиччен – 4000-1000 тенкĕ таран*
- прапорщиксен – прапорщикран пуçласа аслă прапорщиксен – 4000-8000 тенкĕ таран*
- сержантсемпе салтаксен – 3000-6000 тенкĕ чухлĕ.
Унсăр пуçне, тÿлевсĕр обмундировани параççĕ тата апат çитереççĕ.
Хавшак кăмăллисене çар служби хăратать пулсан, вăйлисемпе хăюллисене вăл чăн-чăн арçын пулма пулăшать, кăмăлĕсене çирĕплетет.
Районти çар комиссариачĕ запаса тухнисен ретĕнчен – офицерсемпе, прапорщиксене, сержантсемпе салтаксене суйласа илсе çав должноçсемпех контрактпа тĕрлĕ çĕре çар службине ярать. Çавăн пекех прапорщиксен шкулне тата офицерсем хатĕрлекен 10 уйăхлăх курса вĕренме кайма кандидатсем суйлать.
Хĕсмĕтрен таврăннă, аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ пур граждансем контрактпа çар службине тÿрех прапорщик должноçĕпе кайма пултараççĕ, вĕсене «прапорщик» званине параççĕ.
Хисеплĕ салтаксемпе сержантсем, прапорщиксемпе офицерсем! Енчен те эсир запаса тухнă, 35 çула çитмен пулсан, сире районти çар комиссариачĕ Раççей Федерацийĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсене контрактпа çар службине кайма сĕнет.
Хăвăра çак енĕпе интереслентерекен ыйтусемпе эсир районти çар комиссариатне пыма е çак телефонсемпе ыйтса пĕлме пултаратăр: сержантсемпе салтаксем 2-13-84 номерпе (Раиса Аркадьевна Федороваран), офицерсемпе прапорщиксем 2-10-58 номерпе (Вениамин Ермолаевич Андреевран).
РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче кĕтеççĕ сире!