Моргаушский муниципальный округ

Пушарсем тимлĕхе ÿстерме ыйтаççĕ

 

Муркаш тăрăхĕ, тав турра, çĕр чĕтреннипе, шыв илнипе е çут çанталăкăн ытти пысăк инкекĕсемпе аптăрамасть. Пирĕнтен кашнинех хăратакана «хĕрлĕ автан» вара кулленех çивĕч сыхăра тăмаллине аса илтерсех тăрать. Анчах... Пĕтĕмĕшле çак лару-тăрăва пĕлсе тăратпăр пулин те, хăшĕ-пĕрисем час-часах элементарлă тимлĕхе çухататпăр, «хальлĕхе юрĕ-ха, иртĕ-ха» тесе сисчĕвлĕх çине алă сулатпăр, кайран вара – чавса çывăх та çыртма çук.

ЧР Президенчĕн тата Правительствăн тăрăшулăхĕпе юлашки çулсенче районта çут çанталăк газĕпе ытларах усă курма пуçларĕç. Çакă пушар тухаслăх çине те хăйне евĕр витĕм кÿчĕ. Унчченхи вăхăтра кăмака хутнă чухнехи асăрханусăрлăха пула тухнă чылай пушарсен вăхăчĕ хыçа юлчĕ, çавна май тата профилактика ĕçне ÿстернĕрен Муркаш енче те пушар тухаслăх чылай чакрĕ. Çапах çак лару-тăрура пушар хăрушсăрлăх тимлĕхне тата пушар хуралне куллен тухакансен ĕçĕсене хăй еккипе ямалла мар. Çак сăмахсене юлашки кунсенче пулнă пушарсем те çирĕплетсе параççĕ. Акă, ноябрĕн 12-мĕшĕнче Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Д. Филимонов хуçалăхĕнче никам пăхмасăр чĕртсе хăварнă газ плитине пула пурăнмалли çуртпа пурлăх кĕлленчĕ.

Октябрĕн 31-мĕшĕнче Ильинкăри В. Арсентьев инвалид çуртĕнче кил хуçи уçă çулăмпа асăрханусăр пулнипе тухнă пушар ведомствăлла кашни пушар хуралнех асăрхаттарупа пырса тивет. 45 çулхи арçыннăн пÿртĕнче 10 сехетре тухнă пушара  сÿнтерме 2 километрта вырнаçнă «Хлебороб» хуçалăхăн пушар машини хурал вырăнта пулманран çийĕнчех çитмен пирки инвалид арçын, пÿртрен тухнă пулин те, пÿрт çумĕнче  «хĕрлĕ автан» серепинчен хăтăлайман. Çав вăхăтрах ку пушара сÿнтерме пуринчен малтан 12 километрта вырнаçнă Мăн Сĕнтĕрти пушар хуралĕ çитрĕ, ун хыççăн - 30 километрти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ. Çапла вара вырăнта пушар хăрушсăрлăхĕ çине алă сулни çын пурнăçне татрĕ (вăхăтра çитнĕ пулсан, çак инкекрен хăтăлма пулатчĕ-тăр), вуншар пин тенкĕлĕх кил хуçалăха, пурлăха кĕллентерчĕ. Çак инкеке районти ытти ведомствăлла пушар хуралĕн хуçисемпе хуралта ĕçлекенсем тĕрĕс хакласса кĕтетĕп.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
17 ноября 2004
00:00
Поделиться