Малти вырăнта – халăх йăли-йĕрки
Районти культура пайĕ халăх йăли-йĕркине упраса хăварса вĕсене малалла аталантарассишĕн нумай тăрăшать. Çакă паянхи çамрăк ăрушăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Районти искусство шкулĕн Муркашри тата Ярославкăри филиалĕсенче ачасене хорпа халăх юррисене юрлама вĕрентеççĕ, вĕсен илемлĕхĕпе тата пуянлăхĕпе паллаштараççĕ. Муркашри ачасен хорĕ иртнĕ çулта республикăри конкурсра лауреат ятне те тивĕçрĕ.
2004-2005 вĕренÿ çулĕнче вара Мăн Сĕнтĕрте, районти ачасен искусство шкулĕн филиалĕнче ачасене хорпа юрлама вĕрентекенсен класĕ уçăлчĕ. Ăна ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.И. Захарова ертсе пырать. Унта 20 ача ытла çÿрет, занятисем «Тополек» ача садĕнче иртеççĕ. Ачасем ют çĕршыв, вырăс, чăваш композиторĕсен хайлавĕсемпе паллашаççĕ, темиçе сасăпа юрлама хăнăхаççĕ, фортепианăпа калама вĕренеççĕ, урăхлакаласан хăйсен культурине аталантарса пуянлатаççĕ.