Моргаушский муниципальный округ

Каллех 1 вырăн йышăннă

 

Мăн Сĕнтĕр райповĕн коллективĕ мал ĕмĕтпе, малашлăха пăхса ĕçлет, пурнăçпа тан пыма тăрăшать. Темиçе çул хушши вăл Раççейри кооператорсен ăмăртăвĕнче малти вырăна çирĕп тытса пырать.

Акă, халĕ района каллех савăнăçлă хыпар çитрĕ. РФ Центросоюзĕн потребкоопераци ĕçченĕсем хушшисенче ялсен социаллă инфраструктурине аталантарас тата хуçалăха эффективлă ертсе пырас тĕлĕшпе ирттерекен ăмăртура 3 квартал итогĕсемпе Мăн Сĕнтĕр райповĕ 1 вырăн йышăннă.

Çак ятпа райпо коллективне ăшшăн саламлатпăр, малашне татах та пысăкрах ÿсĕмсем тума ăнăçусем сунатпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
17 ноября 2004
00:00
Поделиться