Моргаушский муниципальный округ

Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа епле лартатпăр?

 

Кĕрхи çанталăк вылянчăкне пĕлетпĕр-ха, анчах çак вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пулса курсан, чылайăшĕ хĕл çывхарни çинчен шутламанни сисчĕвлентерет. Хĕле епле кĕрсе ирттерни вара çурхи ака-суха ĕçĕсен пахалăхĕпе хăвăртлăхĕ çине витĕм кÿрет. Анчах вăл хăйне май пулмасть: хĕле епле кĕрсе ирттересси çак тапхăра епле хатĕрленсе кĕнинчен те килет. Хатĕрленÿ тенине ĕç фронтне кĕртетпĕр. Сăмах техника çинчен пынăран хĕллехи тапхăрта ăна юсама халĕ условисем туса туса хăварни пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх ĕçĕсене явăçтарнă техникăна хĕллехи управа вăхăтра лартни те кунта кайри ретре мар. Иртнĕ эрнере, ноябрĕн 5-мĕшĕнче, эпир «Свобода», К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис., Ленин яч. хис., Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсенче пулса вĕсенчи машинăпа трактор паркĕсем хĕле епле хатĕрленнипе, техникăна хĕллехи управа епле лартнипе паллашрăмăр. Тÿрех каламалла, савăнмалли-пăшăрханмалли куç умĕнчех пулчĕç. Сăмаха ырринчен пуçлар.

Техникăна хĕллехи управа лартассипе епле ĕçленипе паллашнă май чылай çĕрте ĕнер çеç питĕ кирлĕ пулнă техника çинчен унăн хуçисем (трактористсемпе инженерсем) манни курăнать. Ку хутĕнче апла пулмарĕ, Муркашрисĕр пуçне.

- Эсир килни лайăх, сирĕнпе пĕрле хамăр та лару-тăру çине çĕнĕ куçпа пăхатпăр, - терĕç техникăна хĕллехи управа лартнипе паллаштарма пуçланă май «Свобода» хуçалăхăн тĕп инженерĕ И. Скворцов тата гараж заведующийĕ П. Толикин. Гараж заведующийĕ тени кунта питех те вырăнлă пулнине палăртса хăварар. Урăхла ку хуçалăхра пулма та пултараймасть тейĕн, мĕншĕн тесен хуçалăхри ял хуçалăх техникин тĕп пайĕ гаражсемпе ангарсенче ларать. Унта çитсе кĕрсе курсан «çивитти пур та» тесе техникăна унта ячĕшĕн çеç кĕртсе лартманни те куç умне тухрĕ: кашни техникăна çуса тасатнă, сăнчăрсене пушатнă, юсамаллисене кăларса илнĕ е вĕçертнĕ, тутăхасран çулланă-сăрланă, çĕклентерсе лартнă – хĕл кунĕсенче те кашнин патне алă çитме пултарать. Урамра юлнă плугсемпе культиваторсем те нумай хуçалăхри пек çĕр çинче «ĕçре» лармаççĕ: вĕсене ятарлă вырăнсенче юпасенчен çĕклентерсех хĕл каçма вырнаçтарнă. Ыранхи кунпа пурăнакан Кашмашсемпе Çатракассисем техникăна хĕллехи управа лартма ятарлă бригада йĕркеленĕ. Вĕсен ĕçĕ паян куç умĕнче.

«Свободăпа» кÿршĕллĕ К. Иванов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативне çитсен вара... «Пуян» Ятмансене çитес çул техника кирлех те мар пуласси курăнчĕ. Çакна сеялкăра юлнă тырăна шăшисем вакласа тултарни тата пĕр сеялкăран куç умĕнчех шăши тухса тарни те çирĕплетсе параççĕ. Хуçалăхăн 5 «хир карапĕ» шутланса тăрать пулсан, пиллĕкмĕшĕн «скелечĕ» кăна паркра юлнă, хальлĕхе пĕр комбайнне çеç управа лартнă пекки тунă. Парк варринче - ĕненетĕр е çук – месерле выртакан виçĕ корпуслă плуг (пире ертсе çÿренĕ Л. Порфирьев В. Бельский трактористăн терĕ), «хир карапĕсем» çинчи ешĕл калча, сеялкăсенчи пекех комбайн бункерĕнчи 3-4 михĕлĕх тырă Ятмансемпе Очăкассисем хĕл çывхарнине ĕненменнине тата техникăна упрасси çине алă сулнине кăтартаççĕ. Парк территорийĕнче вăрман пек кашлакан çум пĕрремĕш çил-тăман хыççăнах çывăхри техникăна хулăн юр айне тума шантарать. «Хуçалла» ĕçлекенсем вара техникăна хĕллехи управа лартассипе ĕçленине питех те çителĕксĕр тесе хакламалла.

К. Иванов яч. хис. хуçалăх пирки калаçнă чух çакна та палăртса хăвармалла: Михаил кунĕ çывхарать пулин те, Ятмансемпе Шупуçсен вырма вĕçленмен (урпа пучахĕсем анлă хирте пуç усса лараççĕ), хирте хĕвел çути курайман çĕр улми те пур т. ыт. те.

Шетмĕпуçĕнче пулсан вара (Мичурин яч. хис. хуçалăх) Ятмансемпе кунти ĕçе çĕрпе пĕлĕт тесех хаклама пулать. Çунă, сăрланă, тутăхасран çу сĕрнĕ комбайнсем пĕр ретре ларни, ытти техникăсене те сăрлани-шуратни тата пĕр вырăна (ку вырăна вĕсем кăçалах мехпарк территорине куçарас ĕмĕтлĕ) пухса лартни Шетмĕпуçсем ыранхи кунпа пурăннине кăтартать. Пĕр пек условисенчех ĕçлесен пулать иккен.

Ĕçлекен пĕр вырăнта тăманни Ленин яч. хис. хуçалăхра та куç айккине юлмарĕ. Кунти техника икĕ уйрăмра (Хорнуй тата Шаптак) вырнаçнă. Хорнуйĕнче техникăна управа лартассипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ пулсан, Шаптаксен ĕçлемелли пур-ха. Уйрăм ертÿçи Н. Скворцов техникăна управа тирпейлĕн лартма майсем пуррипе тата çав тĕллевпе ĕçленипе паллаштарчĕ.

Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра пулсан пурин те куç-пуç алчăрса кайрĕ. кунта, хуçисенне пĕлместпĕр те, тĕрĕслекенсен пит хĕрелчĕ-хĕрелчех. Хирте ешĕл калчапа витĕннĕ пуçтарман улăм, йĕтем çинче сип-симĕс выртакан «отход», кунтах пыльчăкран тасатмасăр çумăртан çивитти айне пытаннă СК-5 «Нива», илемлĕ асфальт çинче вырăншăн «çапăçакан» юрăхлă техникăпа тимĕр-тăмăр, çав вăхăтрах çум айне урлă-пирлĕ ларнă сеялкăсем Муркашра Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреевич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра çĕнĕ хуçасем хуçалла епле пурăннине питлеççĕ. Кунта урăх мĕнех калăн; Таврана «шурă шăнасем» киличчен улшăнусем пулĕç-ши? Пуласса кĕтетпĕр-ха та...



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
13 ноября 2004
00:00
Поделиться