Моргаушский муниципальный округ

Пахалăх – ăнăçу çулĕ

 

ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикин Президенчĕн пахалăх тĕлĕшĕнчи премийĕсене çирĕплетесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн Пахалăх кунне ирттереççĕ.

Пирĕн тĕп тĕллев – вырăнти производствăра туса хатĕрлекен уйрăмах ыйтакан таварсене халăха туянма явăçтарасси, пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсемпе апат-çимĕç туса кăларакансен имиджне çĕклесси.

Районти потребитель рынокĕ – пирĕн тавар туса кăларакансен тĕрлĕ енлĕ услугисем – «Муркашри сĕт завочĕ» ОАО, «Муркашри кирпĕч завочĕ» ОАО, «Сундырь-хлеб» ООО т. ыт. те, çавăн пекех культура тĕлĕшĕнчен тивĕçтерессин, таварсемпе услугăсен пахалăхне лайăхлатассин шайне ÿстерес тĕлĕшпе ирттерекен республикăри тата районти конкурссене яланах хутшăнакан Мăн Сĕнтĕрпе Муркаш райповĕсен ĕçченĕсем.

Пĕр тикĕс те малалла аталанакан экономикăна çĕнĕрен те çĕнĕ идейăсем, мал туртăмлăх кирлĕ. Акă, пурнăç уттипе тан пырса тата хăйсен конкуренчĕсенчен кая юлас мар тесе, «Сундырь-Хлеб» ООО хăй хатĕрлекен продукци ассортиментне çулленех çĕнетсе тата анлăлатса пырать, вăл вара ытти тавар туса кăларакнсен çавăн евĕрлех продукцине пахалăхĕпе те, хисепĕпе те чылай чухне ирттерет. Паян, сăмахран, предприяти 150 ытла тĕрлĕ пысăк пахалăхлă продукци хатĕрлет: çăкăр-булка изделийĕсем, сушка, макарон, сухари, кондитер изделийĕсем, пылак шывсем т. ыт. те. «Муркашри сĕт завочĕ» ОАО та 20 ытла тĕрлĕ пысăк пахалăхлă продукци туса кăларать.

Потребкоопераци сфери районти халăх уйрăмах ыйтакан таварсене чи малтанах «Куллен кирлĕ таварсем» типлă магазинсем урлă тивĕçтерет. Рынок экономикин требованийĕсене шута илсе, вĕсем тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ кăна мар, ытти услугăсем те параççĕ (сĕт уйăрасси, тырă-кĕрпе авăртса парасси, кантăк касасси, çĕçĕ хăйăрасси, кивĕ хут тата ытти чĕр тавар йышăнасси, чей сĕтелĕсемпе тивĕçтересси, ветаптекăсем, аптекăсем, библиотекăсем йĕркелесси, фото, ритуал услугисем т. ыт. те). Услугăсен пахалăхĕ те, вĕсен кăмăлне мĕнле çырлахтарни те потребительсене тивĕçтерет.

Çапла вара, пахалăх – ăнăçу патне утмалли çул-йĕр тени чăнлăхпа килĕшсе тăрать.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
13 ноября 2004
00:00
Поделиться