Хĕрарăмсен ĕçсĕрлĕхне чакарассишĕн тăрăшатпăр
Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтанах ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăнă. Çак ырă енсем ăруран ăрăва куçса пынă. Амăшĕсем хĕрĕсене мĕн пĕчĕкрен кил-тĕрĕшĕнчи ĕçсене пурнăçлама, тĕрлĕрен алă ĕçĕсене вĕрентнĕ. Урăхла каласан хĕрĕсене, пулас амăшĕсене, пурнăç çулĕ çине кăларма хатĕрленĕ. Хĕрсем çитĕнсе çитсен çунат сарса хăйсен йăвине çавăрнă, мăшăрланса ача-пăча ÿстернĕ. Революциччен хĕрарăмсем обществăлла производствăна ытлах хутшăнман, çемьери пурнăçа йĕркелесе тăнă.
Самани улшăннă май хĕрарăмсене та арçынсемпе пĕр тан права панă. Мĕнле профессипе кăна ĕçлемеççĕ паян хĕрарăмсем дояркăран пуçласа космонавт таран çĕкленчĕç, вĕсем. хăйсен прависене хастар ĕçпе çирĕплетрĕç. Мĕнле професси суйласа илесси кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Анчах та вăхăт улшăннăçемĕн ĕç рынокĕнче те вăл е ку професси çыннисем ытларах кирлĕ пулаççĕ. Сăмахран, паян районта пур çĕрте те аслă пĕлÿллĕ, «1С бухгалтерия» программăпа тата ПЭВМ операторĕнче ĕçлеме пултаракан бухгалтерсене хаваспах ĕçе йышăнаççĕ. Тепĕр специалиста вара, аслă пĕлÿ илнĕ пулсан та, ĕçе вырнаçма йывăр, ирĕксĕрех ĕçпе тивĕçтерекен центрта учета тăма тивет.
Районта паян ĕçсĕр хĕрарăмсем нумай-и, мĕнле пулăшу парать вĕсене ĕçпе тивĕçтерекен центр ку тĕлĕшпе; Çакăн çинчен каласа пама кăмăл турĕ паян районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Тамара Афанасьевна Антонова:
- Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче хĕрарăмсем ĕç айне путни çинчен çивĕч дискуссисем сахал мар пулса иртрĕç. Çав вăхăтрах «Хĕрарăмсене каялла çемьене тавăрмалла», вĕсене «производствăри йывăр ĕçсенчен хăтармалла» тесе чĕнсе каланисем , лозунгсем те пулчĕç.
Унтанпа çав тери нумай вăхăт иртрĕ. Пирĕн пурнăçра, обществăри хутшăнусенче юлашки 15-20 çул хушшинче чылай улшăнусем пулса иртрĕç. Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕ те ĕçлеслĕх çине хăйĕн витĕмне кÿчĕ. Паян вара пире хĕрарăмсене йывăр ĕçрен хăтарасси, вĕсен черчен хулпуççийĕ çине ĕçри йывăрлăхсем ан ÿкчĕр тесе тăрăшасси мар, пачах урăххи канăçсăрлантарать.
Ку вăл – хĕрарăмсем хушшинче ĕçсĕррисен хисепне чакарасси, вĕсене хăйсен пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе, вăй-халĕпе кирлĕ çĕрте усă курма майсем туса парасси, пулăшасси. Урăхла каласан, вĕсене ĕçпе тивĕçтересси.
Ĕç - пурнăç тыткăчи, тесе ваттисем ĕлĕкех ахальтен кăна каламан. Ĕçлекен çын хăйне те укçа-тенкĕпе тивĕçтерет, çемьене ку тĕлĕшпе пысăк пулăшу парать. Паянхи пурнăçа сăнасарах пăхăр-ха. Хăш-пĕр çемьесенче упăшки ниçта ĕçлемесĕр килте ларать, арăмĕ вара производствăра вăй хурать, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте е урăх отрасльте тимлет. Мĕншĕн тесен, чăваш хĕрарăмĕ ытти облаçсенчи пек ĕçлемесĕр пурăнма хăнăхман. Çавăнпа та ăна хăй суйласа илнĕ профессипе тăрăшса ĕçлеме, хăйĕн пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартма майсем туса памалла, килĕшнĕ ĕçпе тивĕçтермелле. Тепĕр енчен илсен, ĕçлекен çын кăна пурнăçра хăйне лăпкă туять, ыранхи кун шанчăкĕ те ăна канăçсăрлантарамасть. Çавăнпа та нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть хĕрарăмсене, обществăлла ĕçсене хутшăнма та, килти тивĕçсене пурнăçлама та ĕлкĕреççĕ вĕсем.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра паян камсем ытларах пыраççĕ-ха; Кам вăл ĕçсĕр çын; Кусем вĕсем, тĕпрен илсен, аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ вăтам çулсенчи хĕрарăмсем. Яланхи пекех ĕçсĕррисем хушшинче, пĕтĕмĕшле илсен, хĕрарăмсем ытларах. Хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан мĕн пур ĕçсĕррисенчен 87 проценчĕ (84 çын) – хĕрарăмсем.
Çакăн сăлтавĕ мĕнре-ха; Хĕрарăма çут çанталăк сăваплă та чыслă тивĕç панă – унăн йăха малалла тăсмалла, çуратнă ачана воспитани парса ÿстермелле. Анчах та, медалĕн те икĕ енĕ тенĕ пек, ача çуратни те хĕрарăма тепĕр енчен те пырса çапать. Ĕç паракансем ача çуратмалли çулсенчи хĕрарăмсене ĕçе илме васкамаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕçсĕррин статусне илнисенчен 40 проценчĕ паян килте декретлă отпускра ларать.
Шел пулин те, хальхи вăхăтра районта промышленность предприятийĕсенче ытларах ĕçĕ арçынсене валли. Садпа пахча çимĕç комбиначĕ те йĕркеллĕ ĕçлесе çитереймерĕ, Мăн Сĕнтĕрти пир-авăр фабрики те пĕтрĕ. Хĕрарăмсем вара ытларах йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте, суту-илÿ, обществăлла апатлану предприятийĕсенче ĕçлеççĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе предприятисемпе, учрежденисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вăл ĕç паракансене ĕç шыракансем пирки пĕлтерет, ĕçсĕр хĕрарăмсене ăçта ĕçе вырнаçма май пуррине калать.
Анчах та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, темле пулсан ĕçе илессине е илес маррине ĕç паракан – ертÿçĕ хăй татса парать. Вĕсем ытларах чухне ĕçлеме арçынсене илме тăрăшаççĕ. Çакă предприяти ĕçĕн эффективлăхĕ çине лайăх витĕм кÿрсе производствăна аталантарма пулăшать тесе шутлаççĕ. Хĕрарăмсене ĕçе илес маррине те ертÿçĕсем уççăн, тÿрех пĕлтермеççĕ, сăлтавне те каламаççĕ. Дискриминаци, арçынсене ытларах уйăрни, маларах хуни те вăрттăн пулса иртет. Çакна вĕсем предприяти интересĕсем пирки ăнлантарса, шахвăртса калаççĕ.
Ялта пурăнакансене, хулара пурăнакансемпе танлаштарсан, ĕçе вырнаçма кăткăсрах. Ялти халăха ĕçпе тивĕçтерессинчи йывăрлăхсен сăлтавĕсем те тĕрлĕрен. Пĕр енчен илсен, ĕç вырăнĕсем сахал, иккĕмĕшĕнчен – ялсем те пĕр çĕрте мар, тĕрлĕ вырăнсенче вырнаçнă. Виççĕмĕшĕнчен, пур яла та йĕркеллĕ транспорт çÿремест, автобуссемпе кайсан та яла çитме нумай утмалла. Çакă та ĕç шырассине тата урăх ялсенче ĕçе вырнаçассине йывăрлатать. Апла пулин те, эпир ĕçсĕр хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтерме тĕрлĕ майсем шыратпăр. Тепĕр чухне тăрăшни харама каймасть, хăйĕн уссине парать.
Кăçалхи 10 уйăхра районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе 62 хĕрарăм ĕçе вырнаçнă.
Хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе вĕсене вăхăтлăх обществăлла ĕçсене вырнаçтаратпăр. 2004 çулта çак ĕçсене 58 çын хутшăнчĕ. Хĕрарăмсем, обществăлла ĕçсене хутшăнса, урăх ĕç шыранă тапхăрта укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултараççĕ, çемьешĕн те, пысăках мар пулин те, çав-çавах пулăшу пулать. Унсăр пуçне, çак ĕçсенче пулса вĕсем район аталанăвне те тивĕçлĕ тÿпе хуваççĕ, ялсене тирпей-илем кĕртсе вĕсен сăн-сăпатне хитрелетеççĕ.
Ĕçсĕрлĕх проблемине татса парас енĕпе професси ориентацине пани, вĕренсе професси илме пулăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе те эпир тĕллевлĕ ĕçлесе пыратпăр. Профориентаци кабинечĕ 2002 çултанпа ĕçлет. Унта тĕрлĕ профессисем çинчен пĕлтернипе пĕрлех ĕçсĕррисене психологи тĕлĕшĕнчен те пулăшу паратпăр.
Ĕçсĕр тăрса юлни çынна çав тери кулянтарать. Кун пек çынсем хăйсен вăйне шанма пăрахаççĕ. Хытă куляннипе, стреса пула вĕсем чирлесе кайма та пултараççĕ. Анчах та, кирек епле лару-тăруран та тухма, тĕрĕс йышăну туса пурăнма майсем тупма пулатех. Ĕçсĕр юласси такампа та пулма пултарать. Уншăн пăшăрханса ÿкме кирлĕ мар. Кун пек чухне шăпах хăвăрăн професси пирки шутласа илме меллĕ вăхăт. Тепĕр ĕçе вĕренни те пăсмасть. Шăпах çак енĕпе ĕнтĕ, тĕрлĕрен профессисем çинчен ăнлантарса, эпир ĕçсĕррисене хăйсене килĕшнĕ профессие суйласа илме тата ăна вĕренме пулăшатпăр. Çĕнĕ профессие алла илнипе пĕрлех малалла вĕренсе квалификацие ÿстерме те майсем пур. Çавăн пекех ĕçсĕррисене эпир ĕç шырама анчах мар, кун пек чухне харпăр хăйне мĕнле тытмаллине те вĕрентетпĕр.
Акă, сăмахран, аслă, ятарлă вăтам, професси туянма пуçламăш пĕлÿ илнĕ тĕрлĕ çулсенчи 31 хĕрарăм – учитель, бухгалтер, парикмахер, çĕвĕç, ПЭВМ операторĕ профессийĕсемпе «Ĕç шыракансен клубĕ» тренинга хутшăнчĕç. Ăна районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ятарласа йĕркелерĕ. Çак курса хутшăнакансене ĕç шырассин технологийĕнчи вăрттăнлăхсем пирки, хăйсем пирки мĕнле пĕлтермеллине, кун пек чух ĕç параканпа телефонпа тĕрĕс мĕнле калаçмаллине, ĕç параканпа тĕл пулнă чух харпăр хăйне тытмаллине т. ыт. те вĕрентетпĕр. Кун пек чух курссенче вĕсене хăйсен вăйне ĕненме, шанма та хăнăхтарма тăрăшса психологи пулăшăвне те паратпăр.
Тĕслĕхрен, пĕр-пĕр предприятие е фирмăна телефонпа шăнкăравласа ĕç шырани чи эффективлă меслетсенчен пĕри шутланать. Харпăр хăйĕн вăйне шанса, ĕç параканпа лайăх кăмăлпа калаçни ĕç шыраканшăн çав тери усăллă пулма пултарать – кун пек чух ертÿçĕ ăна ĕçпе тивĕçтерет е тĕл пулса калаçма сĕнÿ парать.
Ĕç параканпа тĕл пулса калаçнă чухне те харпăр хăйне лăпкă тытма пĕлни, палăртнă тĕллеве пурнăçлас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Рынок условийĕсенче ĕç шырани çĕнĕлĕх мар. Çавăнпа та харпăр хăйне ĕç параканпа калаçма малтанах хатĕрлесе, çирĕп кăмăллă пулмалла. Çакăн çине ĕçсĕррисемпе калаçусем ирттернĕ чух эпир уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтермелли тепĕр меслет вăл – вĕсене предприниматель ĕçне пуçăнма пулăшасси. Ку тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен центр «Харпăр хăй ĕçне тытăнакансем валли» ятпа ятарлă курс та йĕркелерĕ. Занятисене «Аспект» вĕрентÿпе методика центрĕн департаменчĕн специалисчĕсем тата бизнес технологиăĕн шкулĕн специалисчĕсем ирттерчĕç. Çак курссене валли ĕçсĕррисене ятарлă тестсемпе усă курса пухрăмăр. Ку курсра пулни вĕсене предприниматель ĕçне тытăнма психологи тĕлĕшĕнчен хатĕр пулма, хăйсен вăйне шанса кăткăс лару-тăруран хăйсем тĕллĕнех тухма май парать. Унсăр пуçне, предприниматель пулас кăмăллисемпе эпир ытти меслетсемпе те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр: вĕсен ыйтăвĕсене шута илсе консультацисем йĕркелетпĕр, бизнес-плансем хатĕрлеме пулăшатпăр, предприниматель ĕçне тытăннă чухнехи вĕсен тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма ĕçпе тивĕçтерекен центртан укçа парса пулăшасси пирки те пĕлтеретпĕр.
Кăçал предприниматель ĕçне пуçăнакансем валли йĕркеленĕ курсра 19 ĕçсĕр хĕрарăм вĕренчĕ. Вĕсене ку енĕпе пулăшас тĕллевпе профориентаци кабинечĕсенче ятарлă библиотекăсем йĕркелетпĕр, буклетсем хатĕрлетпĕр.
Тĕрлĕ профессисене вĕрентеси çине те районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пысăк тимлĕх уйăрать. Унăн тĕллевĕ - çĕнĕ профессие алла илме, квалификацие ÿстерме пулăшасси, граждансене вĕреннĕ хыççăн ĕçе вырнаçма хатĕрлесси. Хальхи вăхăтра халăха ĕçпе тивĕçтерекен федераллă патшалăх службин Департаменчĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ республикăри вуншар вĕрентÿ учрежденийĕпе тачă çыхăнса ĕçлесе, вĕсенче 100 ытла профессие вĕрентет. Унта ĕç рынокĕнче çак тапхăрта мĕнле професси çыннисем кирлине шута илсе вĕрентеççĕ. Харпăр хăй тĕллĕн ĕçе пуçлас кăмăллисем те тĕрлĕ çĕрте çĕвĕç, парикмахер, косметик т. ыт. профессисене вĕренме пултараççĕ.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕ профессисене вĕренме янисем хушшинче ытларахăшĕ – хĕрарăмсем. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен центр 39 хĕрарăма вĕренме янă.
Районта «Муркаш районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалли мероприятисене» çирĕплетнĕ. Хамăрăн кулленхи ĕçре эпир ăна тĕпе хуратпăр. Республикăра вара ку тĕлĕшпе 2004-2006 çулсем валли ятарлă программа йышăннă.
Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп тивĕçĕ – районта ĕçсĕр граждансем сахалтарах пулччăр тесе тăрăшасси. Çавăнпа та эпир ĕçсĕррисене ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарсах тăратпăр, ĕçпе тивĕçтерекен центр мĕнле пулăшу панине, патшалăх енчен ку тĕлĕшпе мĕнле мерăсем пуррине, халăха ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕленине те пĕлтерсех тăратпăр.
Патшалăх ĕçсĕррисене професси ориентацине тÿлевсĕр илме, ĕçпе тивĕçтерекен центр янипе пĕр-пĕр профессие вĕренме е квалификацие ÿстерессине тÿлевсĕр пурнăçлама, вĕреннĕ чух пулнă тăкаксене саплаштарма, ĕçе кĕнĕ чух е вĕренме каиччен тÿлевсĕр медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине, пособисемпе стипендисем тÿлессипе гарантилет. Урăхла каласан, ĕçсĕр тесе йышăннисене пулăшусăр хăвармасть.
Юлашкинчен манăн çакна каласа хăварас килет. Ваттисем ĕлĕкех: «турра шан та, хăв та ан ÿркен», тенĕ. Ĕçсĕр хĕрарăмсен те ĕçпе тивĕçтерекен центра кăна шанса лармалла мар, хăйсен пуçаруллăрах пулмалла, хăйсем чăнах пултаруллă пулнине ĕçпе çирĕплетмелле. Хамăр енчен илсен, эпир те вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшăпăр.
Пирĕн обществăра кашни хĕрарăм хăйĕн вырăнне тупнинчен пурнăç аталанăвĕ те нумай килет. Çакна паян пурте лайăх ăнланаççĕ пулĕ тесе шутлатăп.