Моргаушский муниципальный округ

Çак теттесене ан туянăр

 

Хальхи вăхăтра кирек ăçта та епле тавара та туянма пулать. Ачи-пăчи валли те тем те пур: илемлĕ кĕпе-тумтирĕ, теттесем... Анчах та хăш-пĕр теттесем ачасемшĕ сиенлĕ пулма пултараççĕ.

Потребительсен прависене хÿтĕлекен сферăна тата çынсен тăнăçлăхне асăрхаса тăракан федераллă службăран çырупа пĕлтернĕ тăрăх, Липецк облаçĕнче пластизоран Китайра туса кăларнă теттесенче фенол палăртнă нормăран 3-24 хут, метил спирчĕ 3,5 хут нумайрах пулнине тупса палăртнă. Уйрăмах: «пулăсем», «тискер чĕрчунсем», «кондитер изделийĕсем», «пупс» теттесенче фенол, «Сикекен мечĕкре» фенол ытларах пулнă.

Çавна май районти патшалăх санитарипе эпидемиологи надзорĕн центрĕ. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен суту-илÿ точкисенче тата Муркашри пасарта ку тĕлĕшпе лару-тăру епое пулнине тĕрĕслеме рейд ирттернĕ. Çак теттесем района Мускавпа Мускав облаçĕсенчен, «Лужники» пасартан килеççĕ.

Тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ. Муркаш пасарĕнче çак теттесене сутнă. Тĕрĕслеме илнĕ Китайра пластизолран тата пластмассăран тунă «Барби» пуканесенче фенол нормăран ытларах пулнине, вĕсенчен лайăх мар шăршă кĕнине тупса палăртнă.

Хальхи вăхăтра вĕсене пур çĕрте те сутма чарнă. Енчен те эсир вĕсене сутнине курсан, кун пирки пире 2-13-89 номерлĕ телефонпа пĕлтерме пултаратпăр.

Çакна та каласа хăварас килет. Кирек епле тавара туяннă чухне те эсир ун пирки вырăсла çырнă информацие сутуçăран ыйтма пултаратăр, çавăн пекех пахалăх сертификатне те. Унта çак тавара туса кăларакан, реализацилекен, хăçан кăларни, усă курмалли срок, вăл гигена требованийĕсене тивĕçтерни çинчен пĕтĕмпех пур.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
10 ноября 2004
00:00
Поделиться
;