Умра хĕл сиввисем
Октябрĕн 10-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов «Районти ялсене тата экономика объекчĕсене кĕрхи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен» йышăну çине алă пусрĕ. Районти пушар тухаслăха пăхсан-тишкерсен, ку питех те вырăнлă йышăну. Ноябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне кăçал районта 33 пушар пулчĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 2 тĕслĕх нумайрах. Пĕлтĕр 4 çын вилнĕ тата 1 çын пиçсе кайнă пулсан, кăçал 5 тата 4.
Чăнах та пушар хăрушлăхĕ пысăк çанталăк - çу кунĕсем – хыçа юлчĕ ĕнтĕ, анчах вăл пушар тухаслăх лару-тăрăвĕ çине çиелтен пăхсан çапла. Пушарсем тухассине тăтăшах анализ туса пыни çакна çирĕплетет: кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр çитнĕ май пÿрт-çуртсене ăшăтмалли приборсемпе агрегатсенчен пушар тухаслăх темиçе хут ÿсет. Акă, иртнĕ кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта районта 20 пушар пулни те çавна çирĕплетсе парать. Каламалла, вĕсенче 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, 4 çын тĕрлĕ степеньлĕ пиçсе кайрĕç.
Кĕрпе хĕл кунĕсем сивĕсемпе палăрса тăраççĕ. Çавна май çынсем кил-çуртсене хутса ăшăтма пуçлаççĕ. Çак тапхăра хатĕрленнĕ май кăмакасене маларах юсасси çине тимлĕрех пăхмалла. Кăмакасемпе мăрьесен юсавсăрлăхĕ пĕлтĕр 6 пушара, кăçал 4 пушара çул уçрĕ. Çакна шута илсе хĕле кĕриччен усă куракан кăмакасене тепĕр хут пăхса тухмалла. Вĕсем çинче çурăксем пулас çук, алăксен вылянчăк пулмалла мар, кăмакапа мăрьене штукатуркăласа шуратмалла, мăрьене 3 уйăхра пĕрре хăрăмран тасатмалла, вут чĕртме бензин-кăраççинпа усă курмалла мар, кирпĕч кăмакана угольпе-газпа хутма юрамасть, кăмака умĕнче 50х70 сантиметрлă шăвăç пулмалла, çунакан кăмакана пĕччен хăвармалла мар, ялсенче хура лаç пулни те вырăнсăр. Газпа хутса ăшăтакан çуртсенче газ тухнине сиссен газ пыракан крана хупмалла та ÿийĕнчех райгаз специалисчĕсене чĕнмелле. Газ тухнине сиссен пÿлĕмре шăрпăк чĕртме, электричество çути çутма юрамасть.
Çавăнпа пĕрлех электрохуçалăха, ăшă паракан установкăсене сивĕсем çитиччен тĕплĕ пăхса тухса хакламалла, вырăнсене пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе комплектламалла, хĕл сиввисенче юхан шывсем е пĕвесем патне шыв илме пушар машинисем пыма пултарассине пăхмалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе вырăнти ял администрацийĕсем те ялсенчи пурăнмалли çуртсене хĕллехи пушар хăрушлăх тапхăрне епле хатĕрленине пăхассине йĕркелеме пулăшасса шанатпăр. Ăнăçлă мар, нумай ачаллă çемьесене, эрех-сăрапа туслă çынсене, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене шута илмелле. Çавсен кил-çурчĕсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене епле пăхăннине тĕрĕслесех тăмалла. Астăвăр! Ирĕке кайнă вут-кăвар пуриншĕн те хăрушлăх кăларса тăратать.
Ял хуçалăх производство кооперативĕсем хăйсен пушар хуралĕсене яланах çула тухма хатĕр тытни те инкеке вăхăтра çăварлăхлас ĕçре пĕлтерĕшлĕ. Хĕл кунĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче бульдозеристсене дежурствăна тăратассине йĕркелеме те манмалла мар. Вут хутакансемпе котельнăйсен операторĕсене пушар хăрушсăрлăхне вĕрентсе квалификаци удостоверенийĕсем памалла.
Кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта районти пушар тухаслăх çине пăхсан çакă курăнать:
2000-2001 çулсенчи кĕрпе хĕл кунĕсенче район территорийĕнче пурăнмалли 15 пÿртре, 5-шер сарайпа мунчара пушар тухнă. Хĕлĕпе пурĕ 27 пушар пулнă, вĕсенче 5 çын пурнăçĕ татăлнă, пĕр çын пиçсе кайнă.
2001-2002 çулсенчи кĕркуннепе хĕлле 27 пушарта 3 çын вилнĕ. «Хĕрлĕ автан» 14 хутчен çынсен пурăнмалли çурчĕсене, 7 хутчен сарайсене, 4 хутчен мунчана пырса тухнă.
2002-2003 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта 24 пушарта пурăнмалли 9 пÿрт, 8 сарай, 2 мунчапа 1 котельнăй юрăхсăра тухрĕç. Вĕсенче 4 çын вилчĕ. 2-ĕн пиçсе кайрĕç. Юлашки кĕр-хĕл тапхăрĕ пирки маларах асăнтăм ĕнтĕ.
Кăмака-мăрье юсавсăр пулнипе кăçал пушар тухнă тĕслĕхсем: апрелĕн 30-мĕшĕнче Чемейри пĕр хуçалăхра кăмакапа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран лаçра пушар тухрĕ, майăн 24-мĕшĕнче Юнкăпуçĕнчи пĕр хуçалăхра юсавсăр кăмакапа усă курнăран çуллахи çуртпа мунча тата ампар кĕлленчĕ, августăн 22-мĕшĕнче 1-мĕш Май выççăлккинче мăрье хĕрсе кайнипе мунчапа вутă сарайĕ юрăхсăра тухрĕç, лаçри юсавсăр кăмака сентябрĕн 22-мĕшĕнче Автанкассинчи пĕр хуçалăхри лаçра «хĕрлĕ автана» вылятрĕ. Çакăн пек тĕслĕхсене татах илсе кăтартма пулать. Апла пулсан кăмакасемпе усă курнă чух асăрханулăх çÿллĕ шайра пулмалла.