Пуш параппан çапаççĕ
Тĕрĕсрех пултăр тесен, Исетерккĕсем пуш параппан çапаççĕ, темелле. Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн «ĕçченĕсене» (çапла, кавычкăра илетĕп) пырса тивеççĕ.
Кунти йĕрки-шывĕ ак çапла. Исетерккĕсем октябрь уйăхĕнче кооператив правленийĕн ларăвĕнче кооператив ертÿçине Александр Аркадьевич Афанасьева «шанманнине» пĕлтерсе хуÿалăхăн черетсĕр пухăвне ирттерсе çĕнĕ ертÿçĕ суйласси пирки ыйту тăратнă. Пухăва ноябрĕн 3-мĕшне палăртнă.
Чкалов яч. хис. хуçалăхри кунашкал йывăр лару-тăрура паллашма палăртнă вăхăтран (10 сехет) кăшт каярах юлса Исетерккĕ клубне çитрĕм. Мĕн тетĕр, клуб пуш-пушă майлах, пĕр кĕтесре 4-5 хĕрарăм ларнисĕр пуçне. Хуçалăх ертÿçи А. Афанасьев та кунтах. Вăхăт 11 сехет те 30 минута, 12 сехете çитрĕ т. ыт. те. Халăх йышĕ хушăнни çеç (2-3 çынсăр пуçне) курăнмасть. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Тата ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçипе В. Ананьевпа хуçалăх председателĕ пухушăн хытса çуннă халăх пухăнманнипе пухăва «хупма» йышăнчĕç. Çапла вара хăшĕсем кĕтнĕ пуху халăх çукран уçăлаймарĕ Те.
Кунта хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса хăварам. Чкалов яч. хис. хуçалăхра ĕçлекенсем пурĕ 55 çын. Иртнĕ çу кунĕсенче вĕсем 313 гектар тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем, 18 гектар выльăх кăшманĕ, 8 гектар кишĕр, 10 гектар çĕр улми акса-лартса çстернĕ. Кĕр çитсен вара... Паян хуçалăх хирĕсенче 5 гектар кăларман çĕр улми, гектарĕ-гектарĕпе кишĕр (ăна 2 тонна çеç кăларса илнĕ) выртать, çумламан выльăх кăшманĕн пысăк пайĕ те сенажа çеç кайнă. Çак çитменлĕхсенче пĕр председатель айăпĕпе çеç мар ĕнтĕ. Председатель пирки калас пулсан, Адександр Аркадьевич çулталăк çурă хушăра 4-5 çул пенси фондне тÿлемен укçапа тÿлесе татнă, ĕçшĕн тÿлессине ÿстернĕ, обществăлла выльăх йышне хушнă (мăцракаллă шултра выльăхсем, тĕслĕхрен, çак тапхăрта 107 пуçран 170е çитнĕ), хуçалăхăн укçа-тенкĕпе ĕçлеме пур счетсем ту уçă. Çаксен курсан ĕçлемелле те ĕçлемелле, анчах... Пуш параппан çапни чăн ĕçе хурса тăрать.