Моргаушский муниципальный округ

Перекет банкĕ ваттисене пулăшать

 

2004 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче Раççей Перекет банкĕн чăваш уйрăмĕ «Пенсионный Сбербанка России» тата «Пенсионный плюс Сбербанка России» вк4ладсемпе Муркашра вылявсен тиражне ирттерет. Укçан парнесене Раççей Перекет банкĕн Муркашри 7034-мĕш номерлĕ уйрăмĕн  учрежденийĕсем урлă пенси илекен – «Пенсионный СР РФ» тата «Пенсионный плюс СБ РФ» вкладсен хуçисем хушшинче выляттараççĕ.

«Пенсионный плюс Сбербанка России» вклада пенси илекенсенчен 3 çуллăха йышăнаççĕ. Ку вкладпа  процент ставки, пырса иличченхи вкладпа танлаштарсан, чылай пысăкрах: вклад упранакан пĕтĕм тапхăрĕпех нимĕнпе улшăну та пулмасть. Ку вкладсемпе укçа тумалли, укçа илмелли операцисене те ирттерме пулать.

Тираж Раççей Перекет банкĕн муркашри 7034-мĕш номерлĕ уйрăмĕнче 10 сехетре иртет. Тиража счетсене 2004 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕччен уçнă пенси вклачĕсем хушшинче ирттереççĕ.

Тираж комиссийĕнче: Х.М. Тимофеева, Перекет банкĕн Муркашри 7034-мĕш номерлĕ уйрăмĕн управляющийĕ (комисси председателĕ), Е.М. Александрова – РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн ертÿçи, Н.П. Петрова, район администрацийĕн социаллă политика управленийĕн ертÿçи, М.В. Дроздов – Раççей Перекет банкĕн 8613-мĕш номерлĕ чăваш уйрăмĕн вкладсен тата çынсен расчечĕпе ĕçлекен пайăн ертсе пыракан инспекторĕ, А.С. Маринкина – пенсионер.

Вылявсен фончĕ 15000 тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмпе 40ĕн выляса илеççĕ: 15 выляв – 200шер тенкĕ, 15 выляв – 300шер тенкĕ, 5 выляв – 500шер тенкĕ тата 5 выляв 1000шер тенкĕ.

Тираж ирттернĕ вăхăтра Чăваш патшалăх академи капеллин артисчĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ.

Кăмăл пуррисем пурте вылява пырса курма пултараççĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
06 ноября 2004
00:00
Поделиться