Моргаушский муниципальный округ

Кун пекех пăвсан хуçалăхсен пуласлăхĕ çук

 

Кăçалхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕнче  ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертÿçисен оперативлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна уçса тата ертсе пырса, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов паянхи чи çивĕч ыйтусене татса памалли самантсем çинче чарăнса тăчĕ, хуçалăхсен ертÿçисенчен çакăншăн яваплăх çав тери пысăк пулмаллине уçăмлăнах ăнлантарчĕ.

- Паян лару-тăру йывăрри, укçа-тенкĕ çукки çине пĕтĕм сăлтава йăвантарни никамшăн та, пĕр хуçалăхшăн та нимĕне те тăмасть. Пурăнас тата тытăнса тăрас тетĕр пулсан, тархасшăн, производствăна аталантарасси çинчен шутлăр, ăнăçлăрах ĕçлесси пирки конкретлă пĕтĕмлетÿсем тăвăр. Ял хуçалăх предприятийĕсене малалла аталанма халех хытă такăнтарчĕç ĕнтĕ, малашне татах та тăваççĕ – терĕ вăл хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче.

Мĕн тăвăн, çак сăмахсем ăнсăртран тухнисем мар. Çакна район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев илсе кăтартнă тĕслĕхсем те лайăх çирĕплетрĕç.

- Паянхи куна хуçалăхсен уй-хирĕсенче пуçтарса-тирпейлесе кĕртмен улăм 1200 гектара яхăн. Ку енĕпе уйрăмах Е. Андреев яч. хис. хуçалăх территорине пырса кĕнĕ тата тухса кайнă çулсем хĕрринчи уйсем район сăн-сăпатне намăс кăтартаканнисем. К. Иванов яч. хис., «Передовик» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те пуçтарма ĕлкĕреймен намăс участокĕсемпе «мухтанма» пултараççĕ. Ноябре кĕтĕмĕр, анчах уйра тирпейленмен улăм выртать – мĕн çинчен калать ку;

Кĕрхи çĕртме сухи тăвассипе палăртнă лаптăкран çурринчен кăна иртме пултартăмăр. Мĕн çинчен калать ку; Çитес çул акмалли-лартмалли лаптăксене хатĕрлесе çитерме тăкаксем çав тери пысăкланаççĕ, мĕншĕн тесен çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем халех тĕлĕнмелле хакланса кайрĕç, çитес çул вара вĕсем хуçалăхсене пăвсах лартасси пирки пĕр иккĕленÿ те çук. «Сеятель», «Динамо», «Волга», К. Иванов яч. хис. тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем вара çак саманта ытлах та ăнланма тăрăшманни тĕлĕнтерет, çĕртме сухи тăвасси çине алă сулнипех пĕрри ытла та йывăра килме пултарать-çке. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасльте иртнĕ çулхи чикĕрен ансах пыратпăр. «Передовик», «Динамо», «Сеятель», «Тораево», Нива», «Юнга» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем тытăнса тăраслăха мĕнле шайлаштарса пырĕç; Çĕнĕрен туяннă техникăшăн мĕнпе тÿлесе татмалла; Пĕлсе тăнă çинчех ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассишĕн те чылай хуçалăхра пÿрне витĕр кăна пăхатпăр, пуласлăх пирки шутлама мантăмăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем халĕ те виçесĕр пысăк, çитес çул вĕсем татах та ÿсеççĕ. Запас пайсем туянасси, машина-трактор паркне çĕнĕ техникăпа пуянлатасси татах та йывăрланать. Хальхи вăхăтра çитес çул акмалли çуртри вăрлăхĕсене тивĕçлĕ кондицине лартассипе те чăтма çук япăх ĕçлетпĕр, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан эпир алла усса ларнăпа пĕрех. Кун пек «тăрăшсан» районти хуçалăхсен аталанăвĕ пирки  калаçма кирлех-ши;

Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп бухгалтерĕ Г.З. Васильева пĕлтернинчен те чуна çывăха пыраканни тата лăплантараканни пулмарĕпе пĕрех. Хуçалăхсем кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçипе 15 ытла миллион тенкĕлĕх парăмра. Тĕрлĕ налуксем, ытти енлĕ парăмсем пĕтĕмĕшле тата ытларах «çакăнса тăраççĕ». Кăçалхи тăхăр уйăх итогĕсем тăрăх 24 предприяти тупăшлă (хăйне евĕрлĕ кăна) ĕçленĕ пулсан, тăкаклă вĕçленисем пилĕк предприяти. Экономика тишкерĕвне тарăнрах тусан çак кăтартусем пачах улшăнма пултараççĕ. Экономика кризисĕ хăйĕн çивĕч шăлĕсемпе «кăшласси» куç кĕретех.

Район прокурорĕ С.А. Фирсов кăçал ĕç укçине вăхăтра тÿлемен 36 ертÿçĕпе тĕп бухгалтера административлă яваплăх тыттарнине, çакăншăн Суворов яч. хис., «Хлебороб», Мичурин яч. хис., «Дружба» хуçалăхсен ертÿçĕсем тĕлĕшпе уголовнăй ĕçсем пуçарнипе пĕлтерчĕ. Прокуратура хуçалăхсенче лару-тăру, ĕç-пуç епле пынине кура мар, саккуна мĕнле пурнăçланине сăнаса-асăрхаса тăрать. Сăмахран, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕç укçин тÿлевĕ енĕпе саккуна пăснă 19 прелприяти пулнă пулсан, тепĕр уйăхран вĕсен хисепĕ 23 çитнĕ, тÿлев парăмĕсем те пысăкланнă. Район прокурорĕ пĕлтернĕ тăрăх, прокуратура хуçалăх-предприятсен сезонри йывăрлăхĕсене ăнланма тăрăшнă, пысăк айăплавсем тăратман. Анчах та хуçалăхсен ертÿçисем енчен çакна тĕрĕс ăнланманни ытлах та тĕлĕнтерет. Çавăнпа та район прокурорĕ «Тораево», «Сеятель», «Герой» хуçалăхсен ертÿçисене дисквалификацилеме йышăну туни пирки пĕлтерсен канашлура калаçу хĕрсех кайрĕ. Çак тата ытти ыйтусем пирки пынă хăш-пĕр самантсене палăртни вырăнлах.

П.П. Давыдов, «Ударник» ОПХ ертÿçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ: Ĕç укçи парăмĕсем енĕпе пирĕн хуçалăх та кайрисен ретне лекни пире мар, ытти хуçалăхсене ытларах шутлаттармалла пек. Пире паян чăннипех пăваççĕ, намăс-сиимĕссĕрех. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсене такăнтарни, ура хуни уйрăмах тĕлĕнмелле. Юрĕ, хуçалăх фермисенчи пĕтĕм выльăха пусса-сутса пĕтерĕпĕр, парăмсемпе татăлăпăр. Малашне мĕнле пурăнмалла, мĕнпе пурăнмалла; Саккуна мĕнле пăхăннине асăрхакансем хăйсен тивĕçĕсене пĕлеççĕ-ха, анчах эпир тĕпсĕр авăра кайнине асăрхамăш пулаççĕ. Çапла пулмалла мар, лару-тăрăва çивĕч шута илмелле. Эпир ĕç укçипе нихăçан та кÿрентермен, анчах юлашки вăхăтра йывăрлăхсем пирĕн те пур. Сăмахран, çĕр улми туса илес ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçлеме кăçал хуçалăхĕпе 12 миллион тенкĕ тăкакларăмăр, хальлĕхе вара 2 миллион тенкĕ кăна усă илнĕ. Мĕнле пулмалла – шутлас пулать. Ыйтăва пĕр-икĕ кунра кăна татса пама май çук.

Çавăнпа та продукци туса илекен хуçалăхсене преступник вырăнне хурса сăлтав шырани ытла та тĕлĕнмелле. Çĕршывра ял хуçалăх продукцине нумайрах хатĕрлекен хуçалăхсем тĕлĕшпе сăтăрла мерăсем йышăннă политика вăй илсе пыни хуçалăхсем пĕтесси патне кăна илсе пырать. Вăл е ку хуçалăх ертÿçи ĕç укçи тÿлес енĕпе тухса тăнă тару-тăрăва конкретлă ĕç-пуç епле пынине кура шута илсе палăртмалла.

И.В. Николаев, Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи: Вăл е ку хуçалăх ĕç укçин парăмĕсемпе мĕншĕн çак чикĕ патне çитсе тăнине, вĕсен майĕсене объективлă хакламалла тесе шутлатăп. Юрĕ, «Ударник» хуçалăх парăмсене саплаштарассине вăраха тăсса ямĕ тейĕпĕр. «Хлебороб», «Нива», «Юнга» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсен тухса тăнă çивĕч лару-тăруран епле тухса пĕтмелле, мĕнле продукци сутса укçа-тенкĕ тумалла; Ертÿçĕсене дисквалификацилеме пулĕ, анчах тепĕр çĕнĕ ертÿçĕ те лава вырăнтан тапратаймасть. Алла усса лармалла теместĕп, анчах хуçалăхсене пăвсах пыни куçкĕрет. Кашни ертÿçех ĕç укçипе тивĕçтересси пирки шутлани маншăн иккĕленÿллĕ самант мар.

Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕсен пенси фончĕ умĕнчи парăмсем те пысăклансах пыраççĕ. Бюджетран илнĕ ссудăсемшĕн мĕнле продукци, мĕн чухлĕ тата мĕнле хакпа сутса татăласси те К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис., «Колос», «Юнга», Чкалов яч. хис. тата ытти хуçалăхсен ертÿçисене ĕнсене хыçтармалли самантах. Юлашки вăхăтра темиçе ял хуçалăх предприятийĕнче ертÿçĕсем улшăнни те лару-тăру кăткăсланнине çирĕплетекен тĕслĕх кăна. Яла, хресчене тĕп тумашкăн тытса пыракан çĕршыв шайĕнчи политика улшăнмасан нимĕнле ертÿçĕ те хуçалăха тĕпсĕр авăртан кăлараймастех.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хуçалăхсенчи пĕтĕмĕшле лару-тăрушăн чи малтанах ертÿçĕсемех яваплă пулнине палăртса каларĕ. Сăмахран, çитĕнтернĕ ял хуçалăх культурисене тирпейлĕ, тăкаксемсĕр пухса кĕртмешкĕн çанталăк ирĕк пачĕ. Çав вăхăтрах уйрăм хуçалăхсене улăма йĕркеллĕ пухса купалама, кĕрхи çĕртме сухине вăхăтра тума мĕн чăрмантарчĕ; Ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче паян, малтанлăха шутланă тăрăх, 400 пин тоннăна яхăн тислĕк купаланса тата япăхса выртать. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатма укçа парса илмен çак паха удобренипе те усă курмастпăр пулсан хуçалăх ертÿçи перекетлĕх-тирпейлĕх çинчен шутлани çинчен калать-ши ку; Хăш-пĕр ертÿçĕсен ĕç укçин парăмĕсене епле саплаштарасси пирки нимĕнле хурав та çук. Паянхи куна кашни хуçалăхрах талăкра кашни ĕнерен 7-8 килограмм сĕт сума майсем çителĕклĕ, çав вăхăтрах уйрăм хуçалăхсенче  çак кăтарту çурри таран кăна е пĕчĕкрех те. Укçа ăçтан пултăр ĕнтĕ фермăсенче йĕрке çук пулсан. Кăçалхи тăхăр уйăхра самăртакан ĕне выльăхсем талăкра вăтамран 459 грамм, сыснасем 265 грамм кăна ÿт хушса пыни те хуçалăхсемшĕн япăх тĕслĕх кăна.

Пĕрле пухăнса сÿтсе явнă çивĕч ыйтусем пирки хуçалăхсен ертÿçисем хăйсен шухăшĕсене уççăн пĕлтерчĕç. Вĕсене татса парасси вара, пĕтĕмĕшле илсен, хăйсем çинех тиенет.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
06 ноября 2004
00:00
Поделиться