Моргаушский муниципальный округ

Района йĕркеленĕренпе 60 çул çитнĕ май

 

Эпĕ 1933 çулта çуралнă, 60 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те, çамрăк чухнехи вăхăт халĕ те асран каймасть.

1949 çулхи сентябрь пуçламăшĕ. Эпĕ 8 класа вĕренме кайнăччĕ. Çак тапхăрта Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинче вырнаçнă ФЗОран (фабрично-заводское обучение) Муркаш районне çамрăксене вĕренме илсе кайма представитель килнĕ пулнă. Вăл ун чухне районта тухса тăракан «Колхозник сасси» хаçата çакăн пирки пĕлтерÿ панă. Уралти Сталин ячĕпе хисепленекен заводра (вырăсла – «Урал ЗиС» тетчĕç) ĕçлеме вĕрентнĕ унта.Урал тăвĕсем еннелле кайма манăн та кăмăл çуралчĕ.  Аттепе анне хирĕç пулмарĕç. Документсене хатĕрлесе çитерсен, сентябрĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнче çав ФЗО представителĕпе çула тухрăмăр. Шупашкарта пире çул çинче çиме «сухой паек» пачĕç. Поезд çине лартăмăр, перрон çинче вĕрсе каламалли оркестр вылять. Пирĕнпе пĕрле кунта Ишлей тата Елчĕк районĕсенчен те ачасем нумаййăн пулнине пĕлтĕмĕр.

Свердловск, Челябинск хулисем урлă кайса Миасс хулине çитрĕмĕр. Пире кунта общежитине вырнаçтарчĕç, коммуна пурнăçĕпе пурăнма пуçларăмăр. Тепĕр эрнерен Муркаш районĕнчен каллех çамрăксем килсе çитрĕç. Вара эпир пĕтĕмпе 54н пултăмăр. Пĕр Кашмаш ялĕнчен кăна çичĕ çамрăкчĕ. Эпир тухса кайсан, ФЗО представителĕ пирĕн ятпа, Малышкин редакторпа калаçса, хаçатра «хамăр ирĕкпех каятпăр» тесе статья кăларнă, ун хыççăн татах 44 ача вĕренме килме кăмăл тунă.

9 № ФЗО директорĕн хушамачĕ Зайцев пулнине астăватăп. Унта УралЗиС тата Миасри напильник завочĕ валли тĕрлĕрен специалистсем вĕрентсе хатĕрлетчĕç.

Октябрь уйăхĕнче вĕренме пуçларăмăр. Пире кунне виçĕ хут апат çитеретчĕç пулсан та тăраниччен çисе курман. Ун чух дисциплина питĕ çирĕп пулнă. Апат çиме столовăйне кайнă чух çăкăр фургонĕ патĕнчен иртсе çÿреттĕмĕр, анчах вăрлас шухăш пулман.  

Çĕнĕ çул хыççăн завода практикăна çÿреме пуçларăмăр. Темле çывăрас килсен те чăтнă. Çĕрлехи сменăсенче те 8-шер сехет ĕçлеттĕмĕр.

1950 çулхи апрель уйăхĕнче экзаменсем тытса аттестатсем илтĕмĕр. Мана 3-мĕш участока ĕçе илчĕç. Унта кабина, кузов, капот, варăсем лартатчĕç. Малтан капотсемпе ĕçлерĕм, кайран кузов çине ĕçлеме куçарчĕç. Ун чухне план пурччĕ, çавăнпа та уйăх вĕçнелле ăна тултарма хытă хăвалатчĕç. Муркаш çамрăкĕсем тĕрлĕ цехсенче ĕçлетчĕç. Столовăйĕнче апат вăхăтĕнче курса калаçаттăмăр. Общежитинче те пĕрле пурăннă. Пĕрремĕш ĕç укçи 1 пин тенкĕ илтĕм, ун чухне вăл пысăк укçа пулнă.

1951 çул пуçламăшĕнче отпуска ячĕç. Хыççăн каллех унта ĕçлеме кайрăм. 1952 çулта çар службине кайма ят тухрĕ. Унтан вара 1956 çулта тăван яла, Çурлатрине таврăнтăм. Ун чухне пĕрле вĕреннĕ çамрăксемпе тĕл пулса, курса калаçас килет. Шурчаран Б. Назаров, Троицкий, Халапсин (ячĕсене стумастăп) пулнăччĕ.

Çав вăхăтра пĕрле вĕреннĕ, пурăннă юлташсене район хаçачĕ урлă хăйсем çинчен пĕлтерме ыйтатăп. Эпĕ 12 çул ĕнтĕ тивĕçлĕ канура.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
03 ноября 2004
00:00
Поделиться