Йĕрке, тирпей-илемшĕн – шанчăк хăйсенче кăна
Октябрĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн членĕсем кун йĕркинчи ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрчĕç, мĕншĕн тесен вĕсем пурте ял хуçалăх производство кооперативĕсен паянхи пурнăçĕпе, малашлăхĕпе тата аталанăвĕпе тÿреммĕнех çыхăннă.
Техникăпа ĕçоеме кадрсем çук, ĕç япăхать
Коллеги пăхса тухнă пĕрремĕш ыйтупа сăмах Суворов яч. хис. тата «Чемеево» ял хуçалăх предприятийĕсенче машина-трактор паркĕсен объекчĕсене хĕллехи сезона хатĕрлесси тата ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартасси епле пыни çинчен пычĕ. Хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп инженерĕсем, вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле шайра пулнипе, çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе мĕн-мĕн туса ирттерме палăртнипе паллаштарчĕç, анчах та туса ирттерме хатĕрленекен ĕçсем сахал мар йывăрлăхсемпе çыхăнни куç умне тÿрех тухса тăчĕ.
Коллеги ларăвне материала хатĕрленĕ яваплă специалистсем лару-тăрăва тÿрех уçăмлатрĕç. Вĕсем тĕрĕслевре пулнă кун, октябрĕн 25-мĕшĕнче, Суворов яч. хис. тата «Чемеево хуçалăхсенче те ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас пĕрремĕш ĕçсене пуçăннă кăна, асăннă ĕçшĕн яваплăха хăйсем çине илекен механизаторсем икĕ хуçалăхĕнче те çукпа пĕрех.
Сăмахран6 Суворов яч. хис. хуçалăхра ял хуçалăх ĕçĕсенче усă курнă техникăна управа лартассин правилисене сĕмсĕррĕн пăсни куç умĕнчех. КПС-4 маркăллă культиваторсен (тăватă единица) ĕç органĕсене, кустăрмасен шинисене хÿтлĕх растворĕпе сĕрме шутламаççĕ те пулас. Çĕр улми лартакан сажалкăсен кустăрмасенчен пусăм вăйне чакарма, сăнчăрсене илсе хума, гидроцилиндрсен штокĕсене çупа сĕрме, штуцерсене пăкăлама ку таранччен те вăхăт пулман-ши; тĕш-тырă комбайнĕсене, выльăх апачĕ пухса кĕртмелли тата ытти техникăна управа кирлĕ пек вырнаçтарасси, машина-трактор паркĕнче йĕрке туса çитересси пирки хальлĕхе калаçма та кирлĕ мар.
«Чемеево» хуçалăхра та ял хуçалăх техникине управа лартассипе ГОСТăн тĕп требованийĕсене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Жаткăран вĕçертнĕ СК-5 М-1 çинче тĕп узелсемпе агрегатсене каяшсенчен тата пылчăкран тасатман, привод сăнчăрĕсемпе чĕнсене вĕçертсе хуман, звездочкăсемпе шкивсен ĕçлекен сийĕсене, гидроцилнидрсен штокĕсене, кустăрмасен шинисене хÿтлĕх составĕпе сăрламан, двигателе герметизацилемен тата консервацилемен, фильтр-патрона вĕçертсе хуман т. ыт. те. БДТ-3 çинче ĕç органĕсене сăрламан, тĕш тырă сеялкисем çинчи тук тата вăрлăх провочĕсене вĕçертсе илмен, кустăрмасене сăрламан, вĕсенчен пусăм шайне чакарман.
Икĕ хуçалăхĕнче те ял хуçалăх техникине вырнаçтарса лартмалли площадкăсем çум курăкĕ, тимĕр-тăмăр айне пулнă. Техникăна управа лартнăшăн тата юсанăшăн механизаторсене мĕнле тÿлессипе, пурлăхпа тата мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли мерăсемпе паллаштарман. Вĕçертсе илнĕ детальсемпе узелсене упрама стеллажсемпе ещĕксем çук. Юсав мастерскойĕсене хĕллехи вăхăтра ĕçлемелли условисемпе тивĕçтермен, вĕсенче тивĕçлĕ йĕрке çук.
Тĕрĕсленĕ икĕ хуçалăхра та механизатор кадрĕсемпе специалистсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать, уйрăмах гусеницăллă тата Т-150К маркăллă тракторсемпе ĕçлеме. Суворов яч. хис. хуçалăхра, сăмахран, тĕп инженер трактор бригадин бригадирĕн, автомеханик, машина кил хушшипе юсав мастерскойĕжн заведующийĕн тивĕçĕсене туса пырать, вăлах токарь те, топливо аппаратурине юсакан слесарь те. Икĕ хуçалăхĕнче те тимĕрçĕсем, токарьсем, мастер-наладчиксем, двигательсене юсакан слесарьсем т. ыт. те çук.
Çавăнпа та коллеги ларăвĕнче Суворов яч. хис. тата «Чемеево» хуçалăхсен правленийĕсен машина-трактор паркĕсен объекчĕсене хĕллехи сезона хатĕрлес тата ял хуçалăх техникине управа лартас тĕлĕшĕнчи ĕçне çителĕксĕр тесе хакланинчен тĕлĕнме кирлех те мар7 Асăннă-палăртнă çитменлĕхсене пĕтермешкĕн хуçалăхсен ертÿçисене кăçалхи ноябрĕн 10-мĕшĕччен вăхăт панă.
Ĕç условийесемпе ĕç сыхлавне – тивĕçлĕ шая
Коллеги ларăвĕнче çавăн пекех Ленин яч. хис. тата Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство предприятийĕсенче ĕç условийĕсемпе ĕç сыхлавне лайăхлатмалли тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланса пынине те пăхса тухнă. Асăннă ыйтупа хуçалăхсен ертÿçисем, ĕç сыхлавĕ Енĕпе яваплă специалистсем, район администрацийĕн ĕç тата ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Э.Ф. Иванова, патшалăхăн районти санэпиднадзор центрĕн тĕп врачĕ Г.Е. Елькина пĕлтернисене итленĕ.
Ларăва хутĕрленсе, ĕç условийĕсемпе ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем мĕнле шайра пулнине Ленин яч. хис. хуçалăхăн Мăн Шаптакри тата Хорнуйри юсав мастерскойĕсенче, Мăн Шаптакри сĕт тата сысна фермисенче, Хорнуйри сысна ферминче, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн Çурлатринчи ст ферминче тата Муркашри мастерскойра тĕрĕсленĕ. Çак хуçалăхсенче ĕç условийĕсемпе ĕç сыхлавне лайăхлатмашкăн перспективлă плансем туса хатĕрлемен, санитарипе профилактика мероприятийĕсене производство тĕлĕшĕнчен контроллессине йĕркелемен, пурнăçлакан ĕç-хĕлпе килĕшÿллĕ санитари правилисем çук. Ĕç условийĕсем тĕлĕшпе ĕç вырăнĕсене аттестацилеме тытăнман. Ĕç вырăнĕсенче лабораторипе инструмент виçевĕсем тумашкăн (шăв-шав, вибраци, микроклимат, çутăпа тивĕçтересси, тоусан вĕçнин, газ тухнин шайĕ т. ыт. те) çакна пурнăçлакан лабораторисемпе килĕшÿсем туман. Профилактика тата çулленхи медицина тĕрĕслевĕсене ирттерессине çав тери çителĕксĕр йĕркеленĕ. Районти тĕп больница кăтартăвĕсем тăрăх, Ленин яч. хис. хуçалăхра ĕçлекенсен 13 проценчĕ, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра ĕçлекенсен 35,4 проценчĕ кăна медицина тĕрĕслевĕсенче пулнă.
Ленин яч. хис. хуçалăхра ĕç сыхлавĕпе нормативпа право базине туман. Сăмахран, структура подразделенийĕсенчи ĕç сыхлавне йĕркелессишĕн инженерсемпе техниксенчен ответлă çынсене çирĕплетни çинчен приказ çук, подразделенисенчи специалистсен должноçри инструкцийĕсенче те ĕç сыхлавĕшĕн мĕнле конкретл1 яваплăхсем пулнине кăтартман. Икĕ предпрятире те груз çĕклекен механизмсен типне, маркине, мĕн чухлĕ груз çĕкленине тата вĕсене техника тĕлĕшĕнчен юлашки хут хăçан тĕрĕсленине кăтартакан табличкăсем çук. Е. Андреев яч. хис. хуçалăхран Çурлатринчи сĕт ферминче тислĕк хранилищи тулса ларнă, тислĕк шывĕ тавралăха юхса варалать. Хуçалăхсенче электрооборудованипе ĕçленĕ çĕрте те ĕç сыхлавĕн правилăсене пăхăнман тĕслĕхсем çук мар. Ĕçе çĕнĕрен илекен работниксемпе ĕç килĕшĕвĕсем тăвасси, ĕçе йĕркелессипе ĕçшĕн тÿлессин условийĕсемпе тата требованийĕсемпе тĕплĕн паллаштарасси тата ыйтусем çине те кирлĕ пек çаврăнса пăхмалла.
Çак тата ытти çитменлĕхсене конкретлă палăртса тата хуçалăхсен ертÿçисене вĕсене пĕтерме хушса, коллеги тивĕçлĕ йышăну тунă, районти кашни предприятипе организацирех тата учрежденирех ĕç условийĕсемпе ĕç сыхлавне лайăхлатма кирлине, ку тĕлĕшпе малашнехи 2-3 çуллăх перспективлă план тумаллине палăртнă.